Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1195-мĕш (2012.12.20) кăларăм:


Хыпарсем

Тĕп ёлка – тĕп лапамра

Раштавăн 25-мĕшĕнче Ульяновск хулинче тĕп ёлка уçăлмалла. Культура управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çул мероприятийĕсем Ленин лапамĕнче иртмелле. [...]

Халах пултарулахе

Пурнăçне вĕрентӳпе пултарулăх ĕçне халалланă

Кам шутланă çак пĕчĕкскер пӳ-силлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ чăваш хĕрарăмĕнче çав тери пысăк хавхалану, иксĕлми вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрать тесе? Утмăл пилĕк çулта та вăл 45-46 çул каяллахи пек ачасене юратать, куллен ирпе шкула çӳрет, унри пултарас-тăрăшас кăмăлĕ çамрăксене ăмсантарать. [...]

Ульяновск облаce

Çĕр-Анне – эпĕ сан ывăлу!

Раççейĕн пĕр тĕлĕнмелле илемлĕ пĕчĕк кĕтесĕ – манăн тăван ялăм Чӳрекел – хурăнсемпе утмăл турат чечекĕсем хушшинче вырнаçнă. Кунта Тăван çĕршыва, тăван халăха, тăванĕсене чун-чĕререн юратнă ман мăн асаттесемпе асаннесем çуралса пурнăçне ирттернĕ. [...]

Cырусем

Ашмарин словарĕ пирки пĕлес килет

Нумаях пулмасть «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» кун çути курнă пирки «Канаш» хаçатра вуласа пĕлтĕм. Унччен чăвашсен çав йышши 17 томлă Н. [...]

презентаци

Кĕнеке – нумай çулхи ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Ульяновскри 17-мĕш номерлĕ «Содружество» вулавăшра Лидия Фёдоровнапа Светлана Григорьевна Ярославскаясем кăларнă «Наши помощники в лесных делах» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ. Мероприятие вырăнти чăваш таврапĕлӳçисем, вĕрентекенсем, çыравçăсем, Ульяновскри иккĕмĕш номерлĕ ачасен пултарулăх çурчĕн педагогĕсемпе вĕренекенĕсем, Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. [...]

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çутта кăларчĕ

Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче тĕлĕнмелле сапăр хĕрарăмпа паллашрăм. Ăна Зоя Петровна Петрюкова тесе чĕнеççĕ. [...]

Вĕренÿ

Чĕлхе тата халăх этеплĕхĕ вĕренӳре

РФ наци вĕренӳ никĕсĕнче çапла палăртнă: вĕренӳ тытăмĕ халăхсен ăруран ăрăва куçса пыракан йăли-йĕркине, этеплĕхне çĕнетсе аталантарма, анлă сарма, Раççей халăхĕсен культура никĕсĕ çинче çамрăксене воспитани пама майсем уçать. Халăх педагогикин чи çивĕч ыйтăвĕсене монографи ярăмĕн авторĕ Г. [...]

Ирина МЕЩАНОВА: «Чăваш чĕлхи чуна ăшăтать»

«Савăнмалли вăхăтсем пурнăçăмра нумай пулнă. Чуна илĕртекеннисем те чылай: чăваш сăвви-юрри тĕнчи, кĕвĕ-çемĕ асамлăхĕ… Ялан вĕсем патнелле туртăнатăп. [...]

Шевле çути

Тупăшлă ĕç

(Шӳтлĕ калав)   - Ну, мĕнле, ĕçе кĕтĕн-и? – ыйтрĕ арăмĕ Тяпкинран. [...]

МУЛКАЧ ВИЛĔМĔ

Мулкача хăравçă чĕр чун теççĕ. Çапах ун çинчен нумай каласа пама пулать. [...]

Чăваш писателĕсем

К Ӳ Р Ш Ĕ Р Е

(«Манăн пурнăç» повеçри сиксе юлнă сыпăк)   1951 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче анне вилнĕ хыççăн Геннадий шăллăмăн виçĕ çул хушши кӳршĕсем патне куçса пурăнма тиврĕ. Пичетре эпĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи Мĕтрик тетепе унăн мăшăрĕ Селиме акка кӳршĕ кил-йышĕ çинчен асăннăччĕ-ха. [...]

cемье

Иртни канăç памасть

Эпир мăшăрланнăранпа иккĕмĕш çул кăна-ха. Пĕрре упăшка мана паллашиччен унăн юратнă хĕрарăмĕ пурри пирки пĕлтерчĕ. [...]

Конкурс

çĕнтерӳпе таврăннă

Раштавăн 6-9-мĕшĕсенче Самар хулинче «Волна успеха» ятпа ачасен пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш конкурс-фестивалĕ иртнĕ. Унта Димитровградри «Соловушки» юрă ушкăнĕ хутшăнса 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. [...]

Фестиваль ташă-юрăпа çиçрĕ, кĕрлерĕ

Чăвашсен вĕри чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши чĕнсе каланă «Чăваш ачи, сассуна пар!» сăмахсемпе пуçларĕç облаçри ача-пăча фестивальне Алёна Карсакова тата Екатерина Артемьева ертӳçĕсем. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш ачине   Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм: Хăçан кăтартăн халăхна Ху чĕлхӳне хăват кĕртмешкĕн Тĕнчене килнĕ ывăлна?   Кăвар чĕре! [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1196(52)№ пичĕ
■ 52(1196)№, 2012, раштав, 27
«Сувар» хаçатăн 1194(50)№ пичĕ
■ 50(1194)№, 2012, раштав, 13