Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1223-мĕш (2013.07.11) кăларăм:


Чăваш уявĕ тĕрлĕ наци çыннисене пĕр кăшăла пухрĕ

Ĕлĕкхи чăваш йăлипе Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнче Акатуй уявне ирттерчĕç. Çĕрпе суха уявĕ пуçланнине систерекенсем лав кӳлнĕ лашапа килсе çитрĕç. [...]

Хыпарсем

Тырçи тапхăрĕ пуçланчĕ

Ульяновск облаçĕнчи ял ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене пухса кĕртес ĕçе пикеннĕ. Мелекесс, Николаевка, Çĕнĕ Спасск, Радищево, Чăнлă тата Чартаклă районĕсенчи хуçалăхсем кĕрхи шăпкана (рыжик) çапма тухнă. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

30 çул пушмак çĕлет

Тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулатăп. Ырă, ĕçчен те сăпайлă чăвашсем нумай пирĕн тăрăхра. [...]

Поэзи хумe cинче

СЕРТЕ Мишши: «Янра, кĕрле, тăван чĕлхемĕр!»

Янра, кĕрле, тăван чĕлхемĕр, Ыттисенчен эс кая мар! Ман юрату, çăлкуç, чĕкеçĕм, Чăвашăн чунĕнчи кăвар! [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Пĕчченлĕхне хаçат сирет

Вăта Тимĕрçенти çыхăну уйрăмне кĕрсен «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илекенсемпе кăсăклантăм. Унти ĕçчен Елена Краснова мана нумай çул юратса вулакансен хушамачĕсене асăнчĕ. [...]

Поэзи хумe cинче

Вуланмасăр юлнă сăвă

Упрăр ачăрсене, амăшĕсем! (Маргарита Алигер. [...]

Пирeн урамсем

Кашан тĕп урамне вак чул сарнă

Каша ялне тинех савăнăç çитрĕ: ялăн Тĕп урамне тикĕслесе хăйăр тата вак чул сарса якатрĕç. Анчах ку савăнăç хальлĕхе пурин валли те мар-ха. [...]

КРАСНОГВАРДЕЙСКАЯ УРАМĔ

  Çак ята урам 1933 çулта илнĕ. 1843 çулччен вăл Буинская урамĕ пулнă, 1843-1918 çулсенче – Малая Казанская, 1918-1933 çулсенче – Адлер урамĕ. [...]

Йăла-йĕрке

Ç и м ĕ к

Чăнлă районĕнчи Тимĕрçенте ăна Мункун хыççăн 50-мĕш кун – вырсарникун – паллă тунă. Праçнике 3-4 эрне маларах хатĕрленме тытăннă: масарти вил тăприсене тирпейленĕ, чечексем лартнă, хĕрессене сăрланă… Çимĕкчен пĕр кун маларах – шăматкун – ваттисене асăннă: ял çыннисем кăнтăр çитиччен масар çине тĕрлĕ çиме, ĕçме-çиме илсе кайса курăк çине вырнаçса кĕлĕ тунă, ăратни-ăратнипе тăванĕсен вил тăприйĕсем çумнерех вырнаçнă, хăйсем мĕн ĕçнине, çинине çĕр çине хурса вĕсене уйрăммăн асăннă. [...]

Кeнеке cyлeкe

Чăваш юхăмне чĕртекене асăнса

Чăвашсен паллă поэчĕ тата журналисчĕ Анатолий Фёдорович Юман (Ермилов) çирĕммĕш ĕмĕр вĕçĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен культурипе йăли-йĕркине чĕртсе аталантарас юхăма пуçарса яраканĕсенчен пĕрин — И.С. Кирюшкинăн — çутă сăнарне асăнса «Чăваш юхăмĕн хастарĕ» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Хăйĕн очеркĕнче вăл вăрçăпа ĕç ветеранĕн Иван Сергеевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. [...]

Уяв

Пул телейлĕ, Вăта Тимĕрçен, çамрăклан, пуянлан, чечеклен!

Çуллахи шăрăх çанталăКа парăнтарса Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен халăхĕ уява пуçтарăннă. Паян пысăк праçник – Ял кунĕ   Мухтанмалли пурах Вăта Тимĕрçен ялĕн администраторĕ Виктор Кондрашкин ентешĕсем епле пурăнни тата уява еплерех хатĕрленни пирки каласа пачĕ. [...]

Патраклăри Учӳк

Çĕртмен (июнь) 29-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи (ТР) Альметьевск районĕнчи Патраклă ялĕнче Кама леш енчи чăвашсен VII Уçă фестивалĕ — «Учук-2013» — иртнĕ. Фестиваль район шайĕпе анчах мар иртнĕ пирки, унта Тутарстанри пур районсенчен те, Чăваш Республикинчен пынă чăваш коллективĕсем, çаплах вырăс, тутар тата мордва халăх ушкăнĕсем те хутшăннăран — ăна Уçă статус панă. [...]

cемье

«УАЗ-Патриот» Камайкинсен çемйинче

Шанчăклăх, юратупа çемье кунĕ тĕлне Ульяновск облаçĕнче «Раççей кунне патриот çурат» тăвăмăн пĕтĕмлетĕвне тунă. «УАЗ-Патриот» машинан çăраççине Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Тереньга районĕнчи Валентина Вячеславовна Камайкинана тыттарнă. [...]

Утаман

Хаклаймарăм

Йăлтах йĕркеллĕ те лайăх чухне эпир пурнăçа та, çумри çынсене те хаклама пĕлместпĕр. Мăшăрăма юратсах качча илтĕм. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи синчен

Ытарайми тăван чĕлхемĕр, Эс çав тери хитре-чипер! Санпа пĕрле кăвар чĕремĕр, Пĕрлех çĕн ĕмĕре кĕрер. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1224(28)№ пичĕ
■ 28(1224)№, 2013, утă, 18
«Сувар» хаçатăн 1222(26)№ пичĕ
■ 26(1222)№, 2013, утă, 04