Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1221-мĕш (2013.06.27) кăларăм:


Хыпарсем

Ача сачĕ уçăлĕ

Тереньга районĕнчи ялсенче пулса курнă хыççăн Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Подкуровка ялĕнчи ача сачĕ пулнă çуртран каялла садик тумалли пирки каланă. Çак тĕллевсемпе 25 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. [...]

Eмeр сакки сарлака

Тăлăх ачасем мана юрататчĕç

Валентина Яковлевна Чундерева Вăта Тимĕрçенте 1926 çулта çуралнă. 1933 çулта унăн çемйине кулак тесе Карелие ăсатнă. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Килте кашни кун пĕр пăта çапмалла

Ю.П.Яковлев «Газпром газораспределение Ульяновск» обществăн Аслă Нагаткинти филиалĕнче тĕп строительство ушкăнĕн пуçлăхĕнче çичĕ çул вăй хурать ĕнтĕ. Ку ĕçре ун опычĕ пысăк, малтан ДПМКра маçтăр, прораб, инженер пулнă, каярах çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче 13 çул инженерта ĕçленĕ. [...]

Cырусем

Телей çинчен

Телей çинчен тĕрлĕрен калаççĕ, тĕрлĕрен çыраççĕ. Нумайăшĕ телей вăл пуянлăхра, пурлăхра, укçара тесе пурăнать. [...]

Сывлăх

Куçа сыхласчĕ

Куçа хупсан тĕнчене хура сăрăпа сăрланăн туйăнать. Хуп-хура. [...]

Йăла-йĕрке

Хăят уявĕ

(Хăят пăтти)   Çулла Çимĕк хыççăн, çĕртмен 25-28-мĕшĕсенче, каччăсемпе хĕрсем вăйă картине пухăнса сăвă калама пăрахас умĕн тăрăхри çынсем Чăнлă юхан шывĕн çыранне тухнă, пăтă пĕçĕрнĕ. Кашни ялăн пухăнса йăла-йĕркене ирттермелли хăйĕн харпăр вырăнĕ пулнă. [...]

Культура

Чăваш кĕпи халăх юррине юратма хистерĕ

«Эревет» халăх ансамблĕн илемĕ – ун юрăçисем. Çепĕç те янăравлă сасăллă çеç мар вĕсем, яштака пӳ-силлĕ, хитре сăн-сăпатлă. [...]

Ял сыннисем

Хаваспах чăвашла юрлатăп

Татьяна Анатольевна Каштанова (хĕр хушамачĕ Тихонова) Павловка районĕнчи Ирçе Шăмалак ялĕнче 1967 çулта çуралнă. Ашшĕ Анатолий Петрович ял клубĕн заведующийĕ пулнипе хĕрача мĕн пĕчĕкренех клуба чупнă. [...]

Пурнăç çине шанчăклă куçпа пăхакан

Ку хĕрарăмпа калаçнă чух хăв та ырă туйăмсен авăрне кĕрсе ӳкетĕн, пурнăç çине урăх куçпа пăхатăн. Çамрăк ĕмĕр иртнине пăхмасăр ĕлĕкхиллех кулма, калаçма, юрлама, пурне те ырăпа çеç асăнма юратать вăл. [...]

Пуç пулсан ĕç пулать

Валерий Иванович Аюгов - хальхи вăхăтпа тан утакан çамрăк çĕр ĕçченĕ. Çĕр çинче техникăсăр ĕçлеме çук. [...]

Вĕренÿ

Пултарулăх пулсан...

«Канаш» хаçатра вĕрен-тӳçĕсен ятарлă кĕтесĕ пулмалли çинчен нумай калаçрăмăр пулсан та, шел, çак ĕмĕте пурнăç-лаймастпăр-х а. Сăлтавĕсем нумай: хăйсенчен, вĕсен ĕçне йĕркелесе, ертсе, вĕрентӳре кирлĕ тĕрлĕ методика çĕнĕлĕхĕсемпе пулăшса пыракансенчен материалсем пулманни. [...]

Ачалăх утравĕ

Саркка

Калав   Пĕччен пурăнакан Хветуç кинемин пĕр харăсах кушакĕ те, йытти те çăвăрланă. Кашнин пĕрер çура. [...]

Мулкач çури

Эпир Ванюкпа кӳршĕллĕ пурăнатпăр. Утăçи вăхăтĕнче ун тетĕшĕ хиртен мулкач çури тытса килнĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Пĕлесчĕ сан, пĕлесчĕ сан, тăванăм: Чĕрешĕн мĕн тери паха вăл – ăш сăмах. Ăна илтсен – мĕн пек йăшать суранăм, Мĕн пек çĕкленет ман самантрах… Пĕлесчĕ сан, пĕлесчĕ сан, тăванăм! [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1222(26)№ пичĕ
■ 26(1222)№, 2013, утă, 04
«Сувар» хаçатăн 1220(24)№ пичĕ
■ 24(1220)№, 2013, çĕртме, 20