Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1162-мĕш (2012.05.04) кăларăм:


Хыпарсем

вĕри шыва вăхăтлăха чараççĕ

Ульяновск хулинчи районсенче вĕри шыва çак вăхăтсенче чараççĕ: Инçет Засвияжье, Киндяковка – çу (май) уйăхĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса çĕртмен (июнь) уйăхĕн 10-мĕшчен; Çывăх Засвияжье, Ленин районĕ, 4-мĕш микрорайон – çу уйăхĕн 11–24-мĕшĕсенче; "Опытное поле" микрорайонта – çу уйăхĕн 11–17-мĕшĕсенче; Тури Терраса, Çĕнĕ хула – çу уйăхĕн 14–27-мĕшĕсенче; Чукун çул районĕ, Киндяковка – çу уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса çĕртмен 1-мĕшчен; Анат Терраса – çу уйăхĕн 14–27-мĕшĕсенче; «Искра» микрорайон – çу уйăхĕн 14–28-мĕшĕсенче; Тури Терраса («Комета») – çĕртмен 18-мĕшĕнчен тытăнса утă (июль) уйăхĕн 2-мĕшчен; Мостотряд посёлокĕ, Уютная, Л. Шевцова, У. [...]

Çураки хĕрсех пырать

Акан 29-мĕшĕнчен Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕсем çурхи культурăсене акас ĕçе йышлăн пикеннĕ. Çуракинче Карсун (палăртнинчен 33 процент), Николаевка (29,2 процент) тата Çинкĕл (25, 3 процент) районĕсем малта пыраççĕ. [...]

Яковлев вулавесем

Чĕлхе çухалмĕ ĕмĕрне, вăл упрĕ халăх пĕрлĕхне!

Ульяновскра Иван Яковлевич Яковлев Патриархăмăр çуралнăранпа 164 çул çитнине халалланă регионсем хушшинчи «Яковлев вулавĕсем» иртрĕç. Ку вулав – пĕрремĕш. [...]

Курав

Тăмран тунă теттесен театрĕнче

Акан 26-мĕшĕнче Халăх пуларулăх музейĕнче тăмран тĕрлĕ теттесем тăвакан маçтăрăн Галя Елисееван юбилей куравĕ уçăлчĕ. Ăна облаçри искусствăпа культура политикин министерстви, Халăх культурин центрĕ тата Халăх пултарулăх музейĕ йĕркеленĕ. [...]

Таврапĕлӳ

АХМЕД ИБН-ФАДЛАН

Эпĕ авалхи çулçӳревçĕсем çинчен вулама юрататăп. Пуçăмри çӳçĕм шуралса пынă майăн, ним шухăшламасăр çулçӳреве тухаймастăп ĕнтĕ. [...]

Уяв

Пурăнаççĕ Атăл хĕрринче тĕрлĕ халăх çыннисем

Ульяновск мэрийĕн вĕрентӳ управленийĕ тăваттăмĕш хут ачасен «Туслăх çăлтăрĕ» халăх культурисен фестивальне ирттерчĕ.   -Фестиваль Ульяновскра кăна мар, облаçри тĕрлĕ халăхсен культурине, йăли-йĕркине сыхлама, çĕнĕ талантсене тупса палăртма пулăшать. [...]

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

КУККУК ÇАПЛАХ АВĂТАТЬ

Вĕсен пурнăç кун-çулĕ çамрăк ăрушăн тĕкĕр пек çап-çутă, тĕслĕхлĕ, илĕртӳллĕ…   З О Я   Зоя Георгиевна 1938 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Софья Григорьевнапа Георгий Фролович Тушкинсен çемйинче тăватă хĕрпе пĕр арçын ачаран пĕрремĕш пулса çут тĕнчене килнĕ. Ачаранах пĕлӳ çăлкуçне «чăмнăскер» вырăнти шкулта çичĕ класс пĕтерет те Чĕмпĕрти Чăваш педагогика училищине çул тытать. [...]

Çамрăк ăру

Ал ĕçне юратать

Наталия Моисеева вунпĕрмĕш класра вĕренет. Шкулта вăл аслă классенче вĕренекенсен канашĕн председателĕ, класра виçĕ çул староста пулнă. [...]

истори

Ленин – чăваш йăхĕнчен

«Какую Россию мы потеряли» фильмра Станислав Говорухин режиссёр Ленинăн чăваш тымарĕсем пирки тӳрремĕнех калать. Чăвашсен паллă писателĕ Юхма Мишши 1970 çулта хăйне В. [...]

Чĕмпĕр хулин Хисеплĕ гражданĕсем

(Микулай патшан указĕ 180 çул çитнĕ тĕле)   2011 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче пирĕн кĕпĕрнаттăр Чĕмпĕр кĕпĕрнин (паян Ульяновск облаçĕ) историйĕпе культурине вăйлă витĕм кӳнĕ, Раççей шайĕнче тата ун тулашĕнче хамăр региона чапа кăларнă, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче çуралса тĕнчипе паллă çыравçă пулса тăнă Иван Александрович Гончарова 2012 çулта 200 çул тултарнă ятпа «Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ» ята памалли хушу кăларнă. Çак хисеплĕ ята паян пултаруллă çынсене патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем уйрăмах пысăк çитĕнӳсемпе тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн параççĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Патриархăмăра пуç тайма пуçтарăнчĕç

Акан 25-мĕшĕ – Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна облаçри чăваш общественноçĕ, шкулсем анлă паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырать. [...]

Чăваш чĕлхи çинчен

Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1163(19)№ пичĕ
■ 19(1163)№, 2012, çу, 11
«Сувар» хаçатăн 1161(17)№ пичĕ
■ 17(1161)№, 2012, ака, 26