Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1191-мĕш (2012.11.22) кăларăм:


Хыпарсем

Çынсене хӳтĕлемелле

  Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнче пурăнакансене пахалăхсăр çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерӳсенчен хӳтĕлессине вăйлатма хушнă. Кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе, юлашки вăхăтра граждансенчен çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн ытлашши укçа илеççĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Унăн ячĕ – сумлă кĕнекере

Ĕçпе пиçсе ӳснĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен тăван колхозра вăй хунă ентешĕмĕрсенчен пĕрисем Эврелĕнче – Тойгильдинсем. Иккĕшĕн те тĕрлĕ çулсенче илнĕ «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» кăкăр паллисем, «Ĕçре палăрнăшăн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсем пур. [...]

ЧăхĂсене те укол тăваççĕ

Пётр Криков ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратнă, хур кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Каярах çак туртăм ăна чуна килĕшекен професси илме пулăшнă. [...]

Пирĕн интервью

Николай ПАЙМУШКИН: «Алла киçтĕк тытсан тĕнчене манатăп»

Унăн ĕçĕсем кашни курава илемлетеççĕ   Ульяновск облаçĕнчи ӳнер тĕнчинче чăвашсем те сахал мар. Ентешĕмĕрсен хăйнеевĕрлĕ пултарулăхĕ Чĕмпĕр художникĕсен ятне-сумне çĕклет. [...]

юбилей

Кулăш ăсти – Степан Аслан

Паллă прозаик, очеркист, кулăш ăсти Степан Степанович Аслан çуралнăранпа чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче 95 çул çитет. ЧР патшалăх кĕнеке палатинче унăн 19 кĕнеки, 200 ытла калавĕсемпе очеркĕсем, повеçĕсемпе романĕсем, статйисем тата ун çинчен çырнă паха материалсем упранаççĕ. [...]

Сывлăх

Шăнса пăсăлнинчен сыхланăр!

Час-часах эпир «шăнтăмăр, чирлерĕмĕр» тенине илтетпĕр. Уйрăмах вĕсем ултавлă кĕр кунĕнче тата хĕлле илтĕнеççĕ. [...]

Таврапĕлӳ

Каша ялĕн историйĕ

Каша ялĕн çыннисем Атăл шывĕ çинче пуян купсасен баржисене сĕтĕрекен чăваш бурлакĕсенчен йăхса кайнă. Ун пирки манăн асатте — Капкух Яккăвĕ — махоркăпа чĕлĕм туртса калаçса ларнине халĕ те астăватăп-ха. [...]

Культура

Данила Логинов – чи лайăххи

  Мускаври тăваттăмĕш «Парамузыкальный фестивалĕн» суйлав тапхăрĕнче пултарулăх канашĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Ульяновскри Данила Логинов фортепиано калакан чи лайăх çамрăк музыкант. Раштавăн иккĕмĕшĕнче Мускаври «Россия» пысăк концерт залĕнче иртекен концертра Данила Президент оркестрĕпе пĕрле сцена çине тухĕ. [...]

Чaваш тeнчи

Курмаюрăсен хăтлавĕ иртрĕ

Шупашкарти патшалăх филармони залĕнче «Тăвансемĕр пĕрле чухне, ай, юрлар-и юррине» курмаюрăсен пуххин хăтлавĕ иртрĕ. «САЛАМ» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн илемлĕх ертӳçи Владимир Карсаков кĕскен хăтлав историйĕпе паллаштарчĕ. [...]

Уяв

Сăри ӳсĕртрĕ – хăни савăнчĕ

Ульяновскри «1 Мая» Культура керменĕнче чăвашсен пысăк уявĕ - Кĕр сăри иртрĕ. Ăна Ульяновск хулин культура управленийĕ, «Единая Россия» партин Ульяновск облаçĕн политканашĕ, Анат Террасăри округ депутачĕ Николай Лазарев тата «Еткер» телекăларăм йĕркелерĕç. [...]

Чăваш писателĕсем

УХТЕР АЧИ

(Очерк)   Эпĕ хаçатра ĕçлеме пăрахни чылай пулать ĕнтĕ. Тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă. [...]

Вăрçă ачисем

Хăй ытти çынсене кирлине тĕпе хурса пурăнать

Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте 1934 çулхи çу (май) уйăхĕн 17-мĕшĕнче çут тĕнчене килсе паянччен тĕпленсе пурăнакан Василий Иванович Мартышкинпа тĕл пулсан чи малтанах: «Пурнăç хакĕ мĕнре-ши?» - тесе ыйтрăм. [...]

Харпaр шухaш

Чăваш, санпа хăçан пӳтлĕ чĕлхепе калаçма тытăнĕç-ши?

Н.И. Егоров профессорпа пирĕн таврари поэтсем пĕр пек шухăшлани çинчен вуласа пĕлтĕмĕр ĕнтĕ "Канаш" хаçатăн 39-мĕш номерĕнче. Çын шухăшĕ вăл чараксăр, вăл аслă Турă шухăшĕпе те тан пулма пултарать, анчах та шухăша пурнăçа кĕртмесен — вăл пушă шухăшах тăрса юлать. [...]

Шăпа

ИкĔ аннене те юрататтăм

Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче пурăнакан Раиса Емельянован хĕр чухне икĕ хушамат, икĕ ашшĕ ячĕ пулнă. Çавна май ашшĕпе амăшĕ те икшер. [...]

Кун хыççăн кун

«Ульяновская правда» — 95 çулта

  Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Ульяновская правда» хаçат редакцине облаçăн пурнăçне туллин çутатнăшăн, çын хушшине хыпар сарнăшăн «Ульяновск облаçĕ умĕнче палăрнăшăн» мухтав паллипе наградăланă. Регион пуçлăхĕ редакци коллективне хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 95 çул çитнĕ ятпа саламланă, тĕп редакторне Ирина Арановскаяна уйрăм парне – фотокамера – парнеленĕ. [...]

спорт

2015 çулта Шупашкарта Европа ăмăртăвĕ иртĕ

Европăри çăмăл атлетикăн ассоциацийĕн Бухарестра иртнĕ ларăвĕ 2014 тата 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен чемпионатне ирттерме тивĕç хуласене палăртнă. Европа ăмăртăвне ирттерме кăмăл тунисен йышĕнче 9 хула пулнă. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Аслă хирте трактор тытса пыракан аттен çирĕп шăнăрлă аллисенче, кăпăшка çĕре акса хăваракан ылтăн пĕрчĕре туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, çепĕç чĕлхем, тăван чĕлхем! Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи! [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1192(48)№ пичĕ
■ 48(1192)№, 2012, чӳк, 29
«Сувар» хаçатăн 1190(46)№ пичĕ
■ 46(1190)№, 2012, чӳк, 15