Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1138-мĕш (2011.11.17) кăларăм:


Хыпарсем

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔ – ПĔРРЕМĔШ ВЫРĂНТА

Чӳкĕн 8-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнче Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ăслăлăхпа тăнăçлăх эрни пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Мероприятие РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ комитечĕн председателĕ Григорий Балыхин депутат, Ульяновск область правительствин председателĕн çумĕ Тамара Девяткина, регионăн стратегипе инноваци аталанăвĕн министрĕ Александр Смекалкин, облаçри аслă тата вăтам пĕлӳ паракан вĕрентӳ заведенийĕсен представителĕсем хутшăннă. [...]

Пирĕн интервью

Чăваш чĕлхине вĕренме никам та чармасть

Кăçал Ульяновскри патшалăх университечĕн филологи факультетĕнчи наци уйрăмĕнчи чăваш ушкăнне виçĕ ача кăна вĕренме килни нумайăшне пăшăрхантарать. Лару-тăру ушкăна хупас патне те çитерме пултарать. [...]

юбилей

Тăванлăх вăрттăнлăхĕ

Уксай Яккăвĕ çинчен эпĕ чи малтан Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă çул хамăра вĕрентнĕ Ольга Васильевна Нагорновăран илтнĕччĕ. Вăл Ульяновскри учительсем хатĕрлекен И. [...]

Культура

Чăвашкассине кино таврăнчĕ

Чӳкĕн 9-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчи Культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Яла кино таврăнчĕ. [...]

Уяв

Кĕр сăри кăпăклă, ĕçсе пама кăмăллă

Шăматкун Заволжски районĕнчи Культура центрĕнче (64-мĕш шкул) Кĕр сăри уявĕ иртрĕ. Ун умĕн УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев шкулăн пысăк залĕнче çак районта пурăнакан хастарсене пуçтарчĕ. [...]

Публицист шухăшĕ

Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра

«Укçа», - хуравлĕç ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакансем. «Аван тӳленекен ĕç вырăнĕ»,-тейĕç пурнăç сукмакĕпе çирĕп утăмсемпе утма тĕв тунисем. [...]

Тĕпел

Ж е л е

Пĕрремĕш меслет: 1 килограмм палан çырли, 400 миллилитр шыв, 1,2 килограмм сахăр илмелле. Çырлана 3-5 минут пăс çинче тытмалла, унтан шывпа пĕрле кастрюле ямалла, çемçеличчен кĕтмелле те ала витĕр кăлармалла. [...]

cемье

Алимент пысăк-и?

Эпĕ авланса уйрăлнă икĕ ачаллă арçынпа тĕл пулатăп. Вăл авланасшăн калаçкалать. [...]

Шыв ĕçмелле

Пĕлни усăллă Ирпе вăрансан та каçпа çывăрас умĕн те пĕрер стакан шыв ĕçсе ямалла: ирхине вăл ыйха уçăлтарĕ, каçхине – лăплантарĕ, апата лайăхрах ирĕлтерме пулăшĕ, вăй-хал хушĕ. Апатланма лариччен çур сехет маларах шыв ĕçни усăллă: вăл хырăмлăха унчченхи апат юлашкинчен тасатĕ. [...]

Çут çанталăк сиплевçисем

Эпир эмел çинче утса çӳретпĕр, анчах ăна татса илсе сипленме пĕлместпĕр. Аптекăна çитсе эмел туянса çăтса яма пире çăмăлтарах. [...]

Паттăрлăх

УНĂН ЯЧĔ – ЧĔРЕСЕНЧЕ

ЧЕЧЕН ВĂРÇИН АХРĂМĔ 1995-2000 çулсенче Вадим Владимирович Шигоров виçĕ хутчен Чечен вăрçине хутшăнать. Вăл 1972 çухи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Арбузовка ялĕнче çуралнă. [...]

ентешсем

Юрă-кĕвĕ пурăнма пулăшать

Çĕнĕ Малăклари «Малыклинский каравай» уявĕнче нумай чăвашпа паллашрăм. Вырăнта çуралса ӳснисемпе те, килсе тĕпленнисемпе те. [...]

Сăра вĕретме ăста

Çĕнĕ Ульяновскра ирттерекен чăваш уявĕсенче Анастасия Маркеловна Шашкинана яланах курма пулать. Вăл кăпăклă чăваш сăри вĕретме те ăста, чăваш тумне те авалтан хăйсен ялĕнчи пек ыттисенчен уйрăмрах тăхăнать. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1139(47)№ пичĕ
■ 47(1139)№, 2011, юпа, 24
«Сувар» хаçатăн 1137(45)№ пичĕ
■ 45(1137)№, 2011, чӳк, 10