Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1190-мĕш (2012.11.15) кăларăм:


Хыпарсем

Сергей Морозов Америкăри Митрополитпа тĕл пулнă

  Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Вырăс Православи чиркĕвĕн ют çĕршыври первоиерархĕпе Хĕвелтухăç Америкăри, Нью-Йоркри Митрополичĕпе Илларионпа тĕл пулнă. Митрополитăн Нью-Йоркри резиденцинчи иртнĕ калаçура Чĕмпĕрти кадет корпусĕн ялавне Ульяновск облаçне тавăрасси пирки пынă. [...]

Шухашлаттаракан ыйту

Чăваш мĕншĕн хăй чĕлхинчен вăтанать?

Çĕнĕ Хулана каякан маршруткăна чикансем шавласа кĕчĕç. Вĕсем Тури Террасăра, чукун çулăн леш енче, пурăнаççĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Мĕнпур ĕçĕм – халăхшăн

Геннадий Тимофеевич Антонов – Раççей Хисеплĕ донорĕ   Тереньгана пырсан ун тăрăхĕн ертӳçипе Геннадий Антоновпа тĕл пулса калаçрăм. Геннадий Тимофеевич хăйсен ытарайми тавралăхĕпе пуянлăхĕ çинчен, кулленхи ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. [...]

Cырусем

Илемлĕ те кирлĕ кĕнеке

Мария Алексеевнапа Василий Алексеевич Селендеевсем çырса кăларнă «Чăвашкасси: мĕнпур ăрури ял çыннисен шăпи çинчен» кĕнекине çемьепех пăхса тухрăмăр. Çак кĕнекере пирĕн ял историйĕ, 35 йăхăн тымарĕ. [...]

Cамрaксен страници

Çамрăксене мĕн интереслентерет?

Çирĕм пĕрмĕш ĕмĕр… Çĕр çинче пурăнакан çамрăк ăру хальхи саманара мĕнпе интересленет? Мĕне хаклать, пурнăç çине еплерех пăхать, мĕн пирки ĕмĕтленет? [...]

Сансăр пурнăç çук

Чунăм ыратать… Чĕрем тухса тарасла тапать… Тепĕр тесен тапатех-ши вăл? Юлашки вăй-халне пухса аран-аран шаккать. [...]

юбилей

Ваççа Аниççине

Пурччĕ, пур ман икĕ Турă Чи кирли те чи пахи: Малтанхи – Литература, Иккĕмĕш – Чăваш чĕлхи.   Революциччен çырни те Чун валли апат пекки. [...]

Юбилей ахрăмĕ

Уважаемый Анатолий Фёдорович! От имени Правительства Ульяновской области и от себя лично поздравляю Вас с Юбилеем! [...]

Пирĕн интервью

Александр Вражкин: «Эпĕ чунпа тăван тăрăхран ниçта та кайман»

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти «Чĕмпĕр Ен» ентешлĕхĕн пуçлăхĕн, «СВ-Пресс» издательство директорĕн, "Канаш" хаçат тусĕн А.Н. Вражкинăн юбилей – 50 çул тултарать. Ентешĕмĕр Ульяновска та час-часах килсе каять, кунти чăвашсен культура пурнăçне хастар хутшăнать. [...]

юбилей

Эпĕ Ваççа Аниççине курнă

Раштавăн 25-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш поэтесси Анисия Васильевна Княгинина çуралнăранпа 120 çул çитет. Вăл Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралнă. [...]

Пĕлтерӳ

Пĕчĕк Дима пулăшу кĕтет

Çĕнĕ хулара пурăнакан 2 çулхи Дима Зима ăнсăртран йывăр чирлесе ӳкнĕ. Магнитпа резонанс томографийĕ тата тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, Димăн пуç мимин ракĕ (окклюзионная агрессивная гидроцефалия). [...]

Тĕпчев

Пурнăç таппипе тан утакан поэт

Пурнăç таппипе тан утакан поэт   Кашни çыравçă кĕнеки алла лексен унăн ĕçне тивĕçлĕ хак парас килет. Анатолий Юман мана хăйĕн «Суйласа илнисем» кĕнекине парнелесен ăна вуласа тухса тишкермесĕр тӳсеймерĕм. [...]

Таврапĕлӳ

Тăван йăх çинчен

Чăваш Енри Тăвай (Янтиково) ялĕ – халĕ район варри шутланать. Янтик (тутар сăмахĕ, тăвайкки), 1555 çулта пуçланса кайнă. [...]

Культура

Пултарулăх ĕçĕнче – 40 çул

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Литература музейĕнче Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинра пурăнакан РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, композиторăн, поэтăн Валентина Николаевна Игнатьеван (Тарават) пултарулăх каçĕ иртнĕ. Ăна пирĕн ентеш хăй пултарулăх ĕçне тытăннăранпа 40 çул çитнине халалланă. [...]

Уяв

Ваççа Аниççи юбилейĕ тĕлне

Ваççа Аниççин литературăри шăпи тĕлĕнмелле пулса тухнă. 1907 çулта «Хыпар» хаçатра «Ялта» ятлă сăвви çапăннă хыççăн вăл темиçе теçетке çул хушши «çухалса» пурăннă. [...]

Вĕренÿ

Тĕн культурин никĕсне вĕрентни ачасене кирлĕ

Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан пур шкулсенче те кăçалхи вĕренӳ çулĕнчен çĕнĕ предмет кĕртнĕ. Вырăсла ăна «Основы религиозной культуры и светской этики» тетпĕр. [...]

cемье

Çырăнсан аван-и е çырăнмасан-и?

Хĕвеланăç çĕршывĕсенче гражданла мăшăрлану тахçанах аталаннă. Халĕ çырăнмасăр пурăнасси пирĕн патăмăрта та анлă сарăлчĕ. [...]

Конкурс

Пĕчĕк-ха вĕсем, анчах чунпа – УЛĂПСЕМ

«Губернаторский» Культура керменĕн пĕчĕк залĕнче облаçри 3-10 çулти шăпăрлансен пултарулăх ăмăртăвĕ – «Путене» – 2012» - иртрĕ. Кăçалхи уява 200 яхăн ача-пăча хутшăнчĕ. [...]

спорт

Станислав Донец – чи лайăх ишевçĕ

Ульяновск облаçĕнчи спортсмен Станислав Донец Çĕр чăмăрĕ çинчи чи лайăх виçĕ ишевçĕ йышне кĕнĕ. Тĕнче кубокĕшĕн иртнĕ ăмăртура Димитровград спортсменĕ 14 ылтăн тата 3 кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

  Çĕмĕрт пек хуп-хура тăпрара, пыл сапан çăка çулçи пек ешерсе-çуталса выртакан улăхăм-çаранăмра, тинĕс пек хумланса шавлакан вăрманăмра, Пайтул утаман юррисене юрлакан Атăлăмра туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, ĕмĕрсем хушши куç шăрçи пек упранса килнĕ кăвар чĕлхем, тăван чĕлхем! Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи! [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1191(47)№ пичĕ
■ 47(1191)№, 2012, чӳк, 22
«Сувар» хаçатăн 1189(45)№ пичĕ
■ 45(1189)№, 2012, чӳк, 08