Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1216-мĕш (2013.05.23) кăларăм:


Хыпарсем

Тĕш-тырă лаптăкĕ — çур миллион гектар ытла

  Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин çур аки ĕçĕсем çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен вĕçленни пирки каланă. Тĕш-тырă кăçал пĕтĕмĕшле 586 пин гектар йышăнать. [...]

И.Я.Яковлев

ИВАН ЯКОВЛЕВ – ЧĂВАШ ХАЛĂХ АПОСТОЛĔ

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче область епархийĕ тата УОЧНКА пуçарăвĕпе Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркӳре пысăк мероприяти пулчĕ: И.Я.Яковлева асăнса кĕлĕ ирттерчĕç, Патриархăмăрăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, И.Я. Яковлев музейĕнче конференци иртрĕ. Мероприятие Самар облаçĕнчи Клевлĕ (Клявлино) ял чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте; И. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Кашни çыннăн чи малтан сывлăх çинчен шутламалла

Ача чухне спортпа туслă ача çӳллĕ карта урлă сиксе ăнсăртран сусăрланать. Çурăм шăммине суранлатнипе икĕ çул çурă гипс-кравать çинче пĕр хусканусăр выртма тивет ăна. [...]

Cамрaксен страници

Тинех ăнланса илтĕм

Калав   Вăрăм ураллă официантка кофе илсе килсе пачĕ. Киле пĕртте каяс килмест. [...]

Пирeн урамсем

Георгий Димитров урамĕ

  Заволжски районĕнче Георгий Димитров урамĕ пур. Георгий Михайлович Димитров (1882-1949) Болгари çĕршывĕн тата пĕтĕм тĕнчери коммунистсен юхăмĕн деятелĕ, Коминтернăн тĕп секретарĕ, Болгари Министрсен Канашĕн председателĕ, Болгаринчи социалистсен партин ертӳçи пулнă. [...]

юбилей

«Хыпар» хаçат никĕслевçи

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăвашсен паллă ăсчахĕ, историкĕ, этнографĕ, халăх сăмахлăхне пуçтараканĕ, профессорĕ, истори наукисен кандидачĕ, «Хыпар» хаçатăн никĕслевçи Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Н.В.Никольский Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи Шăмат вулăсне кĕрекен Купăрля (халĕ Чăваш Республикин Муркаш районне кĕрет) ялĕнче 1878 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шăматри земство шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти тĕн училищинче, унтан Хусанти тĕн академийĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. [...]

Кeнеке cyлeкe

Телейлĕ те асамлă ачалăх тĕнчи!

Ульяновскри чăваш халăх академикĕн, хисеплĕ таврапĕлӳçĕн Николай Розовăн Шупашкарта çĕнĕ кĕнеки кун çути курчĕ. «Саша, Тёма, Лёша и другие» çемье альбомне автор – ытарайми ачисемпе чĕвĕлти мăнукĕсене чун-чĕринчен юратакан ашшĕпе амăшĕ тата хăйсем, кукашшĕпе кукамăшĕ – çырса пынă ытарлă каларăшсене, сăвă-юмахсене кĕртнĕ. [...]

Вĕренÿ

Ачасен ĕçĕсене упрать

Зоя Алексеевна Александрова Кунтикав шкулĕнче пуçламăш классене 34 çул вĕрентет. Кăçал унăн класĕнче 9 ача. [...]

Шевле çути

Юптарусен кăшăлĕ

Чăнлăх (кĕске хайлавсем)   1. Пĕр аслă вăрманти юманлăхра Юмансем юлсассăн пит сайра Пĕлĕтленет сенкер тӳпе. [...]

истори

Первый чувашский вуз

(Окончание. Начало в №№ 17-19. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Анне мана тирпейлĕ пилленĕ, Сиктернĕ лăнкăр-лăнкăр сăпкама, Чĕкеç вĕçнисене курса пилленĕ Çемçен те чĕвĕл-чĕвĕл калаçма.   Ачаранах ĕмĕрлĕхе Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1217(21)№ пичĕ
■ 21(1217)№, 2013, çу, 30
«Сувар» хаçатăн 1215(19)№ пичĕ
■ 19(1215)№, 2013, çу, 16