Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1178-мĕш (2012.08.23) кăларăм:


Хыпарсем

Çур миллион тонна тырă çапнă

Августăн 20-мĕшĕ тĕлне облаçра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 364,6 пин гектар çинчен çапса илнĕ (80 процент), пурĕ йĕтем çине 531 пин тонна тырă кĕнĕ. Тухăç – гектартан 14,6 центнер. [...]

Шухашлаттаракан ыйту

ÇĂЛĂНĂÇ ĂÇТА?

Ирхине ĕçе кайнă чух тахçан пĕрле ĕçленĕ тантăша тĕл пултăм. Нумай çул курманнипе унăн пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлес килчĕ. [...]

Сырав

Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене…

Çырав материалĕсене ĕненсех пĕтерейместĕп эпĕ. Пурте пĕлетпĕр-çке пире мĕнле çырса тухнине. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Урнă «мирлĕ атома» лăплантарнă

Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕнче пурăнакан Митрофановсен çурчĕ умне çитсен малтанах кил хуçи конструктор-ши е пахчаçă-ши тесе иккĕлентĕм. Йĕри-тавра илемлĕ чечексем ешереççĕ - умĕнчи кӳлĕ çыранĕн хĕрринче те, урамра та, палисадникре те. [...]

Тĕнче чечекре

Кунтикавра пурăнакан Надежда Ефимовна Шлёнкина (хĕр чухнехи Барабанова) пурнăçа юратакан, хаклакан чăваш хĕрарăмĕ. «Паян тĕнче чечеке ларнă вăхăт, - тет Натюш аппа хальхи самана пирки пупленĕ май. [...]

АЧАРАНАХ СПОРТ ÇУЛĔ ÇИНЕ ТĂНĂ

ÇЕМЙИПЕХ – СЫВЛĂХЛĂ ПУРНĂÇ ТЫТĂМĔНЧЕ   «Ахальтен мар ача чухне ăмăртса чупнă, кĕрешсе е йывăр япала çĕклесе ăмăртнă. Манăн та вăйлă пулас килетчĕ. [...]

Ăраскал

Анне юратать, каçарать, тӳсет...

Çак сăмахсем йăлтах эпĕ каласа паракан хĕрарăм пурнăçне сăнласа параççĕ. Ватлăх енне кайсан ăраскалĕ çапларах килсе тухасса чухлама та пултарман Нина Васильевна Хураськина. [...]

Таврапĕлӳ

ИВАН ЯКОВЛЕВ ЮБИЛЕЙНЕ ХАТĔРЛЕНЕÇÇĔ

2013 çулта чăваш вĕрентӳçи Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет. Димитровградри таврапĕлӳçĕсен ушкăнĕ Çĕнĕ Малăкла районĕнчи чăвашсем тĕпленсе пурăнакан ялсене тухса кайнă. [...]

Ял сыннисем

Ăшă кулăпа кĕтсе илет

Т.Н.Караченцева Чăваш Кăлаткă ялĕнчи çыхăну уйрăмĕнче (пуçлăхĕ Л.Зайникова) виçĕ çул операторта вăй хурать. [...]

Ĕçленисĕр пуçне нимĕн те туман эпĕ

Эпир хăш-пĕр чухне пурнăçа тĕппипе улăштарса яракан пулăмсем умĕнче тăратпăр. Çакăнпа усă кураятпăр-и, кураймастпăр-и – хамăртан килет. [...]

Кeнеке cyлeкe

ВĂРМАН ĔÇĔНЧЕ ПУЛĂШАКАНСЕМ

Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи Лидия Фёдоровна Ярославская тата унăн хĕрĕ Светлана Григорьевна Ярославская – педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ – «Наши помощники в лесных делах» кĕнеке пичетлесе кăларчĕç.   Хатĕрлекенĕ – Н. [...]

Ачалăх утравĕ

Ачасем мĕншĕн тӳрккес те кутăн пулаççĕ?

Тĕлĕнмелле, анчах та пепке амăшĕн варĕнче чухнех çывăх çыннисен кăмăл-туйăмне туять иккен. Çуртра пурте хаваслă, телейлĕ чухне вăл та савăнăçне ниçта хураймасть. [...]

адвокат хуравлать

КРЕДИТ КАРТТИ ТАТА УНПА УСĂ КУРАССИ

Кредит карттин кăтартăвĕсене мĕнле сыхламалла, унпа ют çынсем усă ан курайччăр тесен мĕн тумалла? Иван Смирнов. [...]

Паллa дата

Ялав кунĕ

Çурлан 22-мĕшĕ – РФ патшалăх ялавĕн кунĕ. РФ патшалăх ялавĕ виçĕ тĕслĕ тӳркĕтеслĕхсенчен тăрать. [...]

Конкурс

ТУРĂÇĂМ, ПУРĂНМА ВĔРЕНТ

Научи меня, Господи, жить, Жить тобою, твоим искупленьем. Научи меня верить, любить, Как и Ты, все земные творенья. [...]

Кун хыççăн кун

Область çухату тӳсет

  Ульяновск область правительстви типĕ çанталăка пула сиксе тухнă йывăрлăхсемпе кĕрешет. Шăрăха пула облаçри вунă район (Барăш, Карсун, Çинкĕл, Павловка, Мелекесс, Кивĕ Майна, Сăр, Ульяновск, Чăнлă тата Чартаклă) чрезвычайлă лару-тăру йĕркине куçнă. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхемĕр, чун-чĕрери хĕлхемĕр! Сан çинчен пуçа тайса ырăпа каламалли сăмахăм çав тери нумай. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1179(35)№ пичĕ
■ 35(1179)№, 2012, çурла, 30
«Сувар» хаçатăн 1177(33)№ пичĕ
■ 33(1177)№, 2012, çурла, 16