Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1181-мĕш (2012.09.13) кăларăм:


Хыпарсем

Тырçи вĕçленет

Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 414,2 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ – 93,4 процент. Пурĕ 607,5 пин тонна тĕш-тырă çапнă. [...]

Шухашлаттаракан ыйту

Эс – мана, эп – сана

Алла алă çăвать текен каларăш уйрăмах паянхи куншăн питĕ паха пĕлтерĕшлĕ. Нимĕнле ĕç те хальхи саманара ахаль тăвăнмасть пек туйăнать. [...]

Eмeр сакки сарлака

УтнĂ-чупнă –вăхăта сисмен

Çу уйăхĕнче Мелекесс районĕнчи Кивĕ Сахча ялĕнче пурăнакан Валентина Андреевнапа Анатолий Васильевич Садовниковсем ылтăн туйне паллă тунă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене ял-йыш тата район, ял пуçлăхĕсем 50 çул килĕштерсе пурăннă ятпа саламланă. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Канмалли кунсенче те ачасемсĕр тунсăхлатăп

Зоя Винюсева Чăваш Кăлаткăри «Колокольчик» ача садикĕнче виçĕ теçетке çул вăй хурать ĕнтĕ. 1982 çулта Сызраньте педучилище пĕтернĕ те çакăнта ĕçлеме вырнаçнă. [...]

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Ачалăх курман вăрçă ачи

«Укçи мар, сума суни, хисеплени халĕ савăнăç куç-çульне кăларать. Удостоверение тивĕçнисен ачалăхĕ вара тăварлă куççульпе иртнĕ», - çак сăмахсемпе Прасковья Васильевна Великанова «Вăрçă ачи» удостоверение тирпейлĕн çулĕк çинчен илсе ман ума хучĕ. [...]

Вĕренÿ

Чĕлхемĕр пуласлăхĕшĕн яваплă

Засвияжски районĕнчи Кротовкăри вăтам шкулта ĕçлекен Татьяна Александровна Храмова вĕрентӳçĕ мана хаваспах хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кĕçĕн классене вĕрентнипе пĕрлех вăл чăваш чĕлхи кружокне илсе пырать. [...]

Ял пурнace

АСлă Нагаткинта кун пек пульница пулман-ха

Район пульницин терапи корпусне тĕп юсав туса хута яни Чăнлă район çыннисемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ. Кун çинчен вĕсем нумай ĕмĕтленнĕ. [...]

Паллa дата

Хыпарсене ăçтан пĕлетĕр?

Авăнăн 8-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчери журналистсен пĕршухăшлăх кунне паллă турăмăр. Çак куна уявлама 1958 çулта Бухарест хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери журналистсен IV форумĕнче йышăннă. [...]

Çамрăк ăру

Хальхи çамрăксем мĕнле-ши?

Ашшĕсемпе ачисем хушшинчи ăнланманлăх паянхи чăнлăх кăна мар. Ĕмĕрсем хушши пырать вăл. [...]

Паттăрлăх

Вăл Çĕнтерӳ ялавне вырнаçтарнă

Нимĕç фашисчĕсене хăйсен йăвине хăваласа кайса пуçĕпех аркатнă хыççăн тепĕр тăватă уйăхран совет салтакĕсем яппун милитарисчĕсемпе вăрçа кĕнĕ. Яппунсем пĕтĕм вăйĕпе хирĕç тăнă пулин те авăн (сентябрь) уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хĕвелтухăç çĕршывĕн патшалăх тата çар пуçлăхĕсен пĕтĕмĕшле парăнни çинчен калакан акта алă пусса çирĕплетме тивнĕ. [...]

истори

ЧĂВАШСЕМ

Чăвашсем – Ульяновск облаçĕнчи вырăс мар халăхсен тĕп ушкăнĕсенчен пĕри. 2010 çулхи халăх çыравĕ тăрăх чăвашсем 8 процент шутланаççĕ. [...]

ентешсем

САХАЛИН ЧĂВАШĔ

Слесарь-инструмента льщик, техник-механик, инженер-механик, механизаципе автоматизаци уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ… Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн -ветерансен канашĕн председателĕ, тăван ялĕн историйĕн тĕпчевçи… Чăваш Республикин «Ăслăлăхпа ӳнер чăваш халăх академийĕ» обществăлла организацийĕн президиумĕн çирĕплетĕвĕпе «Тăван тăрăха тĕпченĕ ĕç-хĕлре çитĕнӳсем тунăшăн» ятлă Спиридон Михайлович Яндуш медальне тивĕçнĕ. Вулакана хытă интереслентерсе янă ентешĕмĕр – РФ ĕç ветеранĕ Иван Моисеевич Кирпичников. [...]

Ачасем ăна юратаççĕ

Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă тенĕ пек Чăнлă посёлокĕнче çуралса ӳснĕ Таисия Ивановна Мискина Ульяновскри педуниверситетран вĕренсе тухнă хыççăн тахçан хăй çӳренĕ ача садне ĕçлеме таврăнать. -Педагог пуласси асра та пулман. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1182(38)№ пичĕ
■ 38(1182)№, 2012, авăн, 20
«Сувар» хаçатăн 1180(36)№ пичĕ
■ 36(1180)№, 2012, авăн, 06