Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1158-мĕш (2012.04.05) кăларăм:


Хыпарсем

Канаш ларăвне хутшăннă

  Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Атăлçи Федераллă округăн ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă, Канаш ларăвне хутшăннă.   Вăл Чулхулара (Нижний Новгород) иртнĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

ТĔРĔ ĂСТИ

Йĕпе Пăкăрлă ялĕнчи Угаринсен хăтлă çуртне кĕрсен асамлă тĕрĕ тĕнчине лекетĕн. Турăш кĕтесси-и, диван-кравать таврашĕ-и – пур çĕрте те тĕрленĕ япала. [...]

юбилей

Тĕнчене чăвашсемпе çыхăнтарса тăнă СЫмкин

Аслă Атăл чĕлтĕр-чĕлтĕр çăл куçĕнчен пуçланнă пекех, Пётр Васильевич Сымкинăн журналистикăри тĕнче шайлă сарăлса кайнă пултарулăх талккишĕ те шкулти стена хаçатĕнче вак-тĕвек заметкăсем çырассинчен пуçланчĕ.   Шкул çулĕсенче мана хама та мĕн астăвасса яланах стена хаçачĕн редколлеги членне суйлатчĕç. [...]

Сывлăх

Сывлăх – тупăш илмелли услам пулмалла мар

Сывлăхлă çын кăна телейлĕ пулма пултарать. Анчах та хальхи саманара пурнăçри чи пысăк ыйту сывлăхпа, çынсем час-часах чирленипе çыхăннă. [...]

Ял сыннисем

Кил-çурчĕ – юмахри кермен

Ольга Николаевна Сидяйкинан (хĕр хушамачĕ Морозова) пӳрт ăш-чикки юмахри Хĕл Мучин шурă эрешлĕ çурчĕ евĕр. Ку илеме вара чăваш хĕрарăмĕ хăй аллипе тăвать. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

  Эпир, вырăс хушшинче вĕреннĕ çынсем, ачасем, хамăр чăваш хушшинче вырăсла пĕлекен чăвашпа чăвашла калаçмастпăр, вырăсла пĕлменнисемпе анчах вырăс сăмахĕсене хутшăнтарса чăвашла калаçатпăр. Сайра хутра анчах чăвашла калаçсан ăçтан чăвашла уççăн калаçма, çырма пултарăпăр? [...]

Шкул пĕтер те наци уйрăмне васка!

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн наци уйрăмĕ Тăван чĕлхе кунне ирттерчĕ. Кунта облаçра наци чĕлхисене вĕренекен мĕнпур шкулсенчен чĕннĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1159(15)№ пичĕ
■ 15(1159)№, 2012, ака, 12
«Сувар» хаçатăн 1157(13)№ пичĕ
■ 13(1157)№, 2012, пуш, 29