Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1169-мĕш (2012.06.21) кăларăм:


Хыпарсем

Кĕпĕрнаттăр çĕр ĕçченĕсене тав тунă

Ака-сухана пирĕн область çĕртмен 13-мĕш тĕлне вĕçленĕ. «Хир кунĕнче» Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр чи лайăх районсене, хуçалăхсене тата студентсен отрячĕсене наградăланă. [...]

РАÇÇЕЙРИ ПĔРТЕН-ПĔР ИСТОРИПЕ МЕМОРИАЛ ЦЕНТР-МУЗЕЙĔ

Вăл Ульяновскра вырăссен паллă çыравçи Иван Александрович Гончаров çуралнăранпа 200 çул çитнĕ тĕле уçăлнă. Савăнăçлă та паллă мероприятие Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тата РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Торшин, Гончаровсен çемйин йăх несĕлĕсем, Гончаров ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕсем, аслă пĕлӳ паракан заведенисен ректорĕсем, литература музейĕсен директорĕсемпе сотрудникĕсем, Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн членĕсем, Раççейри литература уявĕсен ертӳçисем, услам ĕçĕпе çыхăнман организацисем: Раççей музейĕсен пĕрлĕхĕ, Музей ĕçченĕсен ассоциацийĕ, «Вырăс тĕнчи» фонд хутшăннă. [...]

Акатуй

ПĔТĔМ ХАЛĂХ УЯВРА – ЮРĂ-КĔВĔ ТАВРАРА

ЧУН УÇÇИ – ЮРĂРА, ТУСЛĂХРА, ТУРĂ ПАНĂ ТИВЛЕТ ЧĂВАШРА   Ульяновск хулин Чукун çул районĕнчи Винновка ращинче Чĕмпĕр чăвашĕсен 23-мĕш Акатуйĕ иртрĕ.   Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев йăлана кĕнĕ йĕркене пурнăçласа уяв ялавне вырнаçтарнă, уява пухăннисене саламланă хыççăн Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен шурсухалĕ Александр Пешне Акатуй кĕллинне халăх патне илсе çитерчĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

ÇĂЛКУÇСЕНЧЕН ВĂЙ-ХАЛ ИЛСЕ ТĂРАТЬ

Хăш-пĕр чухне журналист çулĕ таçта та илсе çитерет. «Эпĕ мĕн çинчен шухăшланăччĕ-ха? [...]

Йăла-йĕрке

ЛАША КУНĔ

1934 çулта вăтам Атăл тăрăхĕнчи районсенчен чи малтан Пухтел районĕ ака –суха ĕçĕсене вĕçленĕ. Ял хуçалăхĕсене çĕнĕ тракторсемпе тивĕçтерме тытăннă пулсан та колхозра лашан пĕлтерĕшĕ чакман. [...]

Пурнăçри чăнлăх

Культура – хисеплĕ çутă

Паянхи ахăр самана этемлĕх умне питĕ нумай чăрмавсем кăларса тăратрĕ тата вышкайсăр расналлă хӳмесем хăпартса лартрĕ. Нимĕн те тăваймăн, тĕнче çĕнелсе, аталанса пырать. [...]

Нумай ачаллa семье

ĂшшăмĂРа ачасене паратпăр

Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕнче туслă çемьесем нумай. Вĕсенчен пĕри – Шатрашановсем. [...]

Ял сыннисем

УН ĔМĔЧĔН ХУНАВĔ ХĂРМАН

ВУНСАККĂРТА ЧУХ ТУС ТУРĂМ…   Пуринчен пахи – çын илемĕ. Хитререн те чи хитри – хĕрарăм илемĕ. [...]

Кeнеке cyлeкe

Харăс – икĕ кĕнеке

РФ Писательсен союзĕн членĕ, Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Петĕр Хусанкай тата Ульяновскри Николай Абрамов ячĕллĕ литература премийĕсен, облаçри журналистсен Мария Ульянова ячĕллĕ премисен лауреачĕ, хĕрĕх ытла кĕнеке авторĕ Анатолий Юман кĕске вăхăтрах вулакансене тата икĕ кĕнеке парнелерĕ. «Ватлăхпа тĕл пулни» - сăвăсен кĕнекине авторăн тĕрлĕ çулхи призведенийĕсем кĕнĕ. [...]

Ял пурнace

Пирĕн патран пĕр çын та кăмăлсăр ан кайтăр

Общество ачасемпе ваттисене мĕнле пăхать — ун шайĕ çапла теççĕ. Ку ыйтăва ĕлĕкех çĕкленĕ. [...]

Паллa дата

1812 çулхи вăрçă тата чăваш халăхĕ

2012 çула Раççей историйĕн çулĕ тесе палăртнă. Кăçалхи паллă датăсенчен пĕри – 1812 çулхи тăван çĕршыв вăрçи пуçланнăранпа 200 çул çитни. [...]

Вăрçă ачисем

Пискунова чи яваплă ĕçсем шанса панă

Çак кунсенче Чăваш Сайманра пурăнакан ентешĕмĕр, унччен Поспеловка ял администрацин пуçлăхĕ пулнă Анатолий Сергеевич Пискунов 75 çул тултарчĕ. Унăн шăпи тумхахлă та интереслĕ. [...]

Харпaр шухaш

Мĕн вăл совесть?

И.А.Андреев тата Н.П.Петров 1971 çулта редакцилесе кăларнă вырăсла-чăвашла словарьте совесть сăмаха чăвашла намăс, чун, совесть тесе куçарнă. Чăваш халăхĕ ĕлĕкрен туслăхлă хутшăнусене ырлакан сапăр халăх пулнă. [...]

Кун хыççăн кун

Пулăшма хатĕр!

Ульяновск облаçĕн çурт-йĕр инспекцийĕ – патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕ. Вăл çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе йышăннă саккунсем вырăнсенче мĕнле пурнăçланннине тĕрĕслесе тăрать. [...]

Социаллă проездной хакĕ ӳснĕ

Ульяновск область правительствин «Об организации перевозок льготных категорий граждан федерального и регионального регистров на общественном транспорте» йышăнăвĕпе федераллă тата регионти социаллă çăмăллăхсемпе усă куракансем (ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, репрессие лекнисемпе тӳрре кăларнисем) обществăлла транспорт çинче çӳреме социаллă проездной билетсем туянма пултараççĕ. Çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен çак проезднойсем хакланнă. [...]

Çанталăка сăнаса пыни

Аманнă кайăк кăвакал

(Т ĕ р л е н ч ĕ к)   Эпир ялта яланах йытă усранă. Вĕсемпе шăллăм аппаланатчĕ, сунара çӳретчĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

  Вĕренĕр, тăрăшăр! Хытă юратăр тăван чĕлхене. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1170(26)№ пичĕ
■ 26(1170)№, 2012, çĕртме, 28
«Сувар» хаçатăн 1168(24)№ пичĕ
■ 24(1168)№, 2012, çĕртме, 14