Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1222-мĕш (2013.07.04) кăларăм:


Хыпарсем

Хаксем ӳсрĕç

  Раççей Федерацийĕнче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тӳлевĕсем утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен 12 процент ӳсеççĕ, çут çанталăк газĕшĕн – 15 процент. Владимир Путин Президент сĕнĕвĕпе коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн хаксене малашне çулталăкра пĕрре кăна, утăн пĕрремĕшĕнче ӳстерĕç. [...]

Ульяновск облаce

Малашлăх паянтан тытăнать

Сергей Морозов Кĕпĕрнаттăр "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн конференцийĕнче 2013 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче тухса каланă сăмах   Ырă кун, хисеплĕ юлташсем! Эпĕ 2004 çула аса илетĕп. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Байгар Ваççи лаша пек чупнă

Шӳтлеме юратакан Василий Идрисович Ендияровпа калаçма кăмăллă та çăмăл. Вăл пурнăçĕнчи темле йывăр саманта та шӳте куçарса çемçетме пĕлет, анчах сăрхăнса юхакан куççульне тытса чараймасть. [...]

Малта пулма хăнăхнă

Павловка районĕнчи Гремучи ялĕнче пирĕн йăхташсем йышлăн тĕпленсе пурăнаççĕ. Киргизовсен çемйинех илер. [...]

Сывлăх

Тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕ

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушнипе Ульяновск облаçĕнче халăха тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе çителĕклĕ тивĕçтересси çинчен ятарлă программа хатĕрленĕ. Çав ĕç-хĕлрен хăш-пĕрне 2013 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла. [...]

Çуллахи шăрăх çанталăкăн сиенĕ

Чĕре инкекĕ çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те сиксе тухма пултарать. Анчах та инфаркт пулас хăрушлăх уйрăмах çулла, пăчă çанталăкра пысăк. [...]

Нумай ачаллa семье

Пурнăç кĕнекине пĕрле çыратпăр

Тăватă теçетке çул алла-аллăн пĕр сукмакпа утаççĕ вĕсем – Нина Гурьевнапа Юрий Вячеславович Захаровсем, Пĕтĕм Раççейри çемье кунĕнче рубин туйне паллă тăваççĕ. 1972 çулхи чӳк уйăхĕ. [...]

Ял сыннисем

Çартан кĕтсе илтĕмĕр

Ял çыннисем ĕлĕк-авалтан савăнăçне те, тунсăхне те пĕрле пайлама хăнăхнă. Ача çуралать пулсан пĕтĕм ял çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕшĕн хĕпĕртет, çартан салтак таврăнсан та, туй-çуй пулсан та кĕрекене мĕнпур кӳршĕ-аршăпа тăван-пĕтен саламлама пухăнать, ентешне юлашки çула ăсатнă чух та никам юлмиччен пуçтарăнаççĕ… Ял хавалĕ çапларах ĕнтĕ. [...]

Уяв

Çур аки вĕçленчĕ лайăх – халĕ ирĕклĕн канар

Аслă Нагаткинта йăлана кĕнĕ Бега уявĕ шавласа иртрĕ. Ку уяв нумай çул пырать ĕнтĕ, ун историйĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех пуçланнă. [...]

Вĕренÿ

Елена ВИНОКУРОВА: «Ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе хăй тĕллĕнлĕхе тимлĕх уйăрса ĕçлетĕп»

Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕн вĕрентекенĕ Елена Владимировна Винокурова облаçра иртнĕ «Çемье – патшалăх тытăмĕ» конкурсра çĕнтерсе регион чысне Раççей шайĕнче çĕклеме тивĕçнĕ.   «Вперёд к коммунизму» колхозра пăру пăхаканра тата ĕне сăваканра, механизаторта вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă, çут тĕнчене пилĕк ача парнеленĕ Мария Викторовнапа Владимир Алексеевич Садиловсем, иккĕшĕ те Раççей Ĕç ветеранĕсем, Çĕнĕ Улхашра - тĕслĕхлĕ çемье. [...]

Чăваш писателĕсем

Асăнмалăх – хисеплесе

(К а л а в)   Николай Семёнович паллă çыравçă. Пайтах кĕнеке пичетлесе кăларма пултарчĕ вăл вăтăр пилĕк çул хушши илемлĕ литература лаççинче тăрăшса. [...]

Çамрăк ăру

Кантăмăр та, ăмăртрăмăр та

Акă нумай çул ĕнтĕ Чăнлă районĕнчи Покровски вăтам шкулĕнче çуллахи канупа сиплев лагерĕн кăнтăрлахи смени ĕçлет. Ĕлĕк вăл «Орлёнок» ĕçпе кану лагерĕччĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Ан тиркесем чĕлхемĕре, Ан хăй ăна начар теме. Унпа сана аннӳ ӳстернĕ, Юрла-юрла хуллен сиктернĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1223(27)№ пичĕ
■ 27(1223)№, 2013, утă, 11
«Сувар» хаçатăн 1221(25)№ пичĕ
■ 25(1221)№, 2013, çĕртме, 27