Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1228-мĕш (2013.08.15) кăларăм:


Хыпарсем

Культурăна аталантарасшăн

  Регион пуçлăхĕ культура ыйтăвĕсемпе çыхăннă Канаш ларăвне ирттернĕ. Кĕпĕрнаттăр ларура : «Культура политики – Ульяновск облаçĕн аталанăвĕн пĕр пайĕ, - тесе палăртса хăварнă. [...]

Eмeр сакки сарлака

КАРСАКОВСЕМ

Кивĕ Улхашри Турă Амăш ячĕпе лартнă чиркӳ ĕçĕпе паллашнă чух унăн настоятелĕ Сергий атте просвир пĕçерекен хĕрарăмсене ырăпа асăнчĕ. Ольга Карсакова тата Елизавета Мулендеева Кивĕ тата Çĕнĕ Улхаш чиркĕвĕсем валли тӳлевсĕр просвир пĕçерсе тăраççĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

24 çултах – тĕп архитектор

Г.Лаптиков Кивĕ Улхаш шкулĕнчен вĕренсе тухсан кăштах колхозра ĕçлет, унтан Ульяновскри строительство техникумне пырса кĕрет. 1984 çулта ăна ăнăçлă пĕтерсен Чăнлă районĕнчи Вырăс Чăнлă ялне каять. [...]

Йăла-йĕрке

Культура аталанăвĕн никĕсĕ

«Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать, тĕнчери ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетсе, чĕртсе яма шанчăк тупать»,- тет педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г.Н. Волков. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çулти чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Несĕлсем пирĕн валли пуян еткер хăварнă. [...]

Тĕпчев

Çул уçса сирĕлмен тĕтререн…

Чăвашсен паллă çыравçин Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьятăн кĕнеки – «Пурнăç утравĕсем» кун çути курчĕ. Паянхи пултарулăх тĕнчи чирлесе хавшанă тапхăрта ку кĕнеке пĕтĕм халăхшăн хаклă парне тата тавлашусăр çирĕплетӳ: эпир пулнă, пур! [...]

Утас килет-çке хам çулпах

(Валентина Тарават поэзийĕнчи тĕп темăсем) Пĕр сăмахпа кĕскен те витĕмлĕн кам тесе хисеплемелле-ши Валентина Николаевна Таравата? 1946 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Турхан Упи ялĕнче çуралнăскерĕн хĕр чухнехи хушамачĕ – Музыкантова. [...]

Культура

Чăваш юрăçисем: Вячеслав Христофоров

Чăваш Республикин халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров 1963 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енри Елчĕк районне кĕрекен Çĕнĕ Пăва ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере тăватă хĕр тата тăватă ывăл ӳснĕ. [...]

Концертсенче чунне кантарать

Аслă прапорщик Георгий Борисов çарта чухнех, Карелире чикке хӳтĕлесе тăнă хушăра, чăваш юррисене ĕнерлеме юратнă. Çамрăк ентешĕсене тĕл пулсан чунĕ каниччен юрланă. [...]

Пур çĕре те ĕлкĕрекен Улюкин

П.Улюкин Мелекесс районĕнчи Эврел ялĕнче «Телей» юрă ушкăнне нумай çул ертсе пырать. Кăçал çуркунне ăна тепĕр яваплă ĕç шанса панă, халĕ вăл ял старости. [...]

Кeнеке cyлeкe

«Вăрçă ачисем» — вырăсла

  Анатолий Фёдорович Ермилов (Юман) пире каллех çĕнĕ кĕнекипе савăнтарчĕ. «Вăрçă ачисем» кĕнеки унăн маларах кун çути курнăччĕ ĕнтĕ. [...]

Cивeч ыйту

Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пур-ши?

«Тăван чĕлхемĕре упрар», «Чăваш шăпи – кашни чăваш аллинче!», «Чĕлхе пуласлăхĕ – çамрăксенче», «Çамрăксен наци туйăмĕ пур-и? [...]

Çамрăк ăру

Чăваш хĕрĕ – çар çынни

Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Алёшкин-Саплăк хĕрĕ – Елена Васильевна Семёнова – 2005 çулта лайăх паллăсемпе вăтам шкултан пĕлӳ илсе тухать те Ульяновскра вырнаçнă Раççей патшалăх университечĕн уйрăмне вĕренме кĕрет. Диплом илнĕ хыççăн пултаруллă ентешĕмĕре Мускав облаçĕнчи Балашихăра вырнаçнă оперативлă пĕлтерĕшлĕ çар дивизинче бухгалтер ĕçĕсене пурнăçлама яраççĕ. [...]

ентешсем

Константин АНТОНОВ: «Пурнăçăмра ĕçпе пиçĕхсе чунăма тасатса пытăм»

Раççей Федерацийĕн хисеплĕ автотранспорт-никĕ – Константин Авксентьевич Антонов – тивĕçлĕ канăва кайиччен, ун хыççăн тата 11 çул сывлăха сиенлĕ ĕçре вăй хурать.   Акулина Ильиничнапа («Ача амăшĕ героиня» орден кавалерĕ) Авксентий Иванович Антоновсем (Аслă вăрçăра Мускава хӳтĕленĕ) – иккĕшĕ те Тутарстан çĕршывĕнчи Пăва районне кĕрекен Хирти Кушкăра тĕпленсе пурăннăскерсен çемье йышĕ питĕ пысăк пулнине кил хуçи мăшăрне патшалăх нумай ачаллă хĕрарăмсене паракан наградăпа чыслани çирĕплетет. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Пĕлмен сăмах тесе ан тăрăр – çырăр, калăр. Пĕлсе пыруçăн ытларах вара тыткалăр – Синкер шăпаллă манăçми сăмахсене: Тăван сăмах пуян чĕлхе вăл – сирĕн халăр. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1229(33)№ пичĕ
■ 33(1229)№, 2013, çурла, 22
«Сувар» хаçатăн 1227(31)№ пичĕ
■ 31(1227)№, 2013, çурла, 08