Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1215-мĕш (2013.05.16) кăларăм:


Василий Маргелов генерала — палăк

Заволжски районĕнче Василий Маргелов генералăн палăкне уçнă. Ăна çĕнĕ скверăн варринче — Созидательсен проспекчĕпе Инженерсен саккăрмĕш проезчĕ хĕресленнĕ çĕрте — вырнаçтарнă. [...]

Хыпарсем

Çур аки вĕçленсе пырать

Çу уйăхĕн 13-мĕш тĕлне облаçра çурхи культурăсене 377 пин гектар акнă. Правительствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, облаçри мĕнпур районта кĕрхи культурăсен 308 пин гектарне имçамланă, сӳреленĕ. [...]

И.Я.Яковлев

Илемлĕ чăваш юрри…

Çак ятпа иртрĕ Чăваш Сайманри шкулта И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă концерт. Унта Чăваш тата Тутар Сайманĕсенчи шкулсенче вĕренекенсем тата фольклор кружокне çӳрекен пĕчĕк артистсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. [...]

Шухашлаттаракан ыйту

Телее мĕнпе виçеççĕ?

  Çын мĕне ĕмĕтленет? Ылтăн, укçа, çурт, çемье, илем, юрату пирки-и? [...]

Пирĕн интервью

Владимир СВАЕВ: «Юрă-ташă чĕрере»

(Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнче Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă конференци иртнине тĕпе хурса)   Ӳссе çитĕннĕ таврари чăваш халăхĕн ытармалла мар юррисене пухас тĕллевпе виççĕмĕш çул ĕçлетĕп. 1987 çулта пирĕн пата анне килсен ял юррисем çинчен каласа пама ыйтрăм. [...]

юбилей

Герман Лебедев – Гимн авторĕ

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – акан 28-мĕшĕнче) чăвашсен паллă композиторĕ, дирижёрĕ, ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕн авторĕ Герман Степанович Лебедев çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Пулас композитор Козьмодемьянск уесĕнчи Салапайкасси ялĕнче (халĕ Шупашкар районĕ) çуралнă. [...]

Вĕренÿ

аЧАСЕМ – УÇЛАНКĂРИ ЧЕЧЕК ЕВĔР

Ирина Милюшкина (Фролова) ачаранах пуçламăш класс ачисемпе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Паян шутласа хуни пурнăçланнăшăн чĕререн савăнать. [...]

хАЛĂХА ХиСЕПЛЕМЕ ХĂНĂХТАРАТЬ

- Ульяновскри Чукун çул районĕнчи Луговое ялĕнчи вăтам шкулта вĕренӳпе воспитани мелĕсенче И.Я.Яковлев шухăшĕсене тĕпе хуратпăр. Патриархăмăр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа шкулта ачасен пултарулăх ĕçĕсен конкурсне тата литература, халăх ташшисемпе юррисен каçĕсене, чăваш апат-çимĕçĕн куравне йĕркелерĕмĕр. [...]

Çакăнта вĕреннĕ, çакăнтах ĕçлет

Чӳрекел шкулне кĕрсен хăвна пурăнмалли çуртри пек туятăн: ăшă, таса, тирпейлĕ. Ачасем атă-пушмакне килти пек алăк умĕнче хывса кĕреççĕ. [...]

Чăваш ялĕнчи вырăс вĕрентӳçи

Наталья Александровна Пиколова Кунтикав шкулĕнче ачасене воспитани парассипе директор çумĕ пулса ĕçлет. Çав вăхăтрах педагог ачасене физикăпа информатика предмечĕсемпе пĕлӳ парать. [...]

Шевле çути

«Атăл юрри» журналăн çĕнĕ чĕрĕлĕвĕ

Чĕмпĕр Ен çыравçисем çĕнĕ саманара кăларакан илемлĕ литература тата публицистика журналĕн иккĕмĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ.   Кăларăм Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни Владимир Сваев панă «Кĕмĕл тумлă халăх» интервьюпа уçăлать. [...]

Кĕтмен тĕлпулу

Чăн пулни   Çирĕм çул иртрĕ таварсем турттаракан хуçалăхра Мĕтри «КамАЗ» машинăпа ĕçлеме тытăннăранпа. Çăмăл мар шофёр ĕçĕ. [...]

Чăваш писателĕсем

Аталану çулĕ пĕрлешсе ĕçлеме чĕнет

Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ 90 çул тултарнă май ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти наци вулавăшĕнче чăвашсен профессилле çыравçисен пĕрлĕхĕн пухăвĕ иртрĕ.   - Кăçалхи юбилей уявĕ аслă вĕрентекенĕмĕр тата çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ кунпа пĕр килет, - терĕ пухăва уçса правлени председателĕ, чăваш халăх çыравçи Сергей Лукиянович Павлов. [...]

истори

Первый чувашский вуз

(Продолжение. Начало в №№ 17-18. [...]

ентешсем

Партизан отрячĕн командирĕн мăнукĕ

Пĕтĕм Раççейри суккăрсен пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Отличникĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхене   Шанап, чĕлхемçĕм, ĕненетĕп Сан чи тивлетнĕ ĕмĕтне. Çунатлă пултăм – Вĕçĕнетĕп Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1216(20)№ пичĕ
■ 20(1216)№, 2013, çу, 23
«Сувар» хаçатăн 1214(18)№ пичĕ
■ 18(1214)№, 2013, çу, 08