Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1224-мĕш (2013.07.18) кăларăм:


Хыпарсем

Михаил Сычев – Шалти ĕçсен политикин министрĕ

  Михаил Сычев 2008-2011 çулсенче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче ертӳçĕре ĕçленĕ. 2013 çултанпа – Ульяновск область правительствин председателĕн çумĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Вăрмана сыхлассипе ĕçленĕшĕн савăнатăп

Атăлçи федераллă округри вăрман хуçалăхĕн депар-таменчĕн федераллă патшалăх надзорĕн уйрăмĕн пуçлăхĕнче пирĕн ентеш Иван Алексеевич Моисеев 2008 çултанпа вăй хурать. Иван Алексеевич Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакă ялĕнче çуралнă. [...]

Адамовсен ĕç йăхне малалла тăсакансем

Ирçелĕнчи Адамовсен нумай ачаллă çемйи хисеплисен шутĕнче. Çамрăк та ĕçчен мăшăр пĕрлешнĕренпе вăхăт нумаях та иртмен темелле — çемьере виçĕ ача аслашшĕпе асламăшне савăнтарса чупса çӳреççĕ. [...]

Пирeн урамсем

Пирĕн урамсем

Варейкис урамĕ 1963 çулччен ăна Стахановская урамĕ тенĕ. Иосиф (Иозеф) Михайлович Варейкис (1894-1937) парти тата патшалăх деятелĕ, 1913 çултанпа – большевиксен РСДРП членĕ пулнă. [...]

Йăла-йĕрке

Юпа лартрĕç

Çĕнĕ Упи ялĕнче ваттисене асăнса, ял халăхне пĕрлештерес тесе ялти хăш-пĕр çынсем, истори енĕпе ĕçлекенсем, чăваш йăли-йĕркипе Юпа лартма шутланă. Ăна ĕлĕк ял пуçланса кайнă вырăна Çут теекен вырăна лартма палăртнă. [...]

Ял сыннисем

Вăта Тимĕрçенте пони пур

Пирĕн ентешсен хушшинче кам мĕнпе кăсăкланмасть пулĕ. Чăнлă районĕнче, тĕслĕхрен, буйволсем, страуссем усранине курнăччĕ-ха, анчах килти хуçалăхра пони тытакансемпе тĕл пулманччĕ. [...]

Кeнеке cyлeкe

Пурнăç утравĕсем

  Çак кунсенче Ульяновскри техника университечĕн издательствинче вырăнти паллă çыравçă-сăвăçăн, публицистăн Анатоли Ырьятăн черетлĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. «Пурнăç утравĕсем» тесе ят панă автор хăйĕн çĕнĕ кайăкне. [...]

Харăс тăрса юрлар-и!

  Чĕмпĕр çыравçисен кĕнеке çӳлĕкĕ çĕнĕ кĕнекесемпе тулсах пырать. Тин кăна Çĕнĕ хулара ĕçлесе пурăнакан чăваш хастарĕн Николай Дмитриевич Розовăн «Харăс тăрса юрлар-и! [...]

Публицист шухăшĕ

Тăван чĕлхене манма пулать-и?

Паллах, пирĕн хаçата юратса вулакансем ку ыйтăва тӳрех: «Çук, куштансем кăна манаççĕ. Эпир манмастпăр, анне сĕчĕпе пĕрле ăша хывнă тăван чĕлхене манма пулать-и вара? [...]

Тĕпел

Лимон квасĕ

  Ăна хатĕрлеме 3-4 лимон, 2,5 стакан сахăр е пыл, 5 литр шыв, 15-20 г çĕпре, иçĕм çырли кирлĕ. Вĕретнĕ шыва лимон сĕткенĕ хушмалла. [...]

Вăрçă ачисем

Авăнмасăр, вăй хумасăр

ВДНХ (Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕ, паян – ВВЦ, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕ) «Золотые Руки» Дипломне тивĕçнĕ вăрçă ачи – Вера Ильинична Тирменова – çуралнăранпа сакăр вуннăмĕш çула куçнăскер, мĕнле çитĕнĕве те авăнмасăр, вăй хумасăр çĕнсе илме май çуккине çирĕплетет. Ентешĕмĕр Аслă вăрçă пуçланнă çул çиччĕре пулнă. [...]

Çамрăк ăру

П у ш а р

1966 çул. Урамра шăрăх çанталăк тăрать. Колхозниксем хирте чĕкĕнтĕр çумлаççĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Пин çăл пек – пин сăмах! Чĕлхемĕр Атăл евĕр. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1225(29)№ пичĕ
■ 29(1225)№, 2013, утă, 25
«Сувар» хаçатăн 1223(27)№ пичĕ
■ 27(1223)№, 2013, утă, 11