Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1128-мĕш (2011.09.08) кăларăм:


Вырса çапнă – кĕлете тултарнă

Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнчи çĕрсене “Тагайская птицефабрика” компани акса тăрать. Çуркунне Пухтел çĕрĕсем çине 1 пин гектар тулă, 500 гектар урпа, 200 гектар рапс, 2 пин гектар хĕвел çаврăнăш, 100 гектар пĕр çулхи курăк акса хăварнă. [...]

Тырçи

Тухăç – çĕр пин тонна ытла

Тыр-пул туса илессипе Чăнлă районĕ облаçри малашлăхлă районсенчен пĕри. Районти ял хуçалăх управленийĕ авăнăн 2-мĕшĕнче панă даннăйсемпе, чăнлăсем вырмана пĕтернĕпе пĕрех. [...]

Хыпарсем

Хыпарсем

ÇĔНĔ ВĔРЕНӲ ÇУЛНЕ КĔТСЕ ИЛМЕ – ХАТĔР Ульяновск мэрин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2011-2012 вĕренӳ çулне хатĕрленме 246 вĕрентӳ учрежденине хула бюджетĕнчен 120 млн тенкĕ уйăрнă, 98 миллионне – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 80 шкула. 84 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта вут-кăварпа кĕрешмелли мероприятисем ирттернĕ: пушар сӳнтеркĕçĕсене тĕрĕсленĕ, вĕсене ятарлă кăпăк тултарнă; сывлăша уçăлтармалли вырăнсене тасатнă; хăрушлăх çинчен пĕлтермелли тытăма юсанă; тулашри пушар пусмисене тĕрĕсленĕ. [...]

Педканаш вĕрентекенсене йыхравлать

5-мĕш Интернет педканаш чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене йыхравлать. Вăл авăнăн 5-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать те юпа уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырать. [...]

КĔПĔРНАТТĂРĂН И. Я. ЯКОВЛЕВ ЯЧĔЛЛĔ ПРЕМИЙĔ

Ульяновск облаçĕнче студентсемпе шкулта вĕренекенсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, Ульяновскри аслă пĕлӳ паракан вĕрентӳ заведенийĕсенче 3 пин тенкĕ калăпăшлă Кĕпернаттăрăн И. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Тĕнче хĕрринче 12 çул пурăннă

Валентина Гуриевна Чугунова Ульяновскри Киров ячĕллĕ поликлиникăра физиотерапи кабинетĕнче ĕçлет. Тухтăрсем çынсене тĕрлĕ чиртен эмел ĕçсе тата укол туса кăна мар, физиотерапипе те сипленме сĕнеççĕ. [...]

юбилей

Пурнăç тĕллевĕ — ырă тăвасси

Пĕр тĕллевпе пурăнакан çемьен никĕсĕ килĕшӳпе юрату çинче çеç тăнине пурнăç лайăх çирĕплетсе парать. Аслă Нагаткинра пурăнакан Остроумовсен çемйине (Татьяна Петровна тата Владимир Петрович) тĕслĕхлĕ çемье теес килет. [...]

Платникрен тытăнса – полковника çити

«Канаш» хаçатăмăр номертен номере ырă ята тивĕçлĕ ентешĕмĕрсем çинчен çырса кăтартать. Мĕнле кăна ĕçре, мĕнле кăна профессире палăрмаççĕ пирĕн йăхташăмăрсем… Ахаль çĕр ĕçченĕ-и вăл е вĕрентӳçĕ-и, тухтăр-и вăл е юрăç-и, çар çынни-и вăл е усламçă-и – кирек ăçта та вăл чăваш ятне çӳле çĕклессишĕн тăрăшать. [...]

Чăваш халăх ăс-хакăлĕ

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи, улăп слон пек катмарскер, сыпăкран сыпăка куçса ĕмĕртен ĕмĕре пырать. Лискасем ăна малалла мăнаçлăн утса историллĕ ĕçне тума чăрмантарасшăн, çĕтнĕ сассисемпе нăйкăшса вĕреççĕ. [...]

Нумай ачаллa семье

Г Р У З И Н С Е М

ШУХĂШРА ТА, ĔМĔТРЕ ТЕ… «Грузин» хушамат, чăваш тĕнчин Ульяновск облаçне кĕрекен Чăнлă районĕнчи Кашасăр пуçне, Грузи çĕршывĕ вырнаçнă Малти Азипе Çывăх Хĕвелтухăçра пурăнакан халăхсен хушшинче те çук-тăр. Кирилл Овчинников ялта пурăнакан çитмĕл улттăри Владимир Петрович Грузин ашшĕнчен тăватă сыпăк каярахри çывăх тăванĕ пулнă. [...]

Астăвăм

Петру Ишутову исполнилось бы 80 лет (1931-2010)

Слово о Родине Когда статейки умные читаю, Я задаюсь вопросом каждый раз: Зачем писать: “Есть родина большая И малая у каждого из нас”?   Но я, наверное, отнюдь не “каждый” И возразить тем авторам рискну – Поскольку я родился лишь однажды, И Родину имею лишь одну. [...]

Уяв

Хула кунĕнче савăннă

Çурла уйăхĕн варринче Çĕнĕ Ульяновскра пурăнакансем Хула кунне анлă паллă тунă. Унта тĕпленсе пурăнакан ентешсем те аякра тăман. [...]

ЙĂЛАСЕНЕ упрасан – чăваш пĕтмест

Юлашки çулсенче Мелекесс районĕнчи Эврел ялĕнче пĕр уяв йăлана кĕчĕ: çу варринче чăваш ялĕн уявĕ иртет. Ял халăхне çак уява “Телей” юрă ушкăнĕн артисчĕсемпе вĕсен пултарулăх ертӳçи Пётр Михайлович Улюкин парнелеççĕ. [...]

Публицист шухăшĕ

Юратман ĕçĕн усси çук

Николай Розов хăйĕн “Вĕрентӳçĕ пулмасан та… чун ыратать” материалĕн пуçламăшĕнче интереслĕ тема çĕкленĕ. Вĕрентӳçĕ пирки. [...]

Вĕренÿ

ТĂВАН ЧĔЛХЕ СУМĔ

РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев вăтам шкул пĕтерекенсене кăмăл туртăмне кура наци чĕлхипе тата литературипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма ирĕк паракан саккуна çирĕплетнĕ. Çавна май «Вĕрентӳ çинчен» тата «РФ халăхĕсен чĕлхи çинчен» саккунăн 9 статйине улшăнусем кĕртеççĕ. [...]

ВĔРЕНТӲРИ ÇĔНĔЛĔХ

Пуçламăш пĕтĕмĕшле вĕрентӳ федераллă патшалăх стандарчĕ çинчен Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министрĕ Екатерина Владимировна Уба каласа панă.   Чи малтанах, пĕтĕмĕшле тата хушма вĕрентӳ тытăмĕн тĕшшипе технологийĕ улшăнаççĕ. [...]

Шкул ачисен хăрушсăрлăхĕшĕн

Регион пуçлăхĕ хăрушсăрлăх канашĕн, террорпа кĕрешекен комиссин, пушарпа кĕрешекен тата çул çинчи хăрушсăрлăх органĕсен пĕрлĕх ларăвне ирттернĕ. Сергей Морозов хушăвĕпе вĕренӳ çулĕ тытăнсан полици сотрудникĕсем каçхи тата çĕрлехи вăхăтра вĕрентӳ учрежденийĕсем тавра тĕрĕслесе çӳремелле пулать. [...]

1 сентября – День знаний Дорогие ученики, педагоги и родители!

От всей души поздравляем вас с началом нового учебного года! 1 сентября - особый торжественный, волнующий день. [...]

Шевле çути

Телейсĕрскер

К а л а в Трахвинсен пĕчĕк те лутра çурчĕ урамран çĕр ăшне кĕрсе ларнă пекех курăнать. Шалтан та çаплах вăл – тĕттĕм те хĕсĕк. [...]

Чăваш писателĕсем

ШĂХЛИЧЛĔ ЧЕЙНИК

  Пĕчченçĕ пурнатăп эп, ватă, Тургенев Герасимĕ пек. Ларатăп та сăвă çыратăп - Ман ĕçĕм те халь çакă çех. [...]

адвокат хуравлать

Учительсем куллен укçа пуçтараççĕ

Акă каллех вĕренӳ çулĕ çитрĕ, каллех ашшĕ-амăшĕнчен тĕрлĕ сăлтавпа укçа ыйтма тытăнĕç… Учительсен çакăн пек право çук тенине илтнĕччĕ. Чăнах-и çакă? [...]

Тĕпел

Сливăпа помидор кетчупĕ

2 кг помидор, 1 кг вăррине кăларнă слива, 250 грамм сухан, 1,5 апат кашăкĕ тăвар, 200 грамм сахăр, 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ хĕрлĕ пăрăç, 2 лавр çулçи, 4-5 пĕрчĕ гвоздика, 100 грамм ыхра, 1 апат кашăкĕ 9 процентлă уксус кирлĕ. Помидора, сливăна тата сухана аш арманĕ витĕр кăлармалла, 1,5 сехет вĕретмелле. [...]

Шăпăрлан

ÇИРĔП ТУСЛĂХ ПУР-ШИ?

Шăпăрлансен çуллахи канăвĕ вăхăтĕнче пирĕн пата пĕр çыру килчĕ. Ун ăшне тăватă материал чиксе янă. [...]

ЭПĔ КАМ? ЭСĔ КАМ?

Чăваш алфавичĕ тăрăх йĕркелесе çырнă хăш-пĕр арçын тата хĕрарăм ячĕсен пуххи – ятсен чăвашлăхпа çыхăннă историйĕ. Ачасем, эсир те çакăн евĕр ятсемпе çыхăннă словарьсем тума пултаратăр. [...]

ТАСА ТА СЫВĂ ПУЛ – АЛĂК УÇТĂР ШКУЛ!

Кукаçипе иксĕмĕр мунча кĕретпĕр. Эпĕ ăшă шывпа хамах шăпăртаттарса çăвăнатăп. [...]

ПУÇ ЫРАТАТЬ

Уроксем вĕçленнĕ çĕре манăн пуç ыратма пуçлать. Тепĕр чухне киле çитиччен те иртмест вăл. [...]

ЧАЛĂШ-ЧĔЛĔШ ЙĔРКЕСЕМ

(«Шăпăрлана» килнĕ çырусенчен) •Манăн калаçакан сăмсаллă попугай пур. •Кукаçи пирĕн куçсем урлах аван ăнланчĕ пулас: ума пылак пыл касăкĕсем хучĕ. [...]

ÇАК ПРАВИЛĂСЕМ АНСАТ, АН МАН ВĔСЕНЕ НИХĂÇАН!

Пушарта пĕтĕм пурлăх кĕлленет, çын пурнăçĕ татăлать. Унăн тĕп сăлтавĕ вара – пирĕн тимсĕрлĕх тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни. [...]

Т ĂВ А Н Ч Ĕ Л Х Е М Ĕ Р Ç Ĕ М!

Хисеплĕ шăпăрлансем! Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! [...]

Кун хыççăн кун

Обществăлла палата пĕтĕмлетӳ тунă

Пĕлӳ кунĕ умĕн облаçри обществăлла палатăн анлă ларăвĕнче «Помоги собраться в школу» тăвăçăн пĕтĕмлетĕвне тунă. Кăçал обществăлла палата членĕсен вăйĕпе сахал тупăшлă çемьесенче ӳсекен ачасене: Егор Егорова, Николай Давыдова, Михаил Маркина, Егор Матвеева, Владимир Желтова, Илья Волгаре, Александра Куклинăна, Данил Семёнова, Алексей Петрова тата Мария Каштанована шкула – пуçтарăнма пулăшнă. [...]

Паттăрлăх

УН ЯЧĔ – ВИЛĔМСĔР

ТĂНĂÇ ПУРНĂÇШĂН КĔРЕШМЕ ÇУРАЛНĂ 1995 çулхи кăрлачран тытăнса 2000 çулхи кăрлач уйăхĕччен Кавказри чечен вăрçине хутшăнса чăваш арĕ – Владимир Валерьевич Соловьёв – виçĕ хутчен Хăюлăх орденне тивĕçет. Ку çеç мар-ха… Вăл 1966 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Ульяновск районне кĕрекен Арскинче çуралнă. [...]

Кун хыççăн кун

Кун хыççăн кун

ÇĔНĔ ХУЛА АВИАСАЛОН ИРТТЕРНĔ Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ хулара самолётсем туса кăларакансен уявĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансемпе хăнасене Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, облаçри саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕ Борис Зотов тата хула мэрĕ Александр Пинков саламланă. [...]

Пĕлме интереслĕ

Чуптунин усси

Чуптуни – шалти туйăма пĕлтермелли мелсенчен пĕри. Тăвана, юратнă тĕпренчĕке, мăшăра, савние юратнине нумайăшĕ çапла пĕлтерет. [...]

ЧĔРĔЛНĔ ТЕ… ВĂРÇМА ТЫТĂННĂ

Вилсе чĕрĕлнĕ хыççăн эсир мĕн тунă пулăттăр? Тăванăрсене чуптунă е Турра кĕлтунă пулăттăр? [...]

истори

Симбирск

Симбирск (изначально Синбирск) – город в междуречьи Волги и Свияги, положение 54.19 градусов северной широты, 48. [...]

спорт

«Рубин» президенчĕ – чăваш

Хусанти «Рубин» футбол командин президенчĕ пулма Дмитрий Самаренкина çирĕплетнĕ. Унччен вăл пăр çинче мечĕкпе хоккейла вылякан «Динамо-Казань» командăн президенчĕ пулнă. [...]

МЧС

Пушар сӳнтерекенсенчен чи лайăххи

Ульяновскра пушарпа кĕрешекен отрядсем хушшинче “Чи лайăх караул начальникĕ” тата “Чи лайăх пушар сӳнтерекен” смотр-конкурс иртнĕ. Конкурса пушарпа кĕрешекен федераллă службăн пилĕк отрядĕнчен икшер çын хутшăннă. [...]

Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн

Пушарсемпе ытти чрезвычайлă лару-тăрура шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасен пурнăçĕ татăлни пурне те пăшăрхантарать. Çавăнпа та МЧС кăçалхи пуш уйăхĕнче «Страна БезОпасности» ятпа тытăннă ача-пăча ӳкерчĕкĕсен конкурсне пулăшма йышăннă. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Халăх чĕлхинче, ун юррисенче, ваттисен сăмахĕсенче, юмахсенче сăмах пуянлăхĕ, шухăш тарăнлăхĕ, кĕске те хитре сăмах çаврăнăшĕ, ансатлăх, пахаран та паха чĕрĕ сывлăш, тĕрĕс сăнарлăх, чăн тӳрĕлĕх. Унта тĕрлĕ çутăпа çутатакан илемлĕ сăмах, кĕрнеклĕ пĕтĕçӳ, чăн поэзи. [...]

Ăсталăх

ХАЛĂХ ПУЛТАРУЛĂХĔ ИКСĔЛМЕСТ

Йывтăçран, хăва-пушăтран, тăмран тĕрлĕ япала ăсталасси чăвашсем хушшинче ĕлĕк пур çĕрте те анлă сарăлнă. Халĕ çав япаласенчен нумайăшĕ манăçа тухнă темелле. [...]

Çанталăка сăнаса пыни

Авăн (Сентябрь)

Авăн уйăхĕ сивĕ тăрсан та тутă тытать. Утăпа çурла пĕçерсе кăларайманнине авăн антарса параймасть. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1129(37)№ пичĕ
■ 37(1129)№, 2011, авăн, 15
«Сувар» хаçатăн 1127(35)№ пичĕ
■ 35(1127)№, 2011, авăн, 01