Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1233-мĕш (2013.09.19) кăларăм:


Хыпарсем

Çĕнĕ пуçлăха çирĕплетнĕ

Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕсем авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртнĕ суйлав хыççăнхи пĕрремĕш ларура хăйсен ертӳçи пулма Анатолий Бакаева суйланă. Вăл унччен пирĕн регионри ШĔМ управлени пуçлăхĕнче, кайран УлППУ ректорĕнче вăй хунă. [...]

Пирeн урамсем

Пушкарёв урамĕ

Константин Иванович Пушкарёв 1915 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çинкĕлте вырăс çемйинче çуралнă. Тулли мар вăтам шкул пĕтернĕ. [...]

Cырусем

Шăллăмăн арăмĕ кая хурать

«Канаш» хаçатăн 33-мĕш номерĕнчи «Тĕпел» страницăри «Хăйĕн тăванĕ аванрах» материала вуласан Ленăн шăпи чĕрене пырса тиврĕ. Ленук, тăванăм, «Арăм тăванĕсем килсен – хирĕç чуп, арçын тăванĕсем килсен – хапхуна хуп», - тенĕ каларăш питĕ тĕрĕс. [...]

Таврапĕлӳ

Несĕлĕмĕрсен йĕрĕпе

Çĕртме уйăхĕнче эпир — Николай Казаковпа унăн ывăлĕ, Владимир Пушкин, Фёдор Искендеров – пĕр кун хушшинче Пăлхар çĕршывĕн виçĕ хулине çитсе куртăмăр. Малтан Пӳлер хулинчи ту çине улăхрăмăр. [...]

Ял сыннисем

Ачасем йĕркеллĕ çынсем пулни – чи пахи

Кудрявцевсем Красный Яр ялне нумай çул каялла килсе тĕпленнĕ. Иккĕшĕ те Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕ. [...]

Кeнеке cyлeкe

Чăваш тĕнчин календарĕ

Чăваш çĕршывĕнче иртнине типтерлĕн упраççĕ. «Пулни-иртнине манакан халăхăн пуласлăхĕ çук», - тет ваттисен сăмахĕ. [...]

Уяв

Чăваш хĕрарăмĕнчен чапли çук терĕç арçынсем

«Чăваш хĕрарăмĕ-2013» - çапла ятпа конкурс ирттерчĕ облаçри Чăваш культура центрĕ. Ертсе пыракан Галина Никитина сăмахĕпе, ку иккĕмĕш конкурс, пĕрремĕшĕ вунă çул каялла иртнĕ. [...]

Вĕренÿ

Ĕшкесем чăвашла вĕренесшĕн

Чăвашсен авалхи Ĕшке ялĕ область центрĕнчен те, Шупашкартан та самай аякра вырнаçнă. Тен, çавăнпа та ку ялта чăваш чĕлхине сыхласа хăварас ĕç пĕр вăхăтра чарăнсах ларнă темелле. [...]

Шевле çути

Сархайнă сăн укерчĕк

Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ пулин те Ванюк пĕрре хавхаланса, тепре пăшăрханса аса илет иртнĕ кунсене. Акă ун умĕнче черчен хĕрĕн сархайнă сăн ӳкерчĕкĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Вырăс чĕлхи, паллах, вун хут ятуллă, Тăван сăмах чĕрешĕн çывăхрах. Эп унсăр — тип кӳлленчĕкри чĕр пулă, Эп унсăр хама хам туяп чăлах. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1234(38)№ пичĕ
■ 38(1234)№, 2013, авăн, 26
«Сувар» хаçатăн 1232(36)№ пичĕ
■ 36(1232)№, 2013, авăн, 12