1189-мĕш (2012.11.08) кăларăм:
Лару
Правительство çуртĕнче Национальноçсен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр илсе пычĕ. Унта кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи (советникĕ), УОЧНКА пуçлăхĕ В. [...] |
Cырусем
Канаш» хаçатăн 41-мĕш номерĕнчи Елена Мустаева илнĕ кĕске ыйтăмра мана Ирина ятлă 46 çулхи хĕрарăм хуравĕ чĕрене ыраттарчĕ.
Эсĕ, Ирина, аннӳ патне яла кайса çӳретĕн. [...] |
юбилей
Юпан 31-мĕшĕнче Раççейре кăна мар ун тулашĕнче те паллă вĕрентӳçĕ-ăсчах, этнопедагогика никĕслевçи, И.Я.Яковлев еткерлĕхне тĕпчекен хастарçă, педагогика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор, çыравçă, куçаруçă, критик Геннадий Никандрович Волков (Кашкăр Хуначи) çуралнăранпа 85 çул çитрĕ.
«Кашни халăхăн хăйĕн апостолĕсем – наци идейине халăх хушшине саракансем, халăха çĕнĕрен çĕкленме чĕнекенсем – пур. [...] |
Тĕпчев
(А.Г.Дмитриев-Ырьятă н илем лаççинче туптаннă пултарулăхĕ)
Быть знаменитым некрасиво… (Чаплă çын пулма илемсĕр…)
Борис Пастернак.
Пĕрре курсах кăмăлласа, юратса пăрахма пулакан çынсем пур. [...] |
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – ватăсен кунĕ. Чӳрекел ялĕнчи ватă çынсем çак куна питĕ кĕтеççĕ. [...] |
Чaваш тeнчи
Шупашкарта октябрĕн 26-27-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресне йĕркелесе янăранпа 20 çул çитнине халалласа тăванлăхпа пĕрлĕх уявĕ иртрĕ. Унта УОЧНКА (председателĕ В. [...] |
Вĕренÿ
Валентина Александровна Ильдутова вĕрентӳçĕ Малаелĕнчи шкулта 35 çул вăй хурать. Вĕсенчен 15 çул чăваш чĕлхи кружокне илсе пырать. [...] |
Чăн пулни
Пирĕнпе юнашар пӳлĕмре пурăнатчĕç вĕсем – юрист пулма хатĕрленекен аппăшĕпе йăмăкĕ Маринăпа Инна тата вĕсен юлташĕ Наташа, пулас психолог. Шухă та лара-тăра пĕлмен Маринăпа Инна йăл кулăллă, лăпкă, сăмаха шухăшласа çеç калакан Наташăпа пĕрремĕш курсрах туслашса кайрĕç. [...] |
Паллa дата
«Эпĕ ачаранах çар çынни пуласшăнччĕ, яланах пакунсем йăтса çӳреме ĕмĕтленеттĕм»,-тет Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Управленийĕн Ульяновск хулинчи Чукун çул районне пăхса тăракан полици уйрăмĕн пуçлăхĕн пулăшаканĕ, Хăюлăх орденĕн кавалерĕ, полици майорĕ Александр Токмаков.
Яшлăхри тĕллевĕн малтанхи пайне пурнăçлама май килеймест чăваш каччин. [...] |
Йĕркене сыхлакансем пирки – Польша публицисчĕ Януш Васильковский: «Час-часах таса мар ĕçе пурнăçлама таса алăллă çынсем кăна пултараççĕ», - тенĕ.
Полици ĕçне таса мар ĕçпе танлаштарать публицист, мĕншĕн тесен вĕсен кунĕпе «пурнăçри тасамарлăхпа» тĕл пулма тивет. [...] |
Утаман
Эпĕ вăтăрта. Кашни утăмрах пĕлĕшсем: «Эсĕ халĕ те авланман-и-ха? [...] |
Чăваш чĕлхи
Анне панă кăкăр сĕтĕнче, хам çуралса ӳснĕ çĕрĕм-шывăм сывлăшĕнче, çĕр çыннин тарĕпе тăварланнă çăкăрта, тăрна куçĕ пек тăрă çăл куçри сиплĕ шывра туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, ачаш чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем – анне чĕлхи! [...] |
ентешсем
«Пурнăçри чи пысăк ăнăçу – ырă çынна качча кайса çĕршыва юрăхлă ывăлпа хĕр çитĕнтерни»,- терĕ Çĕнĕ Ульяновск хулинче пурăнакан Клавдия Разматова. Аса илмелли, мăнаçланмалли Клавдия Ильинична пурнăçĕнче татах пур: нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, Хулаçырминчи шкултан сакăр класс пĕтерсе тухнă хыççăн Ульяновскри кĕнеке техникумĕнче ятарлă вăтам пĕлӳ илнĕ, лавккаçăра ĕçленĕ. [...] |