Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1110-мĕш (2011.05.05) кăларăм:


Акатуй историйĕнчен

Чăвашсен малтанхи прозаикĕсенчен пĕри – Иван Николаевич Юркин – 1863 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче хальхи Тутар Республикин Пăва районĕнчи Пӳркелĕнче удел хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пимĕрселĕнчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайса кĕнĕ, анчах вĕренсе пĕтереймен, ашшĕ ӳкĕтленипе яла таврăнма тивнĕ. [...]

Хыпарсем

Выльăх апачĕпе тивĕçтереççĕ

Облаçри ял хуçалăхĕсене патшалăх фондĕнчен выльăх апачĕпе тивĕçтерме тытăннă. Паян выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăхсене 6 элеватортан пурĕ 3000 тонна тырă ăсатнă, вĕсенчен 1,1 пин тонна 5-мĕш класлă тулă, 1,9 пин тонна — урпа. [...]

ПУÇЛĂХĔ – ДМИТРИЕВА

Ульяновскра область журналисчĕсен отчётпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче çак ыйтусене пăхса тухрĕç: 1. [...]

Асаилӳсем

ÇИТĔННĔ ВĂХĂТ

(Малалли. Пуçламăшĕ 16-17-мĕш номерсенче. [...]

Вăрçă ачисем

ВĂРÇĂ АЧИСЕМ

Часах пысăк уяв – Çĕнтерӳ кунĕ. Аслă вăрçă совет халăхне мĕнле пысăк инкек илсе килни çинчен каласа, çырса кăтартма та вăй-хал çитмест пулĕ. [...]

ТАНКИСТ ПАТТĂРЛĂХĔ

Чăн пулни Кĕркури Алюшĕ халĕ Казахстанри Актюбинск хулинче пурăнать, пенсире. Тăван Чăваш Ене сайра килет. [...]

Конкурс

«ЫЛТĂН ЭТНО МИСТЕР-2011» – ЧĂВАШ КАЧЧИ!

Ульяновскри «Губернаторский» керменте пĕрремĕш хут тĕнче шайĕнче çамрăксен «ЭТНО МИСТЕР» наци конкурсĕ иртрĕ.   Ăна ЦНК директорĕ Елена Сафронова тата Мускавран ятарласа йыхравласа илнĕ Алексей Гаврилов киноактёр ертсе пычĕç. [...]

Шăпа

КРАХМАЛ ПАШАЛĂВĔ КУЛАЧ ВЫРĂНĔНЧЕ ПУЛНĂ

ТĂВАН КĔТЕС – ПУРИНЧЕН ТЕ ХАКЛИ, ЧИ СИПЛĔ ЭМЕЛ… Сакăрвуннăран иртнĕ Нина Николаевна ИВАНОВА. Сахал мар нуша кăтартнă ăна пурнăç: вутă çурнă, утă çулнă, тырă вырнă, арçын ĕçне хулпуççи çине тиенĕ, ачи-пăчине йăваран вĕçтернĕ… Паян мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене чĕрçи çинче сиктерет, хĕрарăм пулса тĕнчене килнишĕн савăнать. [...]

Çулçӳрев

Шупашкара кайса килни

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен “Кĕмĕл сасă” фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Чĕмпĕртен кунта икĕ хĕр хутшăнчĕ: Анна Чаукова тата Наталья Васильева. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1111(19)№ пичĕ
■ 19(1111)№, 2011, çу, 12
«Сувар» хаçатăн 1109(17)№ пичĕ
■ 17(1109)№, 2011, ака, 28