Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1130-мĕш (2011.09.22) кăларăм:


Хыпарсем

Çĕнĕ музей уçăлнă

Ульяновскра “Декоративно-приклад ное искусство народов Симбирского Поволжья” этнографи музейĕ уçăлнă. Çĕнĕ музей экспозицийĕнче хальлĕхе 120 экспонат. [...]

Облаçра ярмăрккасем тытăнаççĕ

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе пирĕн облаçра авăн-раштав (сентябрь-декабрь) уйăхĕсенче ярмăрккасем иртмелле. Вырăнти ял хуçалăх тата чĕр тавар ĕçлекен промышленность предприятийĕсем туса кăларакан çимĕçсене Ульяновск, Димитровград, Çĕнĕ Ульяновск хулисенче тата Ишевке посёлокĕнче пурăнакансем йӳнĕрех хакпа туянма пултарĕç. [...]

Уяв

ÇĔНĔ МАЛĂКЛАРА — ÇĂКĂР УЯВĔ

Авăн уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Çĕнĕ Малăкла районĕ «Малыклынский каравай» ятпа Атăл тăрăхĕнчи халăх культурисен иккĕмĕш фестивальне ирттерчĕ. Ăна йĕркелекенсем – Çĕнĕ Малăкла район администрацийĕ тата Ульяновскри Халăх культура ценрĕ. [...]

Шевле çути

Телейсĕрскер

(Малалли. Пуçламăшĕ 36-37-мĕш номерсенче. [...]

Ял пурнace

ЫрĂ чунлă галина

Майна районĕнче чăвашсем тĕпленсе пурăнакан ял Чӳрекел кăна. Çак ялта 1964 çулта Федосия Тимофеевнапа Иван Андреевич Бормотинсен çемйинче Галина хĕр çуралать. [...]

Çамрăк фермер малашлăха шанать

Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралса ӳснĕ Виктор Иванович Шорников. Тăван шкулта çирĕп пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, ветеринар специальноçне алла илет. [...]

Тĕпел

ПАХЧА ÇИМĔÇРЕН – АССОРТИ

Кирлĕ (3 литрлă банка валли): 7 пĕчĕк хăяр, 5 помидор, 3 пуç сухан, 5 шăл ыхра, 3 пылак пăрăç, çур пуç купăста; маринад валли 1,5 л шыв, 4 кашăк сахăр песукĕ, 2 кашăк тăвар, çур стакан 9 процентлă уксус. Пахча çимĕçсене лайăх çумалла. [...]

Утаман

САВАКАНСЕН ХĔРӲ ТУЙĂМĔ

Кăçал пĕрлешрĕмĕр. Пурнăç – юмахри пек: пур енчен те киленӳ. [...]

КĂТКĂСЕНЕ ХИРĔÇ – ШЫВПА

«Утаман» кăларăма çĕр ĕçĕпе аппаланма килĕштерекен ар çынсем те вулаççĕ. Тĕслĕхрен, Аслă Нагаткинра пурăнакан К. [...]

ХĂÇАН КĂЛАРМАЛЛА?

Вăхăтсăр кăларнă ыхра начар упранать. Каярах пухса илни те хĕл каçмасть. [...]

Çулçӳрев

Вĕрентӳçĕ, çулçӳревçĕ

  Сăр посёлокĕнчи шкулта географи предметне вĕрентекен Владимир Николаевич Кочетковпа эпĕ тахçанах тĕл пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Ун пирки кăçал «Волга» телекомпани интереслĕ сюжет кăтартнă хыççăн ăна курас туртăм тата вăйланчĕ. [...]

истори

В.И.ЛЕНИН ТЕЛЕГРАММИ

Копия.   Телеграмма   Симбирск Председателю Совдепа из Москвы   Сообщите по телеграфу обстоятельства условия избрания Председателей Чувашском женской и мужской учительских семинарий меня интересует судьба Инспектора Ивана Яковлевича Яковлева 50 лет работавшего над национальным подъемом чуваш и претерпевшаго ряд гонений от царизма думаю что Яковлева не надо отрывать от дела его жизни   Председатель Совнаркома Ленин НР 313   Копия с подлинной верна:   Çак телеграммăн копийĕ Ульяновск область Патшалăх архивĕн 190-мĕш фондĕнче (Чĕмпĕр губисполкомĕн халăх вĕрентĕвĕн уйрăмĕ, 1 опись, 38 дело) упранать. Ăна редакцие архивăн информаципе шырав тытăмĕн уйрăмĕн начальникĕ Роза Макарова илсе çитерчĕ. [...]

ентешсем

Николай Самаркин: «ÇыннăН ТЕМ ТУМА ТА ПĔЛМЕЛЛЕ – ПУРНĂÇ НУМАЙ ЕНЛĔ»

ĔМĔР ВĔРЕННĔ, ПĔЛӲ ПУХНĂ Техник-механик, ăсчах агроном, генетик-биолог, вĕрентӳçĕ… Кунсăр пуçне обществăлла ĕç: суйлав комиссин председателĕ, пропагандист, агитатор… Пĕр вăхăт хушши комсомол райкомĕн вĕрентӳ уйрăмĕн секретарĕнче те вăй хунă. Кам çинчен калаçу пырать тетĕр-и? [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1131(39)№ пичĕ
■ 39(1131)№, 2011, авăн, 29
«Сувар» хаçатăн 1129(37)№ пичĕ
■ 37(1129)№, 2011, авăн, 15