Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1154-мĕш (2012.03.08) кăларăм:


Хыпарсем

ВЛАДИМИР ПУТИН ÇĔНТЕРНĔ

2012 çулхи пушăн (март) 4-мĕшĕнче Раççей халăхĕ çĕнĕ пуçлăх суйларĕ.   Суйлава 5 кандидат тăратнă (4 – шута тăратнă партисенчен, 1 – хăйне хăй суйлама тăратни): Владимир Жириновский – ЛДПР председателĕ, Патшалăх Думин депутачĕ; Геннадий Зюганов – ЦК КПРФ председателĕ, Патшалăх Думин депутачĕ; Сергей Миронов – «Справедливая Россия» партин председателĕ; Михаил Прохоров – «Группа ОНЭКСИМ» ООО президенчĕ; Владимир Путин – РФ Правительствин Председателĕ, «Единая Россия» партин председателĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

ЫТТИСЕМШĔН – ТĔСЛĔХ

Нина Степановна Монахова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Ульянова) Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче Хĕрарăмсен уявĕ кунĕ – пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче – çуралнă.   Ашшĕ – Степан Григорьевич – колхозра тĕрлĕ çĕрте (ытларах – фермăра) вăй хунă. [...]

СИПЛЕВ ТЫТĂМĔНЧЕ – ХĔРĔХ ПИЛĔК ÇУЛ

Пытармасть вăл: телейлĕ. Икĕ хĕрĕ йĕркеллĕ ӳссе çитĕннĕ. [...]

Ĕмĕрĕм доска умĕнче иртрĕ

Пухтелĕнчи вăтам шкулта Зоя Леонтьевна Пидиксеева пек пысăк ĕç стажлă вĕрентӳçĕ сахал. Биологи тата хими учителĕ вĕрентӳ ĕçĕнче 44 çул вăй хурать. [...]

Пирĕн интервью

И.Я.Яковлев хваттер-музейĕ – туслăх çăлкуçĕ

И.Я.Яковлев нумай çул чăвашсемшĕн ĕçлесе пурăннă çуртра музей йĕркеленĕренпе 20 çул ытла. Нина Владимировна Литвинова директорпа сотрудниксем Яковлев музейĕ Ульяновск облаçĕнче пурăнакан тăватă тĕп халăхăн культурине вĕрентсе пропагандăлакан, халăхсене туслă пурăнма пĕрлештерсе тăракан центр пултăр тесе нумай вăй хураççĕ. [...]

Энциклопеди нумай вĕрентрĕ

Ирина Чагирована пирĕн облаçри чăвашсенчен нумайăшĕ палламаççĕ пулин те унăн ячĕпе хушамачĕ, çепĕç те лăпкă сасси сахал мар ентешшĕн çывăх. Дмитрий Кузьмин пуçарса хăй укçипе «Краткая чувашская региональная энциклопедия» икĕ томлă кĕнекене хатĕрлес ĕçре çак тарават хĕрарăмăн тӳпи калама çук пысăк. [...]

Таврапĕлӳ

ÇĔНĔ УЛХАШ ЯЛĔ – 325 ÇУЛТА

ПУРНĂÇ ЙĔРКИ   Ульяновск патшалăх архивĕнче Çĕнĕ Улхаш ялĕ çинчен П.Л.Мартынов историк çакăн пек çырса хăварни пур: «Село Новые Алгаши – это село, населённое тоже чувашами и отстоящее от деревни Средних Алгашей лишь одну версту, уже существовало в 17-м столетии. О нём упоминается в владённой выписи, данной служилым татарам и язычным чувашам деревни Нового Дрожанного куста в 1686 году (из неизданных документов)». [...]

Cырaнтару

Çĕнтерӳçе – «Нокиа» телефон!

Пирĕн редакци 2012 çулхи 1-мĕш çурçуллăха «Канаш» хаçат çырăннисем хушшинче лотерея ирттернĕччĕ. Ун çĕнтерӳçи Чăнлă районĕнчи Хирти Анникав ялĕнчен З. [...]

Культура

Юрламасăр пурăнаймасть!

Кивĕ Улхашра Лидия Петровна Пономарёвана вырăнти поэт теççĕ. Пĕр-пĕр мероприяти ирттерме сăвă çырмалла -и, юрă хатĕрлемелле-и - тӳрех Лидия Петровна патне çул тытаççĕ. [...]

"Уйсас" юрлать, уй тулать...

Юрă-кĕвĕпе пурăнаканăн ĕмĕре те вăрăмрах. Çакăн пирки социологсем тахçанах тĕпчесе пĕлнĕ ĕнтĕ. [...]

Вĕренÿ

Анне сăнарĕ тата чăваш тĕрри

Ульяновск хулин Заволжски районĕнче вырнаçнă 73-мĕш вăтам шкулта облаçра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем çитĕнӳ-ăнăçу патне еплерех туртăннине кăтартакан семинар иртрĕ.   Унта ял-хула шкулĕсенче тăван чĕлхене предмет е факультатив майĕпе вĕрентекен пултаруллă хĕрарăмсем пухăннăччĕ. [...]

Чăваш писателĕсем

А Н Ш А Р Л И

Нина аппа, ыйхă çĕтнипе аптăранăскер, ыратакан урисене вырăн çинчех сăтăркалама пуçларĕ. Э-э-х! Ватлăх мар-и! Никама та шеллемест вара вăл. [...]

Салампи

А н н е

Ăш сăмахпа асăнатăп Аннен çутă сăнарне. Чĕрере ĕмĕре хăваратăп Аннен пилне, юратăвне. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1155(11)№ пичĕ
■ 11(1155)№, 2012, пуш, 15
«Сувар» хаçатăн 1153(9)№ пичĕ
■ 9(1153)№, 2012, пуш, 01