Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1160-мĕш (2012.04.19) кăларăм:


Хыпарсем

Облаçра – 67300 сăвакан ĕне

2012 çулхи пĕрремĕш виçуйăхлăхра Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх промышленность комплексĕн производстви 13,2 процент ӳснĕ. Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе, ӳсĕмсем ытларах выльăх-чĕрлĕх ӳстернĕ çĕрте палăрнă. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Чăваш чĕлхине нихăçан та манман

Педагогика ĕçĕнче 40 çула яхăн вăй хурать Валентина Яковлевна Пыдина. Покровски шкулĕнче ачасене географи предметне вĕрентет пулин те юлашки вăхăтра чăваш чĕлхи сахалтарах илтĕннипе чунтан пăшăрханать. [...]

Лару

УОЧНКА черетсĕр конференци ирттерет

Акан 13-мĕшĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ ĕçтăвком ларăвне ирттерчĕ. Кун йĕркинче – пилĕк ыйту. [...]

Паллa cынсем

ХАЛĂХСЕНЕ ÇУТТА КĂЛАРАКАН

Чăваш халăхĕн тата пĕтĕмĕшле Атăл тăрăхĕнчи халăхсен этнографийĕпе историне тĕпчес ĕçре пысăк вăй хуракансенчен пĕри – Николай Иванович Ильминский востоковед, тĕрĕк чĕлхисен тĕпчевçи, паллă педагог-просветител ь. Вăл çуралнăранпа ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 190 çул çитет. [...]

Пирĕн интервью

ватлăхпа ачалăха хӳтĔлеÇÇĔ

Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр   Справка. Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев 1955 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче Куйбышев (паян Самар) облаçĕнчи Исаклă районĕнчи Сокский посёлокĕнче çуралнă. [...]

Таврапĕлӳ

СОЛОВЕЦ УТРАВĔ

Соловец архипелагĕ Шурă тинĕс варринче вырнаçнă, вăл Çурçĕр поляр ункинчен кăнтăралла 165 çухрăмра сарăлса ларать. Утравăн лаптăкĕ 300 тăваткал метр. [...]

Асаилӳсем

СЕЛИМЕ АККА

("Пурнăç кукрашкисем" ярăмран)   Селиме акка чи çывăх кӳршĕсенчен пĕри пулнăран пирĕн пата кунсерен тенĕ пек пырса çӳретчĕ. Вăл, вăрăм та хыткан ӳт-пӳллĕ вăтам çулсенчи хĕрарăм, ялти йăлапа икĕ аркăллă вăрăм пир кĕпепе, умне тирпейлĕ çĕленĕ саппун çакса, пуçне пасар тутăрĕ çыхса çӳретчĕ. [...]

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

ИЛЬЯ БЮРГАНОВСКИЙ

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн малтанхи вĕренекенĕсем камсем пулни чылай çынна интереслентерет. Вĕсенчен пĕри – Илья Бюргановский. [...]

ПУРНЕ ТЕ ПУЛТАРАКАН – ĂСТАÇĂ

ĔМĔТЛЕННИ – ÇИТЕТ: ЧУН ЮРЛАТЬ, ПУРĂНАС, ĔÇЛЕС КИЛЕТ   Семён Сергеевич Степанов, 1909 çулта çуралнăскер, Чĕмпĕрти чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Юратнă мăшăрĕпе – Мария Васильевнапа, 1913 çулта çуралнăскерпе тата çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнăскерпе, Чăнлă районĕнчи Кунтикавра тĕпленсе пурăнса çут тĕнчене 9 ача парнеленĕ. [...]

истори

И.Я.Яковлевпа çыхăннă 150 документ

Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче чăваш халăх историйĕпе çыхăннă, чăваш халăхĕн паллă ывăл-хĕрĕ çинчен калакан документсем упраннине вулакансем пĕлеççĕ. Документсене шыравçăсем те, архивра ĕçлекенсем те тĕпчеççĕ. [...]

Симбирская чувашская школа – детище Яковлева

Симбирская чувашская учительская школа является выдающимся детищем известного деятеля культуры и просвещения дореволюционной России во второй половине XIX века Ивана Яковлевича Яковлева. Это был первый огонек чувашского просвещения, который впоследствии стал центром распространения культуры и образования чувашей, подготовки учителей. [...]

спорт

Майрабеевсем ача-пăча спортне аталантараççĕ

Кивĕ Улхаш ялĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Майрабеевсен парнине илессишĕн регионсем хушшинчи 4-мĕш турнирĕ иртрĕ. Георгийпа Пётр Майрабеевсем çак ялта çуралса ӳснĕ, вырăнти шкулта кĕрешӳпе аппаланма пуçланă. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

  Хальхи эпир çыракан хутсенче çурри ытла ют сăмахсем, вĕсене халăх ăнланма мар, калама та пултараймасть. Кирек мĕнле çĕнĕ сăмаха та чĕлхене кĕртиччен тĕпрен шухăшласа пĕлес пулать: халăх ăна ăнланĕ-и, çук-и? [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1161(17)№ пичĕ
■ 17(1161)№, 2012, ака, 26
«Сувар» хаçатăн 1159(15)№ пичĕ
■ 15(1159)№, 2012, ака, 12