Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1182-мĕш (2012.09.20) кăларăм:


Хыпарсем

Тырçи вĕçленнĕпе пĕрех

Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 424,3 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ – 95,8 процент. Пурĕ 629,7 пин тонна тĕш-тырă çапнă. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

ХУРÇĂ УТА ПĂХĂНТАРНĂ СЕРАФИМА

Çавăн пек çав Чемен хĕрĕсем…   «Ĕçĕсем ăнса кăна пыраççĕ, Кĕçĕн Чемен ĕçчен хĕрĕсен. Ахаль мар пуль каччăсем çунаççĕ Çула май курасшăнах кĕрсе. [...]

Тĕпре – Иван Яковлев халалĕ

Надежда Вармандеевна Романова Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулĕнче 25 çул пуçламăш класс ачисене пĕлӳ тĕнчине кĕме пулăшать. Юлашки икĕ çул вăл чăваш ачисене Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культурине вĕрентет. [...]

Тĕлĕкре – паян та милицире

Василий Анатольевич Артемьев - Çĕнĕ Ульяновскри чăваш юхăмĕн шăнăрĕ тесен те юрать. Вырăнти чăвашсен автономи ертӳçине З. [...]

Пирĕн интервью

Ăмăрткайăк ĕмĕтлĕ чăвашăн ăнăçлă вĕçевĕ

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ, «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ тата директорсен канашĕн пред-седателĕ, чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕн арĕ Анатолий Георгиевич Еленкин 55 çул тултарчĕ. Хисеплĕ чăваша ырă ĕçĕсемшĕн тăван çĕршыв «Çĕрçуллăх меценачĕ» орденпа, иккĕмĕш тата пĕрремĕш степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, «Ульяновск облаçĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» хисеп паллипе наградăланă. [...]

Ял сыннисем

Юратнă ĕçĕ – чечек ӳстересси

Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралса ӳснĕ Елена Николаевна Оброкова 23 çул Тереньга районĕнчи Скугареевка ялĕнче пурăнать. Вĕсен кил-çуртне кĕрсен чаплă оранжерейăна лекнĕн туйăнать. [...]

Астăвăм

АЙДАК — чаплă ĕçсемпе палăрнă ЕРТӲÇĔ

Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза нумай çул ертсе пынă ентешĕмĕр,ЧР Хисеплĕ çынни, РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Аркадий Павлович Айдак авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă тенĕ. Ачак хĕрĕ пулнипе эпĕ ăна 45 çул пĕлетĕп. [...]

Ял пурнace

Ялтан çамрăксем каяççĕ…

Осиповсем Чăваш Кăлаткăра çуралнă, çакăнтах ӳснĕ. Нумай çул вырăнти хуçалăхра вăй хунă. [...]

хăтлăх тăвас килет

ТĔЛĔНТЕРМĔШ ÇЫНСЕМ – ПУР-ХА   Вăл хăй пирки ыттисем мĕн шутланине шута илмест. Ыттисене пулăшас туртăма ачаранах ăшне хывнă. [...]

адвокат хуравлать

Пурнăçа страхлани

Пурнăçа мĕнле страхлаççĕ? Анатолий ВАСЮКОВ. [...]

Вăрçă ачисем

КӲренсен те юрлать

Чăнлă посёлокĕнчи пĕр çурт умĕнче оранжерейăри пек тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешереççĕ. Ку илеме кам тăвать тесе ыйтсан кунта пурăнакансем Анастасия Алексеевна Тарасована тĕллерĕç. [...]

Курăксем типĕтет

Кунтикавра пурăнакан тивĕçлĕ канури çын Раиса Казакова (1936 çулхи) Ульяновск область правительстви, ĕçпе социаллă аталану министерстви хăйĕнпе пĕр çулалли тантăшĕсен ĕçне «Вăрçă ачисем» удостоверенипе кăкăр палли парса тивĕçлипе хаклать тесе шутлать. Унăн пĕчĕк, шуранка алли те 6-7 çултах пиçен-армути çумласа, кĕрепле-кĕреçе тытса Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. [...]

Çамрăк ăру

Кавалери полкĕнче — 15 чăваш ачи

Кремльти Президент полкне Чăваш Республикинчен çулсерен çара илесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кĕске вăхăт хушшинче çак хисеплĕ часть витĕр 90 ытла чăваш ачи тухнă. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1183(39)№ пичĕ
■ 39(1183)№, 2012, авăн, 27
«Сувар» хаçатăн 1181(37)№ пичĕ
■ 37(1181)№, 2012, авăн, 13