Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1148-мĕш (2012.01.26) кăларăм:


Хыпарсем

Арсенал ыйтăвĔСЕМПЕ калаçнă

Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Владимир Путинăн облаçри обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче РФ Правительство председателĕн çумĕ Дмитрий Рогозин тата Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр граждансене йышăннă. “31-мĕш Арсенал” предприятин таврашĕнче вырнаçнă 2, 3, 18-мĕш номерлĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен пурăнмалли условисене лайăхлатма вице-премьертан пулăшу ыйтнă. [...]

Eмeр сакки сарлака

Хĕрĕх пилĕк çул — пĕр çĕрте

Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче пурăнакан Нина Мэндюшевна Сандркина, хĕрĕх пилĕк çул ялта выльăх пăхнă чăваш хĕрарăмĕ, хуçалăхра ял-йыш хушшинче тĕрлĕ наградăсем, чыспа мухтав çĕнсе илнĕ. Паян хисеплĕ ветеран тивĕçлĕ канура. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Пĕтĕм пурнăçĕ – к ĕ р е ш ӳ

Палăртнă ĕçе вĕçне çитеретех   Валерий Алексеевич Семёнов – облаçри кардиологи центрĕн администраципе хуçалăх пайĕпе ĕçлекен тĕп тухтăрĕн çумĕ. Пульницана пурлăхĕ тата хуçалăхĕ енĕпе тытса тăрасси – унăн тивĕçĕ. [...]

юбилей

Руль умĕнче – çур ĕмĕр

Николай Васильевич Угарин хĕллехи Микула праçникĕнче – 1932 çулхи кăрлачăн (январь) 19-мĕшĕнче — Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Канаш ялĕнче çуралнă. Çара уран чупнă чухнех шофёр пулма ĕмĕтленнĕ. [...]

Йăла-йĕрке

Ача çуратни

Чăваш хĕрарăмĕсем, ытти халăхсем пекех ачана мунчара е пӳртре – чаршавпа пӳлнĕ кĕтесре — çуратнă. Хĕрарăма çăмăлланма пулăшма карчăк чĕннĕ. [...]

Тĕпел

Тутлă хатĕрлетпĕр

Шăрттан Хĕлле – выльăх-чĕрлĕх пусмалли вăхăт. Чăвашсем ĕлĕкренех аш-пăшран тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлнĕ. [...]

Малтанхи пекех шурă

Шурă тĕслĕ атă-пушмак çĕнĕлле кăна хитре, вăхăт иртнĕçемĕн унăн тĕсĕ тĕксĕмленме тытăнать. Тĕсе упраса хăвармашкăн пулăшакан меслет сĕнеймĕр-ши? [...]

Паллa дата

Петĕр ХУСАНКАЙ: «Манăн сассăм та тĕнчешĕн юлĕ»

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай тăван литература анинче ырми-канми ĕçлесе тарăн йĕр хăварнă. Кăçалхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. [...]

Вăрçă ачисем

ВĂРÇĂ АЧИСЕМ

Эпир вĕт вăрçă ачисем: Атте, пиччесĕр… тăрса юлнисем; Чĕр тамăкра пулма ĕлкĕрнисем… Паян – ватă кӳнтеленсем.*   Эпир вĕт вăрçă ачисем: Телейлĕ пулччăр пирĕн мăнуксем; Вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр маттурсем… Вĕсем – çĕн пурнăç калчисем. [...]

А р к а д и

("Пурнăç кукрашки" ярăмран)   Чăвашкасси ялĕ. Çĕршывра вăрçă кĕрлет. [...]

истори

ЧУВАШСКИЙ ОТДЕЛ ИЛИ ЧУВАШСКОЕ ПРЕДСТАВИТЕЛЬСТВО ПРИ НАРКОМНАЦЕ: ДВА ВЕКТОРА НАПРАВЛЕНИЯ НАЦИОНАЛЬНОГО ДВИЖЕНИЯ ЧУВАШЕЙ В 1

Вопрос о возникновении Чувашского представительства в Москве (Чувпред) в 1921 г. относится к числу малоизученных тем. [...]

МЧС

Хастарсене чысланă

Ульяновск область администрацинче хăй профессинче пысăк ӳсĕмсем тунă хастарсене наградăланă. Область йĕркеленнĕренпе 69 çул тултарнă ятпа иртекен мероприятире Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр 11 орден тата 34 медаль, вăтăр ытла хисеплĕ ят парса чысланă. [...]

ентешсем

Хаçат шăпишĕн çунакансем çук мар-ха

Эпир «Канаша» 15-16 çула яхăн çырăнса илетпĕр   Чăнлă районĕнчи Йĕпе Пăкăрлă (Мокрая Бугурна) ялĕнче пурăнакан чăвашсенчен «Канаш» хаçатăмăра виçĕ çемье çырăнса илет. Вĕсенчен пĕри – Ильичёвсен çемйи. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1149(5)№ пичĕ
■ 5(1149)№, 2012, нарăс, 02
«Сувар» хаçатăн 1147(3)№ пичĕ
■ 3(1147)№, 2012, кăрлач, 19