Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1165-мĕш (2012.05.24) кăларăм:


Хыпарсем

"Шăпчăксем" Халăх ансамблĕ ятне илнĕ

Димитровград хулинчи «Шăпчăксем» юрă ушкăнне Светлана Геннадьевна Кочнева пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса йĕркелесе янă, çичĕ çул ертсе пырать. Ушкăнра хулари ачасен ӳнер шкулне çӳрекенсем хаваспах юрлаççĕ. [...]

Кун хыççăн кун

Пултаруллисене хушса тӳлĕç   2012 çул Ульяновск облаçĕнче наци мухтавĕпе культура çулĕ тесе палăртнă. Регионта «О мерах поддержки творческих работников в Ульяновской области» саккун йышăннă. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Т Р Е Н Е Р

СПОРТ – ВĔÇСĔР ÇУРКУННЕ   Вăл саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупассипе чемпион ятне тивĕçнĕ. Паян Раççей Федерацин физкультурăпа спорт отличникĕн, 35 çул тренер тата вĕрентӳçĕ пулса ĕçлекенĕн, 16 çул биатлон спорт центрĕнче чемпионсене хатĕрлекенĕн, чи пысăк категориллĕ тренерăн, Ульяновск граждан авиаци училищин физкультурăпа спорт кафедрин преподавателĕн Анатолий Федотович Волковăн вĕренекенĕсем хăйĕнчен иртсе кайса пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ: Лариса Патькова, Татьяна Карпова – биатлон шкулĕ витĕр тухнă СССР чемпионĕсем; Вячеслав Лысов, Иван Арьяхов – Раççей профсоюзĕсен пĕрлĕхлĕ командин членĕсем; Артём Ушаков – Раççей пĕрлĕхлĕ биатлон командин членĕ, Финляндире 2001 çулта иртнĕ Европа Олимп вăййисен призёрĕ, Францире пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ эстафетăн бронза призёрĕ, Австрире пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ Универсиада эстафетин призёрĕ; Дмитрий Козлов – Раççей первенствин çуллахи биатлон çĕнтерӳçи тата ыттисем. [...]

Лару

Раççейре ВИЧ/СПИД питĔ хăвăрт сарăлать

Çу (май) уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ – СПИДпа вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун. Облаçри ерекен чирсемпе тата СПИДпа кĕрешекен центр çак кун «Знаю. [...]

Пирĕн интервью

"Эреветĕн" – çĕнĕ пултарулăх ертӳçи

Чăваш юрри – чун уççи, чăваш юрлама пăрахсан ĕçлеме ăçтан вăй-халĕ тухĕ? Культура керменĕсем çумĕнче пуçаруллă хастарçăсем йĕркеленĕ юрăпа ташă ушкăнĕсене çухатса, салатса пĕтерес марччĕ пирĕн. [...]

Йăла-йĕрке

Т А К М А К С Е М

Алла сулла-сулла Сулахая юлмăп-ши? Салтакри савнине кĕтсе Ватта тăрса юлмăп-ши? [...]

Пĕлтерӳ

Тур-экскурсия

в славный город Чебоксары в рамках проведения «Дня Республики Чувашия» -Посещение лечебного источника и храма Святого князя Владимира; -Музеи: Космонавтики, Национального пива; -Посещение фестиваля «Родники России». Расположение на турбазе: шашлыки, уха, приглашение артистов. [...]

Кeнеке cyлeкe

ВĂРМАНÇĂСЕМ ÇИНЧЕН ÇЫРНĂ ПĔРРЕМĔШ КĔНЕКЕ

«Корпорация технологий продвижения» кĕнеке издательствинче Анатолий Юманпа Николай Казаков çырса хатĕрленĕ кĕнеке кун çути курнă. Чăваш тĕнчинче питĕ паллă çыравçă Анатолий Фёдорович Юман черетлĕ кĕнекинче Чĕмпĕр тăрăхĕнче çут çанталăка упрассишĕн пысăк ĕç илсе пыракан Николай Александрович Казаков (Ильмовский) вăрманçă кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарать. [...]

Уяв

«Боевое братство» – 10 çулта

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ йĕркеленни 10 çул çитнĕ. Уяв Ульяновскри «Губернаторский» культура керменĕнче иртнĕ. [...]

Вĕренÿ

Яланах ачисемпе пĕрле

Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кăна мар, ачасен ашшĕ-амăшĕ те хастарлăхĕпе палăрать. Шкулти кашни мероприятирех курма пулать вĕсене. [...]

Ирçел шкулĕн çитĔнĕвĕсем

Шкул пĕтерекенсемшĕн кĕç-вĕç патшалăх пĕтĕмлетӳ аттестацийĕ, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем пуçланаççĕ. Вĕренекенсемпе пĕрлех вĕрентӳçĕсем те тĕрĕслев ĕçĕсене аван ирттерме ăнтăлаççĕ. [...]

Чăваш тĕрри урокĕ

Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнчи Лидия Фёдоровна Ярославская вĕрентӳçĕ пирки «шкул моторĕ» тесе калас килет. Вăл пуçарнипе кунта вĕренекенсем район, область, çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене, конференцисемпе семинарсене хутшăнса малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ. [...]

Шевле çути

СăпайЛĂ Ваççа

Пĕрле ӳснĕ тантăшсене аса илетĕп те – пуçăма тĕрли аса килет. Хăшĕсем хăюллăрах пулнă, хăшĕсем чăрсăртарах та. [...]

Çемен улăп

Çемен 1908 çулта çуралнă. Халĕ вăл тĕнчере çук пулин те пурнăçĕ çинчен тăванĕ каласа панă тăрăх çыратăп. [...]

cемье

Мĕншĕн арçынсем ывăл кĕтеççĕ…

"Кама кĕтетĕр, ывăл-и е хĕрача-и»?" - тесе ыйту парсан Çĕр çинчи арçынсен 99 проценчĕ çирĕппĕнех ывăл тесе хуравлĕ. [...]

Çанталăка сăнаса пыни

Атăл хĕрринче

(Тĕрленчĕк)   Çу уйăхĕн варри çитсе пырать. Пăр кайса пĕтни икĕ эрне те ытла ĕнтĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар, хăвăн хăватна çухатмасăр, ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ӳсетĕн, юман вутти пек хĕрӳллĕн çунатăн; чĕре кӳтсе çитсен – ăшăтатăн; кирлĕ чухне çунтаратăн; тăваншăн эсĕ –тĕттĕмри çул маякĕ; тăшманшăн тытамакĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1166(22)№ пичĕ
■ 22(1166)№, 2012, çу, 31
«Сувар» хаçатăн 1164(20)№ пичĕ
■ 20(1164)№, 2012, çу, 17