Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1214-мĕш (2013.05.08) кăларăм:


Вăрçă – хурлăх…

Ыйхăран çынсем вăраннă - Хĕç-пăшал сасси кĕрлет. Снарядсем çĕре аркатнă – Куççуль тăкăннă çĕре. [...]

виç кĕтеслĕ çырусем

Ентешсен çырăвĕсене тăнăçлă саманара пурăнакан çамрăк ăру çыннисене вуламашкăн ярса паратпăр. Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ. [...]

Ветерансен речĕ сайралать

Çинкĕл районĕнчи Уличере Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă виçĕ ветеран тăрса юлчĕ. Вĕсенчен те пĕри кăна – Анатолий Виссарионович Жегалин – çапăçу хирĕнче тăшманпа куçа-куçăн çапăçнă. [...]

Çĕнтерӳ уявĕ

Хĕллене пĕтĕмпех çĕнтерсен çуркунне, Сар хĕвел ăшшипе чĕрĕлсен чечексем, Инçетри кăнтăртан таврăнса шăпчăксем Кашни каç шăратма тытăнсан юрăсем Ирттеретпĕр эпир Çĕнтерӳ уявне.   Юратаççĕ пурте Çĕнтерӳ уявне, Пит кĕтеççĕ ăна вăрçăра пулнисем. [...]

Хыпарсем

Çураки пуçланчĔ

Çураки Ульяновск облаçĕнче хăвăрт утăмсемпе пырать. Регионăн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, çурхи культурăсене паян 265,5 пин гектар çине акса хăварнă. [...]

И.Я.Яковлев

И.Я.Яковлев ячĕ – ĕмĕр-ĕмĕре

Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ министерстви, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт тата облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленипе ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă «Хальхи вĕренӳре И.Я.Яковлевăн педагогикăри еткерлĕхне ĕçе кĕртесси» ятпа Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн залĕнче облаçри шкулсенче чăваш чĕлхипе литература предметне, чăваш культурине факультативсенче тата кружок мелĕпе вĕрентекенсем, шкулсенчи музей ĕçченĕсем пухăнчĕç. [...]

Владимир СВАЕВ: «Иван Яковлев хушса хăварнине кулленхи ĕçсемпе çирĕплететпĕр»

Аслă Вĕрентекенĕмĕр И. Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă тĕп уяв «Губернаторский» Культура керменĕнче иртрĕ. Унта облаçри чăвашсен обществăлла организацийĕсем, Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕрлĕ çулсенче пĕтернисем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, студентсемпе преподавательсем, пултарулăх ушкăнĕсем, чăваш хастарĕсем хутшăнчĕç. [...]

Яковлев чунĕ пирĕнпе пĕрле пулнине туйрăмăр

Акан 25-мĕшĕнче Чăваш Патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă çĕршывра чаплă уяв кĕрлерĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă мероприяти темиçе тапхăрпа Теччĕ район центрĕнче тата Кăнна-Кушки ялĕнче иртрĕ. [...]

Çĕнĕ хулара – Чăваш чĕлхи кунĕ

Заволжски районĕнчи чăваш чĕлхипе культурине вĕрентекен 63, 72 тата 73-мĕш шкулсем 64-мĕш шкула пуçтарăнса Чăваш чĕлхи кунне ирттерчĕç. Мероприятие пĕтĕмĕшле И. [...]

Патриархăмăрăн пурнăçĕ – документсенче

«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра Патриархăмăрăн пурнăçне документсемпе çирĕплетсе паракан мероприяти иртрĕ. Ăна Ульяновск облаçĕнчи патшалăх истори архивĕн тата Чăваш Республикин патшалăх архивĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç. [...]

Халал пичетлесе кăларнă

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн Чукун çул районĕнчи «Килĕшӳ» уйрăмĕ тата облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г.Еленкин чăваш халăхне çутта кăларакан çыннăмăр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ ятпа Патриархăмăрăн тăван халăха панă Халалне пичетлесе кăларса асăнмалăх парне тунă. Ăна А3 форматпа яка хут çине уйрăм пичетленĕ, текста чăвашла çырнă. [...]

Халăхăмăрăн ăс-хакăл ашшĕне халалласа

Димитровградри краеведени музейĕ йĕркеленипе хулари Е.П. Славский ячĕллĕ ăслăлăхпа культура центрĕнче «Духовный отец нации» темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалларăмăр. Конференцие хатĕрленме 2012 çулхи çу уйăхĕнчех тытăннă: йĕркелӳ комитечĕ чăмăртанă, И. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Пурнăçа пушар ĕçĕпе çыхăнтартăм

Ачалăх вăхăтĕнче пушар сӳнтерекен пулас шухăш пуçа кĕмен те. 1969 çулта вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухсан салтак ячĕ тухрĕ. [...]

Тĕлпулу

Ватлăх та хаваслă, канлĕ – чыс тусан

«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра Патриархăмăр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа 1951, 1954, 1956 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнисем (Ульяновск облаçĕн халăх вĕренӳ пайĕн 1956 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе хупăннă) йăлана кĕнĕ тĕлпулăвне пуçтарăнчĕç. Музей вырнаçнă çурта 128 çул каялла туса лартнă. [...]

Йăла-йĕрке

Тимĕрçенти мункун

Мункун (Мăнкун) – христиансен çуркуннехи уявĕ шутланать. Православи тĕнне йышăнсан чăвашсемшĕн те вăл пысăк уяв пулса тăнă. [...]

Культура

Кĕмĕл саслă чăвашсен уявĕ

Акан 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ керменте Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» XIV конкурс-фестивалĕ иртнĕ. Унта хутшăнма 16-35 çулсенчи 42 юрăç кăмăл тунă. [...]

Чaваш тeнчи

Красноярск чăвашĕсен чĕлхе уявĕ

  Красноярск тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем кăçал саккăрмĕш хут Чăваш чĕлхи кунне уявларĕç. Чăваш чĕлхи кунне паллă тума тăван чĕлхене чунтан юратакан 100 çын ытла Красноярск хулинчи Ĕçпе Килĕшӳ керменне пухăннă. [...]

Шевле çути

Ĕмĕтсĕрсем

Калав   Хулари хваттере сутса яла таврăнма шухăшларăмăр хĕрпе. Мана халĕ ял пурнăçĕ килĕшерех каять: ĕçе çӳремелле мар, хĕр те шкул пĕтерсе хулара професси илнĕ. [...]

истори

Первый чувашский вуз

(Продолжение. Начало в № 17. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Поэзи ырсемĕн Пур виçĕ хăват. Вĕçсе иртнĕçемĕн Кама куç хывать, Кама: «Ман сăвапăм! [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1215(19)№ пичĕ
■ 19(1215)№, 2013, çу, 16
«Сувар» хаçатăн 1213(17)№ пичĕ
■ 17(1213)№, 2013, ака, 25