Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1225-мĕш (2013.07.25) кăларăм:


Хыпарсем

Тыр çи вăй илсе пырать

  Утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне Ульяновск облаçĕнчи уй-хирте 78 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса кĕртнĕ (14, 2%, 189,5 пин тонна, тухăçлăхĕ - гектартан 24, 3 центнер). Регионри тăхăр хуçалăх пăрçана тухнă (2,3 пин гектар çапнă, 4 пин тонна пуçтарса илнĕ, тухăçлăхĕ – гектартан вăтамран 17,2 центнер). [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Пурнăçра йăлтах виçеллĕ пулмалла: ĕç те, кану та

Вăта Тимĕрçенти ял уявĕнче шăпăрлансем çӳллĕ йывăçсем айĕнчи сулхăнра вырнаçнă карусельпе ярăнса киленесшĕн тăраççĕ. Кам ăсталанă-ха çак ача-пăчана савăнтармалли авалхи япалана? [...]

Пирeн урамсем

Пирĕн урамсем

Наганов урамĕ Алексей Фёдорович Наганов Кивĕ Майна районĕнчи Красная Река ялĕнче 1915 çулта çуралнă. Шкул хыççăн кĕçĕн командирсен, кĕçĕн лейтенантсен курсĕсене кайран «5» паллăсемпе Минскри пехота училищине пĕтернĕ. [...]

Вĕренÿ

Пирĕн тĕллев – чăваш ятне çĕклеме вĕрентесси

Акă тепĕр вĕренӳ çулĕ те вĕçленчĕ. И.Я. Яковлевăн 165 çулхи юбилейне чыслă ирттертĕмĕр. Облаçра чăваш чĕлхине çĕнетсе янăранпа та 20 çул иртрĕ. [...]

Шевле çути

Ватă çын хӳхлевĕ, е Вероника

Пӳлĕмре лăк тулли халăх. Сывлама çук пăчă. [...]

Ачалăх утравĕ

Ларма вăхăт çук

«Шăпăрлан» хăйĕн тусĕсене çуллахи кану вăхăтĕнче те манмасть. Вăл нумаях пулмасть Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ачисемпе тĕл пулчĕ. [...]

Ял пурнace

Спорт, лаша – ман чун уççи

– Спортсăр тата лашасем-сĕр эпĕ пурăнаймастăп. Пурнăç илемĕн, унăн тĕллевĕпе пĕлтерĕшĕн пĕр пайĕ – лашасем, - каласа парать Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче пурăнакан Александр Владимирович Быков. [...]

Вăрçă ачисем

Аттепе анне пехилĕпе пурăнатăп

Александра Иванова-Волкова Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче Çĕнтерӳ кунĕнче çуралнă. Шăп та шай 1945 çулхи çу (май) уйăхĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕскере Аслă вăрçă ахрăмĕ мĕн иккенне курма-тӳсме тивет: выçăллă-тутăллă, çити-çитми пурнăç, пĕчĕккĕллех хире ĕçлеме тухни, калхусран хулана ярас теменни. [...]

спорт

С а н ы ч

  Пирĕн облаçра тава тивĕçлĕ, мухтавлă ентешсем нумай пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – 2004 çулта Раççей Тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççейри кикбоксинг федерацийĕн чи лайăх тренерĕ, 2001 – 2004 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи, Ульяновск хулинчи кикбоксинг федерацийĕн чи лайăх тренерĕ ятсене тивĕçнĕ, регионти çапăçу искусствисен «Золотой пояс – 2010» премийĕн лауреачĕ, Ульяновск патшалăх университетĕнчи физкультура кафедрин доценчĕ Владимир Александрович Мерчин. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Çӳп-çап, пустуй тесе ал ан сул ĕçĕме, Эс те пуç тай чĕлхемĕре – чăн илеме; Юрат хăв халăхна, вилсе кайса юрат, Чунри хĕлĕхсене – ун чысĕшĕн янрат! Чунри вăюпала ăнлан ман хĕлхеме… Эс те пуç тай чĕлхемĕре — чăн илеме! [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1226(30)№ пичĕ
■ 30(1226)№, 2013, çурла, 01
«Сувар» хаçатăн 1224(28)№ пичĕ
■ 28(1224)№, 2013, утă, 18