Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1175-мĕш (2012.08.02) кăларăм:


Хыпарсем

Тыр-пул тухăçлăхĕпе – Атăлçи Федераллă округРА виÇçĕмĕш

Утă уйăхĕн 31-мĕш тĕлне регионта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 111,1 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Ку вăл пурĕ 465 пин гектар лаптăкăн 24 проценчĕ. [...]

Шухашлаттаракан ыйту

Энергетика шывне сутма чармалла-и е çук-и?

Кану кунĕсем хыçа юлчĕç. Шăрăх, лĕм çил те çук. [...]

Ĕçекен хĕрарăм – общество чирĕ

Юлашки 30 çул хушшинче Раççейри тата ют çĕршыври официаллă статистика ĕçекен хĕрарăмсен шучĕ ӳснине палăртать: унччен хĕрарăмсен 8 проценчĕ ĕçкĕпе иртĕхнĕ пулсан халĕ –30. Хĕрарăмсем ку енĕпе те арçынсенчен пĕртте юласшăн мар. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

УЛТТĂН – ПĔР КӲЛЕВРЕ

«ВИКТОРиЯ» – ШУРЕКОВ ФЕРМЕРСЕН ХУÇАЛĂХĔ   1991 çулта иртнĕ Раççей бухгалтерĕсен тата аудиторĕсен иккĕмĕш съезчĕн делегачĕ, «Раççейĕн чи аван экономисчĕ» ята çĕнсе илнĕ тата 2000 çулта конкурсра «Раççейĕн чи аван бухгалтерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Вера Григорьевна Шурекова - Ульяновск районĕнчи Липки ялĕнче «ВИКТОРиЯ» ятлă фермер хуçалăхне пуçарса яраканĕ. 2005 çулта услам çулĕ çине тăнă Шуреков фермерсем паян – хăйсем тĕллĕн ура çине тăма пултарнă ял «улпучĕсем». [...]

Пĕр халăха мухтас, теприне тиркес йăлам çук

Ульяновскри Тури Террасăри Деев тăкăрлăкĕ чăваш ялĕн урамне аса илтерет. Кунта йĕркипех чăваш çемйисем пурăнаççĕ: пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ, хăнана çӳреççĕ. [...]

Лару

ФЁДОРОВ министр килнĕ

Ульяновск облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ял çамрăкĕсен II форумне Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Николай Фёдоров уçнă. Тĕлпулу утă уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче Ульяновскри П. [...]

Сывлăх

Организма тасататпăр

•1 стакан йĕтĕн (лён) вăррине тин вĕретнĕ 3 литр шыва ямалла. Банкăна шыв янă савăта лартса тата 2 сехет вĕретмелле. [...]

КĂМПА – ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПАРНИ

ТАТСАН ЛАЙĂХ-И, ТАТМАСАН-И…   Кăмпа – çут çанталăк парнелекен чи паха çимĕçсенчен пĕри. Унра этем организмĕшĕн усăллă хутăшсем – белок, ӳсен-тăран çăвĕçем, тĕрлĕ витамин (С, Е, РР тата В ушкăнрисем, Д провитамин), микроэлементсем (фосфор, тимĕр, кали, кальци, цинк, хром, йод…) – чылай. [...]

Асаилӳсем

КОСМОНАВТ АВТОГРАФĔ

(А с а и л ӳ)   Хаçат çынни 1951 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче вăрах вăхăт хушши чирлесе выртнă хыççăн анне вилсе кайрĕ. Çапла вара эпир, Геннадий шăллăмпа, хăр тăлăха юлтăмăр. [...]

Cырaнтару

Нина ЯРУСКИНА: «Канаш» хаçата çырăнăр, унта мĕнпур кирлине тупатăр!»

«Канаш» хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир вулакансем хушшинче лотерея вăййи ирттерни çинчен, парнене –микрохумлă кăмакана—Ульяновскра пурăнакан ентешĕмĕр Нина Павловна ЯРУСКИНА выляса илни çинчен çырнăччĕ. Парне илме килнĕ телейлĕ ентешĕмĕр паян – редакци хăни. [...]

Нумай ачаллa семье

çемйине кура – чысĕ

Иртнĕ çул Анне кунĕнче (чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче) Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçри пилĕк амăшне «Ача амăшĕн мухтавĕ» 3 степеньлĕ медаль парса чысланă. Вĕсен хушшинче чăваш хĕрарăмĕ - Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте пурăнакан Нина Ивановна Блогороднова. [...]

Шевле çути

Кивĕ уйăхăн тĕссĕр мĕлки

Камăн чунĕ çутă, хĕвеллĕ, ăшă куншăн савăнмасть? Хĕрарăм телейлĕ малашлăхшăн вăрăм та асаплă кун-çул пурăнса ирттерме хатĕр. [...]

Вăрçă ачисем

Анне маншăн – тĕслĕх

Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи Шурут пики Роза Тихонова шкул хыççăн малтан ĕçлесе пăхма шутлать. Кӳршĕри Шăмăршă районне кĕрекен Пăчăрлă-Пашьелĕнчи участокри пульницана регистратор пулса вырнаçать. [...]

Утаман

ЕРЕКЕН ХЛАМИДИОЗ

  Маларах çыхăну тытнă хĕрĕнне ăнланмаллах мар чир – хламидиоз – тупса палăртнă. Вăл мана та тухтăр патне кайса тĕрĕсленме сĕнет. [...]

спорт

Олимпиада пуçланчĕ

  Лондонра (Англи) 30-мĕш çуллахи Олимпиада пуçланчĕ. Малтанхи кунсенче Раççей спортсменĕсем икĕ ылтăн медаль çĕнсе илме пултарчĕç. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхемĕр, чăваш чĕлхи! Эсĕ пирĕн несĕллĕх çăлкуçĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1176(32)№ пичĕ
■ 32(1176)№, 2012, çурла, 09
«Сувар» хаçатăн 1174(30)№ пичĕ
■ 30(1174)№, 2012, утă, 26