Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1168-мĕш (2012.06.14) кăларăм:


Хыпарсем

Акатуй иртрĕ

Çĕртмен 12-мĕшĕнче Ульяновскри «Винновка ращинче» йăлана кĕнĕ чăваш Акатуйĕ иртрĕ. Тĕп площадкăра Ульяновск облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем, Чăваш Республикинчен, Тутарстанран килнĕ коллективсем анлă концерт кăтартрĕç. [...]

Раççей кунĕнче 47 ача çуралнă

Раççей кунĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Роди патриота в День России» тăвăма хутшăннисене (нумай ачаллисене) саламланă. Правительство членĕсем тата кĕпĕрнаттăр ача çуратакан çуртсене çитсе çамрăк амăшĕсене парнесем парса чысланă. [...]

Тăлăх ачасене канма – путёвкăсем

Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳ министерстви тăлăх ачасем валли ятарлă кану смени йĕркелет. Кăçал çак тĕллевпе бюджетран 10 миллион та 724 пин тенкĕ уйăрнă, вĕсемпе 1249 путёвка туяннă. [...]

Поэзи хумe cинче

С А Л Т А К

Кун-çул панă Турă пурăнма, Çут тĕнче ăшшинче савăнма. Вăрçă хуçнă, амантнă çулсем – Манăçми асра юлнă çулсем. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Хамăра шанатпăр, анчах çумăрĕ те кирлĕ

Павел Узиков çăкăр ӳстерекенсен йăхĕнчен. Ун аслашшĕ – Александр Павлович – 21 çул Чăнлă районĕнчи ял хуçалăхĕсене ертсе пынă. [...]

Купăсне тăсса ярсан сарă çу та ирĕлет

Тутарстанри Пăва районĕнчи Ракасси каччи Виктор Орлов ача чухне шкулти мероприятисенче, çитĕне пуçласан клубра купăс каласа, илемлĕ юрласа куракансене савăнтарнă. Лара-тăра пĕлмест теççĕ кун пеккисем пирки ваттисем. [...]

Культура

Чăваш сăрине черет тăрса ĕçрĕç

Июнĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Раççей кунĕ пулчĕ. Çав кун Ульяновск хулин кунне те анлăн уявларĕç. [...]

Çуллахи кану

Чăнлă районĕнчи Покровски шкулĕнче çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнчен «Вĕлле хурчĕ» ятлă ача-пăча лагерĕ ĕçлеме тытăннă. Çуллахи кану тата сывлăха çирĕплетмелли лагерьте 40 ача канать. [...]

Юх, юх, чăваш юрри!

Çапла ят пачĕç Аслă Нагаткин ялĕнче пурăнакан чăвашсем хăйсен юрă уявне. Çимĕк вăййисене ăсатнă май яш-кĕрĕм авалтанпах карталанса юрланă юрăсемпе уçăлчĕ вăл. [...]

Чaваш тeнчи

Шупашкарта çĕнĕлле утаççĕ

Çĕртмен 7-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Мускав районĕнче пĕрремĕш хут скандинавилле утассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Çулталăк вĕçлениччен районсенче çĕр ытла спорт ăмăртăвĕ, физкультурăпа сиплев мероприятийĕ иртмелле. [...]

УСĂЛЛĂ ТА МАЛĔМĔТЛĔ ТĔЛПУЛУ

Ĕпхӳре Пушкăртстан чăвашĕсен культура пĕрлĕхĕн отчётпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Паян пĕрлĕх 1552 чăваш хастарне пĕрлештерсе тăрать. [...]

Чăваш писателĕсем

Унăн ячĕ – пьесăсенче, сăвăсенче, юрăсенче

Анатолий Сафронович 1937 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тутарстан Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Чăнлă Шăхалĕнче çуралнă. Хурăнварти шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Пăвара механик специальноçне алла илнĕ. [...]

Ял пурнace

Галина КИСЕЛЁВА: «Кĕтнĕ хăнасем мар эпир»

«Роспотребнадзор» сăмах «ревизор» евĕрлех янăрать. Çакна илтсен учрежденисен, организацисемпе предприятисен ертӳçисем хыпăнсах ӳкеççĕ. [...]

адвокат хуравлать

ПАРĂМ ШĂТĂКНЕ КĔРСЕ ӲКЕС МАР ТЕСЕН…

Кредит илсе парăм шăтăкне кĕрсе ӳкесрен хăратăп. Çапла ан пултăр тесен манăн мĕн пĕлмелле? [...]

Çамрăк ăру

Чăваш пики – «Авиастар» мисĕ

Анастасия Мандрейкина кăçал «Авиастар-СП» общество ирттернĕ чи илĕртӳллĕ, чи пултаруллă, чи хитре пикесен конкурсĕнче çĕнтернĕ, «Авиастар» мисĕ» титула тата хаклă йышши парнесене, çав шутра шашкă (норка) тирĕнчен çĕлетнĕ кĕрĕке тивĕçнĕ. Амăшне пăхса хĕрне качча ил тенĕ чăвашсем ĕлĕк-авалтан. [...]

Утаман

ВОДИТЕЛЬ ПУЛАС КИЛЕТ…

«Улах» водитель пулма ĕмĕтленекенсем валли ятарлă инстукци-справочник хатĕрлерĕ. Права хакĕ: - Вĕренĕвĕн (курс) теори пайĕ – 15 000 тенкĕ; - Практика пайĕ – 2 000 тенкĕ (20 сехет); - Виçĕ сăн ӳкерчĕк – 150 тенкĕ; - Поликлиникăран илнĕ медицина справки – 240 тенкĕ (юнкун, кĕçнерникун, эрнекун 15 сехетрен тытăнса 17 сехетчен); - Н. [...]

УПĂШКИПЕ АРĂМĔ – ПĔР ШУЙТТАН

Эп паян çĕрĕпех çывăрман, Çывăрма та ман майĕ пулман. Кăшкăрашрĕç çӳлти кӳршĕсем, Тем пайларĕç вăрçса çамрăксем! [...]

Кун хыççăн кун

Ачапа ларакансем те вĕренеççĕ

Ульяновск облаçĕнче ачисем виçĕ çула çитиччен отпускра ларакан 300 хĕрарăм хăйсен пĕлĕвне ӳстерĕç е çĕнĕ професси алла илĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕчĕк ачапа килĕнче ларакан 300 хĕрарăма çĕнĕ професси алла илме пулăшма палăртнă. [...]

Паттăрлăх

Хĕрӳ вырăнсенче – вунпĕр хут

Хăюллă, вăйлă, ăста, ăслă, хисеплĕ – çак сăмахсем йăлтах пирĕн ентеше Алексей Петрович Вражкин подполковника сăнласа параççĕ. Чăнлă районĕнчи Клин текен пĕчĕк ялта 1970 çулта çуралнă, хĕрĕхрех тивĕçлĕ канăва кайнă. [...]

Кун хыççăн кун

ÇУТĂ ПУЛТĂР

Çутă пӳлĕмре илемлĕ те хăтлă. Çакăн пек пултăр тесен çĕнĕ люстра çакмалла. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

  Чăвашлăха тиркекен кăмăлпа ӳстерес пулмасть ачасене. Нумай-и, сахал-и – чăвашăн пур, çав пур пеккине хисеплес пулать. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1169(25)№ пичĕ
■ 25(1169)№, 2012, çĕртме, 21
«Сувар» хаçатăн 1167(23)№ пичĕ
■ 23(1167)№, 2012, çĕртме, 07