Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1209-мĕш (2013.04.04) кăларăм:


И.Я.Яковлев

Чĕмпĕр чăваш шкулĕн пĕрремĕш вĕренекенĕ

Алексей Васильевич Рекеев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тĕле   Чăваш çут ĕçĕн историйĕн паллă страницисенчен пĕрне чăваш çырулăхĕпе литературин никĕслевçисенчен пĕри, питĕ пултаруллă вĕрентекен тата этнограф Алексей Васильевич Рекеев çырнă. Çак кунсенче вăл çуралнăранпа 165 çул çитет. [...]

Хыпарсем

Пĕтĕмĕшле çуртшăн тӳлессине пăрахăçланă

Облаçри экномика министерстви регионти расчётпа информаци центрĕн (РИЦ) тата çурт-йĕр управляющисен ĕçĕсене тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсем Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе Ленин, Засвияжски, Заволжски тата Чукун çул районĕсенче иртнĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Çирĕм çул ытла çурт купаланă

Халăхра пӳрт тăвасси арçын ĕçĕ теççĕ пулин те стройкăра, çав шутра каменщиксем хушшинче, хĕрарăмсем чылай. Сĕве хĕрринче Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ Вера Ивановна Арабалеева (хĕр хушамачĕ Лискова) та стройкăра 1972 çултанпа вăй хурать. [...]

Полици ĕçĕнче хĕрарăм пĕлтерĕшĕ пысăк

«Ят-сума чакармасăр, пуçа усмасăр – малтан мала!» Пурнăçра çак сăмахсен чăнлăхне тĕпе хурать полици ĕçченĕ Анна Григорьева. [...]

Юн памалла-ши?

Çак ыйтăва Аслă Нагаткинта пурăнакан Лидия Фёдоровна Коблова пĕрремĕш хут иккĕленмесĕр «памалла» тесе хуравланă. Кун хыççăн вăл патшалăха тӳлевсĕрех 80 хут ытла юн панă. [...]

Лару

Пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашнă

Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт пуш уйăхĕн вĕçĕнче çĕнĕ вĕрентӳ проекчĕсен тĕнче шайĕнчи ярмăркка-куравне ирттерчĕ. Облаçри шкулсенчен тата ытти регионсенчен килсе çитнĕ педагогсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. [...]

Пирeн урамсем

Наталья Корункова ячĕллĕ

Ульяновскри Засвияжски районĕнче Наталья Корункова ячĕллĕ урам пур. Кам вăл? [...]

Паллa cынсем

Вăл халăх пуласлăхĕшĕн çуннă

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче чăваш литературинче пысăк вырăн йышăнакан, чăваш литературин (тĕрĕсрех - калавĕн) ашшĕ шутланакан Иван Николаевич Юркин (Юркка Иванĕ) çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Юбилея писатель çуралнă Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче анлă паллă тунă. [...]

Культура

Ӳнер ăстинчен – маçтăр-класс

Ульяновскри халăх пултарулăхĕн музейĕнче тăмран кӳлепесем тăвакан тата ӳкерсе илемлетекен ӳнер ăсти, хулари 25-мĕш шкулта «Халăх ĕçĕсем» пĕрлешĕве ертсе пыракан Галя Елисеева Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнче I тата III курссенче вĕренекен чăваш пикисемпе маçтăр-класс ирттерчĕ. Теми – К. [...]

Ял сыннисем

ЫРĂ ĔÇ ИКĔ ĔМĔРЕ ЮЛАТЬ

Кунтикаври ял администрацине кĕрсен унăн ĕçченĕсем шăпах «Канаш» хаçатăмăрăн çĕнĕ номерне сӳтсе яватчĕç. -Эпир чи малтан хаçат страницисенче ентешĕмĕрсен сăнĕсем пурри-çуккипе кăсăкланатпăр,- терĕç кăмăллăн кулса. [...]

Шевле çути

Юн шыв мар

Повесть   (Малалли. Пуçламăшĕ 10-12-мĕш номерсенче. [...]

Вăрçă ачисем

Вăрçă ахрăмĕ – чун суранĕнче

Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1925 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Любовь Ивановна Ледюкова (Чатта) кун-çулĕ хура-шурă йĕрсенчен тăрать.   1921-22-мĕш çулсенче шурă финсем Совет Карелине тапăнсан, 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă тапрансан Любовь Ивановна ашшĕ – Иван Сергеевич Чатта – тăван çĕршыв чиккисене сыхлать. [...]

спорт

«Спартакра» чăваш каччи вылять!

Шупашкарта тухса тăракан «Тантăш» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, Раççейри чи паллă футбол командинче — Мускаври «Спартакра» — чăваш каччи Николай Фадеев вылять. Фадеевсен çемйи Чĕмпĕрте пурăнать. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Çуралаççĕ сăмахсем: Тĕнче уçлăхĕ, вĕçевçĕ; Спутник космос тенĕçем Уйăхăн тӳнтерĕ теççĕ. Çĕнелсех пырать чĕлхе, Вăл хытман ĕмĕрлĕхе. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1210(14)№ пичĕ
■ 14(1210)№, 2013, ака, 11
«Сувар» хаçатăн 1208(12)№ пичĕ
■ 12(1208)№, 2013, пуш, 28