Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1187-мĕш (2012.10.25) кăларăм:


Хыпарсем

Сывлăх сыхлавне – 640 миллион тенкĕ

Регионти финанс министрĕ Ольга Максимушкина пĕлтернĕ тăрăх, федераллă бюджетран çитнĕ 613,3 миллион тенкĕрен 460 миллионне облаçри сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма ярĕç. Вĕсенчен 448,6 миллион тенки онкологи чирĕпе чирлекенсене медицина пулăшăвне парассине çĕнетме ямалла. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Волынщиковсем

Мускавра Раççейри ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ чаплă уявпа «Ылтăн кĕркунне-2012» курава хутшăнма маттур чăвашсем тивĕçлĕ пулнине эпир çырнăччĕ ĕнтĕ. Пултаруллă фермерсенчен пĕрисем — ашшĕпе хĕрĕ: РФ ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Ульяновск облаçĕнче Т. [...]

Поэзи хумe cинче

ПУРНĂÇРИ ПĂТĂРМАХСЕМ

Василий Ксенофонтович Журавлёв 1952 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Саплăкра çуралнă. 1970 çулта вăтам шкул пĕтернĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

РУЛЬНА ÇИРĔПРЕХ ТЫТСАМ ЭСĔ, ШОФЁР…

Вăтăр çиччĕмĕш çул транспортпа хуçаланать   Вячеслав Васильевич Салюков – пĕрремĕш класлă водитель – машина рульне тытса Саккунсем кăларакан Пухăвăн Дипломне те, облаçăн сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне те, Ульяновск хулин Думин тĕрлĕ тавĕсене те тивĕçме пултарнă.   Вячеслав Васильевич 1954 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте хăйсен пурнăçĕсене ирттернĕ Нина Ефимовнапа (почтальонкăра вăй хунă) Василий Данилович (Чĕмпĕр чăваш педагогика училищинчен тата парти аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă, пурнăçне вĕрентӳ тытăмĕпе çыхăнтарнă) Салюковсен çичĕ ачаллă çемйинче тăваттăмĕш ача пулса çут тĕнчене килнĕ. [...]

юбилей

ПАЛНАЙ — ÇИРĔМРЕ

* * * Эх, юрлас килет, туссемĕр, Савăнас килет пĕрмай. Хапăл туса йышăнсамăр, Сирĕн умăрта – Палнай. [...]

Йăла-йĕрке

Мĕн вăл чӳк?

Чӳк – Аслă Турра, унăн çемйине тата ăна пулăшакансене (чĕрĕ тата чĕрĕ мар çут çанталăка, этемĕн пĕрлĕхне, çынсене упракан чунсене) парне панипе çыхăннă йăла-йĕрке. Çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк. [...]

Чaваш тeнчи

Тольяттире – Чӳклеме уявĕ

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Тольятти хулинчи филармони çуртĕнче Чӳклеме уявĕ кĕрлесе иртнĕ. Йĕркелекенĕ—вырăнти чăвашсен автономийĕ. [...]

Чăваш наци конгресĕ – 20 çулта

  Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш Аслă пухăвĕ иртнĕ. Унта пурĕ 905 делегат суйланнă, вĕсенчен 885-шĕ конгресс ĕçне хутшăннă. [...]

Ваççа Аниççи çинчен – фильм

Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар шкулĕсенче Вера Львова çыравçă тата режиссёр ӳкернĕ «Ят-сум патне – вăрăм çул» (Долгий путь к признанию) документлă фильма пахаланă. Çакна палăртмалла: ăна ятарласа шкул ачисем валли ӳкернĕ. [...]

17-мĕш чĕлхе фестивалĕ иртнĕ

Юпан 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ иртнĕ. Фестивале Раççейпе республикăн экономика аталанăвĕн тата вĕрентӳ министерствисем, «Ăнăçулăх чĕлхи» ют чĕлхисен шкулĕ тата «Хавал» пĕрлешӳ пулăшнипе Чăваш Республикин çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ йĕркеленĕ. [...]

Шевле çути

Сивĕ çил çупăрлать çурăма

Пурнăç ирĕк инкек çук чухне, Шухăшсем çук çамрăк пуç çинче. Мерчен куçлă ылтăн çĕррĕме, Тупаймарăм шывăн тĕпĕнче. [...]

Cивeч ыйту

Иван ИЛЬГАЧЁВ – çĕршыв мăнаçлăхĕ

«Вăрçăра пурте герой пулнă. Анчах та кашнин кăкăрĕ çине çăлтăр çакма май çук. [...]

cемье

Ачасене лайăх çемьере ӳстермелле

"Ача" тата "çемье" сăмахсем пĕр-пĕринпе сылтăм куçпа сулахай куç пекех çирĕп çыхăннă. Çемье çирĕп, ашшĕ-амăшĕ аван пулсан ачисем те лайăх çитĕнеççĕ – вĕренмесĕр аташса-çапăçса çӳремеççĕ. [...]

Конкурс

ПОЛОЖЕНИЕ

  о проведении Областного детского фестиваля-конкурса чувашского народного творчества “Путене” (“Перепёлочка”)   Учредители конкурса: -Министерство искусства и культурной политики Ульяновской области; -Ульяновская областная чувашская национально-культур ная автономия; -Министерство образования Ульяновской области. Организаторы конкурса: -ОГУК “Центр народной культуры” Ульяновской области; -Филиал Центр по возрождению и развитию национальных культур. [...]

Утаман

Ăсатса ярăр, тăвансем, каятпăр…

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен регионра облаçăн тата район шайĕнчи 24 призыв комиссийĕ ĕçе пуçăннă. Вĕсен ларăвĕсем витĕр 8000 çамрăк ульяновец тухмалла. [...]

Кун хыççăн кун

Ял хуçалăх çитĕнĕвĕсемшĕн чысланă

Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2012» куравра Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕпе промышленность предприятийĕсем 23 медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен 9-шĕ ылтăн, кĕмĕл – 9, бронза – 5. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван халăхăн культурине, çав шутрах чĕлхе пуянлăхне, упрама тăрăшни этеме обществăра илем кӳрет. Çын хуть мĕнле профессипе ĕçлесен те сăмах типтерлĕхĕшĕн тăтăшах тăрăшмалла. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1188(44)№ пичĕ
■ 44(1188)№, 2012, чӳк, 01
«Сувар» хаçатăн 1186(42)№ пичĕ
■ 42(1186)№, 2012, юпа, 18