Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1180-мĕш (2012.09.06) кăларăм:


Хыпарсем

Тĕп хыпар

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (УОЧНКА) председателĕ Владимир Ильич Сваев августăн 31-мĕшĕнче кĕпĕрнаттăрăн национальноçсен ĕçĕсен советникĕ пулса тăнă. Çакăн пирки С. [...]

юбилей

ЧĔМПĔР ТĂРĂХĔН ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПОЭЧĔ

(А.Ф. ЕРМИЛОВ-ЮМАН ÇУРАЛНĂРАНПА 80 ÇУЛ ÇИТНĔ ТĔЛЕ)   КУН-ÇУЛĔНЧЕН Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман 1932 çулхи авăнăн (сентябрь) 12-мĕшĕнче (паспорчĕ çине юпа (октябрь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче тесе çырнă) Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче çуралнă. 1952 çулта Вăта Тимĕрçенти вăтам шкултан вĕренсе тухсан райхаçат редакцийĕнче 37 çул вăй хунă. [...]

Ман тĕп тивĕç – тăван ялта спорта аталантарасси

(«Хамăн пурнăçа спортпа тĕвĕлесе çыхма пулăшнă çынсене аса илни» ярăмран)   Тăван шкул алăкĕнчен васкамасăр утса кĕрет вăл, яланхилле директор пӳлĕмнемар спортзал еннелле — Сывлăх центрне утать. Унта юратнă вĕрентӳçе харсăр та хăюллă ачасем кĕтеççĕ. [...]

Тĕпчев

ÇИРĔП МĂЙĂР

Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман çинчен пĕр самант-лăха çеç асăнсан та куç умне патвар та çирĕп, маттур та сатур, хăватлă та чăтăмлă, çĕршер лăстăркка туратлă, тарăн тымарлă чăн-чăн юман йывăççи тухса тăрать. Юман авалтанах вăрман патши шутланнă. [...]

Ял сыннисем

Типĕ çанталăка пула çухату тӳсрĕмĕр

Облаçри хуçалăхсенче хĕрсех ĕççи пырать. Чăнлă районĕнчи «Волга» ял хуçалăх производство кооперативĕ тĕш-тырă-сене пуçтарса тирпейленĕ, халĕ – сенажра. [...]

Механик ĕçнех таврăннă

Липки ялĕнчи «Симбирский сад» хуçалăхра Пётр Ильич Портнов тĕп механик та, тракторист та хăех. Нумаях пулмасть туяннă Германи тракторне никама та шанса памасть вăл. [...]

Вĕренÿ

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çĕнĕ ĕçсемпе пуянланĕ

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн Чăнлă районĕнчи Кунтикав шкулĕнче сăрă шăрши те сĕвĕрĕлсе пĕтменччĕ-ха. Шкул ертӳçи Валерий Пиколов мана кĕç-вĕç ача-пăча сассипе тулакан классене кăтартрĕ. [...]

Cивeч ыйту

Чăваш чĕлхине вĕрентме кĕнекесем çителĕксĕр

Кăлаткăпуç (Кивĕ Кăлаткă) — тутар районĕ, вĕсен шучĕ кунта 97 (!) процента çитет. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1181(37)№ пичĕ
■ 37(1181)№, 2012, авăн, 13
«Сувар» хаçатăн 1179(35)№ пичĕ
■ 35(1179)№, 2012, çурла, 30