Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1150-мĕш (2012.02.09) кăларăм:


Ырă ята тивĕçлисем

Чăваш хаçатне çырăнма сĕнет

Вера Константиновна Артемьева (Левакова) 22 çул Покровски шкулĕнче апат пĕçерет. Куллен ăна шкул ачисем тутлă çитернĕшĕн тав тăваççĕ. [...]

Лару

Кĕпĕрнаттăр ĕçтăвком ларăвне хутшăнчĕ

Тĕп ыйту – çитес çул Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине тивĕçлĕ паллă тăвасси. Нарăсăн 3-мĕшĕнче УОЧНКАн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. [...]

Cамрaксен страници

Кая юлсан…

Пĕчĕкренех юлташлă Маринăпа Карина. Аслăрах классенче вĕреннĕ чух Марина тăруках улшăнчĕ. [...]

Шанма юраман сĕнӳсем

Чаплă журналсенче пит-ӳте тасатмалли е илемлĕх сĕнĕвĕсене нумай параççĕ. Анчах вĕсене пурне те ĕненмелле мар иккен. [...]

Хĕр илемĕ – çӳç

Хулăн курăнтăр тесен   Кашни хĕрарăмăн çӳçĕ хулăн мар. Çӳç илемлĕ те кăпăшка курăнтăр тесен куллен усă курмалли тата калăпăш кӳрекен шампуньпе çумалла. [...]

Чунри хĕвел пĕлĕтсене сирĕ

Депресси текен ют чĕлхе сăмахне илтмен çын çук. Хĕллехи вăрăм каçсенче тата кĕске те хĕвелсĕр кунсенче депресси кашниех пырса тивме пултарать. [...]

Пирĕн интервью

РАÇÇЕЙРИ ЧИ ЛАЙĂХ ОМОНОВЕЦ

Владимир Александрович Кукшинпа Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен министерстви, облаçри милицин ятарлă отрячĕ (ОМОН), çывăх юлташĕсемпе тăванĕсем, ентешĕмĕрсем тивĕçлипех мухтанаççĕ. 36 çулхи хастар ентеш Пĕтĕм Раççейри ОМОН сотрудникĕсен хушшинче иртнĕ ăмăртуран иккĕмĕш хут (2009 тата 2011 çулсенче) çĕнтерӳпе таврăннă. [...]

Пĕлтерӳ

Хисеплĕ вулакансем!

«Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекен иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Унта 448 страница, хакĕ – 500 тенкĕ. [...]

Cырaнтару

тăванăмăрсем!

"Канаш" хаçата паян Интернет урлă çырăнса илме май пур. 2011 çулта www. [...]

Культура

Юрлама юратнăран

Кăрлач уйăхĕнче Ульяновскри «Эревет» халăх юрă ансамблĕн солистки Вера Мандрейкина 55 çул тултарчĕ. Пурнăçĕн чи илемлĕ саманчĕсене çак чăваш ушкăнĕпе тата ун юрăçисемпе çыхăнтарать хĕрарăм. [...]

Кeнеке cyлeкe

Энциклопедия Симбирского Поволжья

В Чебоксарской типографии №1 вышел в свет второй том чувашской энциклопедии Пензенской. Саратовской и Ульяновской областей*. [...]

Астăвăм

Тав тăватпăр

2012 çулхи нарăсăн (февраль) 3-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи общественность чăвашсен паллă писателĕ, пирĕн кил-йышри чи çывăх çын – мăшăр, ачасен ашшĕ тата мăнуксен аслашшĕ Анатолий Сафронович Чебанов çуралнăранпа 75 çул çитнине анлăн палăртрĕ. Шел, вăл хăй çав куна кĕтсе илеймерĕ. [...]

Аслă Нагаткинти Чебанов кунĕ

Нарăсăн 3-мĕшĕнче чăвашсен паллă драматургĕ, поэчĕ тата прозаикĕ Анатолий Чебанов çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Шел, юбилей кунне вăл хăй кĕтсе илеймерĕ, 2011 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче кĕтмен çĕртен пиртен уйрăлса кайрĕ. [...]

Шевле çути

КАПЛАННĂ ШУХĂШСЕМ

Тухăçран тухать хĕрӳ хĕвел. Чунăма парсамччĕ, Турăçăм, тĕрек! [...]

ПИКЕНЕÇ ÇĂЛĔ

сонетсен Ярăмĕ   Сăхăтпуçсем Пикенеçе манмаççĕ, Ывăçран ĕçеççĕ ун шывне. Асамлă вăйĕнче чуна туптаççĕ, Ăша хураççĕ вилĕмсĕр шавне. [...]

ИРТНĔ ПУРНĂÇ

Ватăлăх çитнине те туяймарăм, Хура-шур курсассăн та сахал мар. Ачасемшĕн кирлине тăваймарăм, Ашшĕ вилчĕ, пит йывăр пурăнма. [...]

Чăваш писателĕсем

Вĕри окрошка

Аякри çула тухатăн-и, пĕр кунлăха юта каятăн-и – хырăм яланах выçать. Телее, пур çĕрте те апат çиме кĕмелли столовăйсем пур. [...]

Ял пурнace

ЙЫВăрлăхсене çĕнтерсе

ял хуçалăх продукцийĕН хакĕсем чакнă   Нарăсăн 1-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи «Волга» ял хуçалăхĕнче 2011 çулăн пĕтĕмлетӳ пухăвĕ иртрĕ. Унта кооператив ĕçченĕсем, специалисчĕсем, Чăнлă район пуçлăхĕ Х. [...]

адвокат хуравлать

Адвокат кĕтесĕ

Хваттерте шыв тата çутă счётчикĕсене вырнаçтарнă. Анчах мĕн чухлĕ тӳлемеллине кăтартакан хут çинче ытлашши сумма палăртнă. [...]

Паллa дата

Сапăçăва Вăл çĕмрен пек кĕнĕ

Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле   Нарăсăн 9-мĕшĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр, ăста çар пуçĕ, граждан вăрçин паттăрĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125 çул пулать. Ун çинчен нумай сăмах-юмах çӳрет, художествăлла произведенисем, ăслăлăх кĕнекисем çырнă, юрăсем кĕвĕленĕ. [...]

Çамрăк ăру

Начар вĕренме вăтанать

“Пиллĕк” паллăсемпе кăна вĕренсе пырать улттăмĕш класри Ангелина Адамова. Çав вăхăтрах шкулти обществăлла пурнăçа та хастар хутшăнать. [...]

Конкурс

«ЧИ ЛАЙĂХ КИНОЗАЛ» Конкурс

  2012 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче – сакăр уйăх хушшинче – Ульяновск облаçĕнче «Чи лайăх кинозал» ятпа регион шайĕнче VII конкурс иртет. Унăн йăлана кĕнĕ призĕсем – професси шайĕнчи пысăк пахалăхлă киноустановкăсем. [...]

Кун хыççăн кун

Ял хуçалăхне пулăшу кирлĕ

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр регионти çурхи ака ĕçĕсене йĕркелекен штабра лару ирттернĕ. Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе, 2012 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем 957,2 пин гектартан сахал мар акмалла, вĕсенчен 609,1 пин гектарне – пĕрчĕллĕ культурăсем. [...]

Коммуналлă тӳлевсене ӳстерекенсене айăплаççĕ

Сергей Морозов облаçри муниципаллă пĕрлĕхсенчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем юсав ĕçĕсемпе çурта тытса тăнăшăн тӳлемелли виçене ятарлă документпа çирĕплетме хушнă. Тӳлемелли виçе 2011 çулти пекех пулмалла. [...]

Пĕлме интереслĕ

ВĂРТТĂН ĔМĔТ ТĔЛĔКЕ КĔРЕТ

Психологсем ĕнентернĕ тăрăх, Çĕр çинче пурăнакан кашни çынах эротика тĕлĕкне пĕрре те пулин курнă. Унашкал тĕлĕксем мĕншĕн тĕлленеççĕ-ха? [...]

спорт

Кĕрешӳçĕсем савăнтарчĕç

Нарăсăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнче кĕрешӳçĕсен 11-мĕш турнирĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченне Владимир Михайлович Семёнов тренера халалланă. [...]

МЧС

Ирĕклĕ дружинăн речĕ ӳсет

Ульяновск облаçĕнче ирĕклĕ пушар дружинине кĕме кăмăл тăвакансене йыхравлаççĕ. Дружинăн ретне тăракансене пушар сӳнтерме, пушар сӳнтермелли пур хатĕрсемпе ĕçлеме хăнăхтараççĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Чĕлхĕр пуянлăхĕ, сăмахăрсен сăнарлăхĕ мана пит тарăн шухăша ярать. Сирĕн халăхăрăн хăвăр та халиччен пĕлмен пысăк культурăллă общество енĕпе пысăк аталануллă истори тапхăрĕ пулнă пулмалла. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1151(7)№ пичĕ
■ 7(1151)№, 2012, нарăс, 16
«Сувар» хаçатăн 1149(5)№ пичĕ
■ 5(1149)№, 2012, нарăс, 02