Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1176-мĕш (2012.08.09) кăларăм:


Хыпарсем

Мелекессем малта

  Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра августăн 6-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 209,1 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Пурĕ 304,2 пин тонна тĕш-тырă çапнă. [...]

ШКУЛ ЯРМĂРККИСЕМ

  Хальхи вăхăтра Гончаров урамĕнчи 11,14, 19, Радищев урамĕнчи 39, Рябиков урамĕнчи 70-мĕш çуртсен умĕнче вырнаçнă шкул ярмăрккисенче çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне вĕренекенсен тумĕсене туянма пулать. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Засвияжски районĕнчи «Звезда» суту-илӳ комплексĕ умĕнче шкул хатĕрĕсем сутаççĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

ПЁТР КАШЕЕВ: «МАНА ПРОФЕССИ ХĂЙ ШЫРАСА ТУПРĔ»

ЧИ ЛАЙĂХ ÇĔНЕТСЕ ЛАЙĂХЛАТАКАН   Ульяновскри автозаводра 16 пине яхăн çын ĕçлет. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ тенĕ пек материалсене перекетлес, ĕç вăхăтне çухатас мар, ĕç йĕркисене лайăхлатас тĕллевпе çĕнетсе лайăхлатмалли сĕнӳсем парса курнă темелле. [...]

Асаилӳсем

КОСМОНАВТ АВТОГРАФĔ

(А с а и л ӳ)   (Малалли. Пуçламăшĕ 31-мĕш номерте. [...]

Нумай ачаллa семье

Вун пĕр ача амăшĔ

Матрёна Матвеевна Оброкова вăтăр тăхăр çултах 11 ачипе упăшкинчен пĕччен тăрса юлать. Чи кĕçĕнни çичĕ уйăхра пулнă. [...]

Культура

Тулли кăмăлпа таврăнтăмăр

Çĕртмен 23-24-мĕшĕсенче Çĕнĕ Малăкла чăвашĕсем Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнче пулчĕç. Çулçӳрев культура ылмашăвĕн йĕркипе иртрĕ: 2011 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче çав ял делегацийĕ Çĕнĕ Малăклана «Малыклинский каравай» фестивале килнĕ. [...]

вăрçăра кăна юрламан

Кивĕ Улхашри юрăпа ташă халăх ансамблĕ ял çыннисемшĕн ĕмĕрех пулнă пек, унсăр пĕр уявăн интересне курмаççĕ. Ялта, Чăнлă районĕнче, облаçра иртекен кашни мероприятире курма пулать вĕсене: уявсенче, суйлавсем вăхăтĕнче, Ульяновск чиккинче пĕр-пĕр делегацисене кĕтсе илес пулсан та илеме Кивĕ Улхаш хорĕ тăвать. [...]

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çутă малашлăхшăн ĕмĕтленнĕ

Александра Васильевна Яморжина (Савадяркина) И.Я. Яковлев никĕсленĕ чăваш педучилищинче 1947-1951 çулсенче вĕреннĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. [...]

Ял пурнace

Таса çăлкуçа çăвăнма килеççĕ

Аслă Нагаткинпа Пилюгин ялĕсене çыхăнтаракан çырмара сăваплă çăлкуç пур. Ун пирки халăх тахçанах пĕлнĕ. [...]

адвокат хуравлать

Халăха – тӳлевсĕр йĕрке пулăшăвĕ

Ака уйăхĕнчен Ульяновскра халăха тӳлевсĕр право пулăшăвĕ паракан центрсем ĕçлеççĕ. Кăçал вĕсенче 600 çын тĕрлĕ ыйтусемпе консультаци илнĕ. [...]

Тĕпел

Хĕле хатĕрленетпĕр

«Ӳсĕр» хăярсем Пирĕн çемьере çакăн пек тăварланă хăяра пит юратса çиеççĕ. Хăярне çеç мар, шывне те ĕçсе яраççĕ. [...]

Cивeч ыйту

Шывăн туратти çук çав…

Çуллахи шăрăх кунсенче шыв мĕн-ма хăй патне çапла туртать-ши? Хĕртсе çунтаракан хĕвелтен эпир ирĕксĕрех шывра çăлăнăç шыратпăр. [...]

Çамрăк ăру

Журналистран – фермера

Артём Маслов – Чăнлă районĕнчи чи çамрăк фермер, вăл 28 çулта кăна-ха. Çапах та çак ĕçе тытăнма шикленмен. [...]

Конкурс

ТУРĂ ПУЛĂШНĂ

Çын. Ун çинчен аваннине те, начаррине те темĕн чухлех калама пулать.Çак çын çинчен вара начар калама манăн ирĕкĕм çук. [...]

Кун хыççăн кун

ДЕСАНТНИКСЕНЕ ÇĔР ЛАПТĂКĔСЕМ УЙĂРСА ПАНĂ

  Десантниксен кунĕнче офицерсене харпăр çуртне хăпартма çĕр лаптăкĕсем уйăрса пани çинчен çирĕплетекен сертификатсем панă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Панчин сывлăш десантникĕсен çарĕсене йĕркелесе янăранпа 82 çул çитнине халалланă уявра пулнă. [...]

истори

ТĔНЧЕ УÇЛĂХНЕ ÇУЛ ХЫВАКАНСЕМ

2012 çулхи çурла уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» тата «Восток-4» карапсем тĕнче уçлăхне çул хывнăранпа 50 çул çитет. Вĕсене А. [...]

спорт

Чăваш хĕрĕн – Бронза медаль

  Англи çĕршывĕн тĕп хулинче Лондонра çуллахи 30-мĕш Олимпиада 10 кун пырать ĕнтĕ. Раççей команди августăн 7-мĕшĕ тĕлне — медаль зачёчĕпе 6-мĕш вырăнта. [...]

Ăсталăх

Кивĕ Улхашра – крокодил ферми

Кивĕ Улхашри Леонид Владимирович Курайкин кил çурчĕ умне çитсен Африкăри крокодил фермине лекнĕ пек – унта та, кунта та çивĕч шăллă симĕс те вăрăм крокодилсем çăварĕсене карса выртаççĕ, çемйипех. Юнашарах шурăпа хура тĕслĕ акăшĕсем шыв çийĕн ишнĕ пек çуначĕсене сарса лараççĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

  Тăван чĕлхемĕр, чăваш чĕлхи! Эсĕ Çĕршыв аннемĕршен çав тери йывăр вăхăтсенче, вăрçă пынă çулсенче вырăс халăхĕн чĕлхипе пĕрле, мĕнпур тăванла халăхсен чĕлхипе пĕрле вутпа çулăм витĕр тухрăн. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1177(33)№ пичĕ
■ 33(1177)№, 2012, çурла, 16
«Сувар» хаçатăн 1175(31)№ пичĕ
■ 31(1175)№, 2012, çурла, 02