Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1174-мĕш (2012.07.26) кăларăм:


Хыпарсем

Кĕпĕрнаттăр ăмăртăвĕсем иртнĕ

Патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан тытăмĕсемпе регионти муниципаллă пĕрлешӳсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хушшинче «Команда-2012» форум иртнĕ. Тĕллевĕ – влаçри çынсен профессилле тата харпăр аталанăвне ӳстересси, облаçра иртекен çĕнĕ проектсене сӳтсе явасси. [...]

Тырçи пырать

  Область уй-хирĕнче июлĕн 24-мĕшĕ тĕлне 57,7 пин гектар çинчен 79,5 пин тонна тĕш-тырă пуçтарса илнĕ. Тухăç – пĕр гектартан вăтамран 13,8 центнер. [...]

Шухашлаттаракан ыйту

ПĔЧЧЕНЛĔХРЕН ХĂТĂЛМА ПУЛАТЬ-И?

Турă Çĕр чăмăрĕ çинче кашни чĕр чуна мăшăрлă тунă. Унсăрăн пурнăç малалла каяймасть-çке. [...]

Eмeр сакки сарлака

ПУРНĂÇПА КИЛЕНСЕ ПУРĂНАТЬ

ТАВЛАШУЛЛĂ ЫЙТУСЕНЕ ТАТСА ПАМА ПĔЛЕКЕН МАÇТĂР   Тĕнчере мĕн пурри хăй хакне, пахалăхне, пĕлтерĕшне ÇЫН пурнăçĕ витĕр пăхсан кăна тупать. Ку пурăнма пĕлнинчен килет. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Ĕçлекеншĕн вăхăт çитмест

Кивĕ Улхашăн хастар çыннисем çĕршывăмăрти çĕнĕлĕхсене пĕр шикленмесĕр йышăнаççĕ. Фермер хуçăлăхĕсене йĕркелеме ирĕк парсан та çаплах. [...]

АчИНЕ пĕчченех ӳстерет

Паян тĕрлĕ сăлтава пула Раççейре тулли мар çемьесен йышĕ ӳссе пырать. Çемье аркансан ачасем ытларах чухне амăшĕпе юлнине илтме хăнăхнă-ха эпир. [...]

Ырă тĕслĕх

ХАМĂР ĔÇШĔН ӲКĔНМЕЛЛИ ÇУК

МУХТАНСА МАР, ТĔСЛĔХ КĂТАРТАССИШĔН   Чӳрекел шкулĕнче чăваш чĕлхине çирĕм çул ытла вĕрентетпĕр. Паян тăван чĕлхене вĕреннишĕн ӳкĕнекенсем çук пулĕ тесе шутлатăп. [...]

Пĕчĕк ялăн пысăк уявĕ

Çĕнĕ Шăхаль ялĕ Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрет. Тăван ялăмра хапăл туса кĕтсе илекен ентешĕмĕрсене хавхалантарас тĕллевпе эпир, Чĕмпĕрте пурăнакан чăвашсем, парне тума – чиркӳ лартма шутларăмăр. [...]

Ял сыннисем

Асанне кукăлĕ, асатте икерчи – чи тутли

Ульяновск районĕнчи Липкине кайсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм: кирек кам патне кĕретĕн – алăкĕсем яри уçă. Крайновсем патне шаккасан мана хирĕç икĕ пĕчĕк хĕр тухса тăчĕ. [...]

Шевле çути

Патша майри

Вăл патша майри пек саркаланса пурăнать тенине аннерен пĕрре мар илтнĕ ача чух. Каласса тăванăм юнашарах — ырă упăшкапа, тертсĕр-нушасăр шик шăхăрса пурăнакан пуян ентешĕ пиркиех калатчĕ-ха. [...]

Вăрçă ачисем

Ман кукамай – вăрçă ачи

Эпĕ, Андрей Иванов, Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Скугареевка шкулĕнче вĕренетĕп. Пирĕн вырăс шкулĕнче тĕрлĕ наци ачисем ăс пухаççĕ. [...]

cемье

Çак йĕркесене асра тытмалла

Нумай укçа ĕçлесе илекен, ачисене хаклă йышши телефонсем туянса паракан, пĕр чарăнми темиçешер сехет телевизор е компьютер умĕнче ларма чарман, ют çĕршыври шкулсенче вĕрентме пултаракан кăна чи лайăх атте-анне пулма пултараймасть. Нумай чухне пурнăçра пач урăхла пулса тухать. [...]

истори

САТАЙ УРАМĔНЧИ ТЕАТР

Тутар Каши шкулĕнче эпĕ çирĕм çула яхăн биологи предметне вĕрентрĕм, 9-мĕш класс хĕрачисене – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, арçын ачасене – ӳсен-тăран ӳстерес вăрттăнлăхсене алла илме пулăшрăм. Пĕр çул мана ачасен уроксем хыççăнхи ушкăна илсе пыма шанса пачĕç. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

  Эпĕ хамăн пурнăçăмра ăçта кăна пулмарăм, ăçта кăна çитмерĕм. Эсĕ, тăван чĕлхем, яланах манпа пĕрле пултăн. [...]

ТĂВАН ЧĔЛХЕ – ĂС-ТĂН ЧЕЧЕКĔ

Тăван чĕлхе – тăван халăхăн нихçан иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăл куçран тумламăн-тумламăн мĕн ачаранпах вăй илсе ӳсетпĕр. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1175(31)№ пичĕ
■ 31(1175)№, 2012, çурла, 02
«Сувар» хаçатăн 1173(29)№ пичĕ
■ 29(1173)№, 2012, утă, 19