Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1231-мĕш (2013.09.05) кăларăм:


Тырçи

Кĕрхи ака тытăннă

Облаçра кĕрхи культурăсене акма 50 пин тонна вăрлăх хатĕрленĕ (планпа палăртнин 72 проценчĕ). Мĕнпурĕ 69 пин тонна кирлĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Грант илни хавхалантарать

Чăнлă районĕнчи фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.В. Капитонов кăçал облаçри «Пуçăнса ĕçлекен фермер» программа тăрăх 818 пин тенкĕ грант илнĕ. Ку самаях пысăк укçа пек пĕрре пăхсан, анчах кунта «Нива» комбайн халь виçĕ миллион тенкĕ ытла тăнине шута илмелле. [...]

Чăваш тумĕсене чунпа туйса çĕлет

Çак пултаруллă та илемлĕ хĕрарăмпа Уличери Акатуйра паллашрăмăр. Вăл уявра хăй çĕленĕ чăваш кĕписен куравне йĕркелерĕ. [...]

Культура

Юрлама та, ташлама та пит ăста

Чăнлă районĕнчи Ирçе-лĕнче тĕпленсе пурăнакан пилĕк ачаллă (пурте ывăл) Мурзайкинсен çемйинче юрлама та, ташлама та юратаççĕ. Ертсе пыраканĕ амăшĕ – Мария Константиновна, купăсçи ашшĕ – Пётр Андреевич. [...]

Ял сыннисем

Культура вучахне сӳнме памастпăр

Павловка районĕнчи ентешсем хушшинче чăвашлăх вучахне тытса пыракансем пур-ха. Тĕслĕхрен, Надежда Павловна Пегова (Федотова). [...]

Вĕренÿ

Учительпе пĕр чĕлхе епле тупмалла?

Ача пĕрремĕш хут шкула кайнă кун пĕтĕм çемьешĕн пысăк уяв кăна мар, пурнăçра çĕнĕ тапхăр пуçланнине пĕлтерекен пулăм. Пĕрремĕш вĕрентӳçĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен ача малашне шкула юратса е ирĕксĕр çӳрени килет. [...]

Шевле çути

Хамашкал ман туйăм. Хамашкал ман кăмăл

Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен черетлĕ ларăвĕ Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культура керменĕнче иртрĕ. «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем çула кунти чăвашсен «Чĕкеç» обществин тарават хуçи Зоя Рейтер чĕннипе тухрĕç. [...]

Тавах пепкешĕн

Кăмăл пăтраннипе пульницана кĕрсе тĕрĕсленме шутларăм паян. Ман сывлăха тĕрĕслекен хĕрарăм тухтăрăн кăмăлĕ аванччĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш сасси! Сана кам урăх: «Йăваш вăл», – тейĕ-ши хăйса? [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1232(36)№ пичĕ
■ 36(1232)№, 2013, авăн, 12
«Сувар» хаçатăн 1230(34)№ пичĕ
■ 34(1230)№, 2013, çурла, 29