Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1234-мĕш (2013.09.26) кăларăм:


Хыпарсем

Грипран прививка тума тытăннă

Облаçра 77 пин виçе «Гриппол плюс» вакцина туяннă. Хальхи вăхăта 5 пин ачана прививка тунă. [...]

Шухашлаттаракан ыйту

Нацие çирĕплетес тесен мĕн тумалла?

Паян чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пирки нумай калаçу пырать. «Нацие çирĕплетес пулсан пирĕн çирĕпрех пулмалла. [...]

ахрам

Интереслĕ те питĕ кирлĕ кĕнеке

Н.Ларионовăн «Энциклопедия призвана выработать в чувашах чувство национальной гордости» интервьюне вуласа тухнă хыççăн пĕр сăмахне тӳрлетес терĕм. Кăмăл-туйăм хăйпе хăй çуралмасть, ăна тăрăшсах аталантармалла. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Хĕре сыхласа пынă та – мăшăрĕ пулса тăнă

Н. Стратонов услам ĕçне пуçăниччен 17 çул милицире вăй хунă: малтан конвой, кайран патруль службинче. Шăпах çак ĕçре чухне паллашнă та вăл пулас мăшăрĕпе. [...]

вулакансен пултарулaхe

Хура мунча

(Чăн пулни)   - Ваçук, Ваçук, хура мунча лартса пар-ха. Шурă мунчан ăшши çук,- тет мана карчăк. [...]

юбилей

Чăваш театрĕпе кино йĕркеленĕ

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă драматург, куçаруçă, актёр, театрпа кино режиссёрĕ, общество деятелĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессиллĕ театрне, «Чăвашкино» студине йĕркелесе яракан, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Иоаким Максимов-Кошкинский Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1893 çулта кун çути курнă. [...]

Сывлăх

Медицина полисĕсене çĕнетеççĕ

  Облаçра пурăнакансен çурри ытла (641,5 пин çын) медицина полисĕсене çĕннипе ылмаштарнă. Раççейре пурăнакансен 43 проценчĕ çĕнĕ полиспа усă курать. [...]

Культура

Чăваш юрри-кĕвви – чунăмра

Галина Виталиевна Елошкина, Чăваш Республикин Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ӳснĕскер, амăш ĕçĕпе хавхаланса çитĕннĕскер, Самарти çыхăну ĕçĕн учрежденийĕнчен техника вĕренсе тухать те паянччен Раççей почтин Ульяновскри тĕп уйрăмĕнче ертсе пыракан ĕçченре вăй хурать. Вăл «Руслан» Культура керменĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Эревет» ушкăн юрăçи. [...]

Вулавăш çĕнĕ çурта куçнă

Сăр районĕнчи Архангельски ялĕнче 60 çул каялла вулавăш ĕçлеме тытăннă. Вăл революцичченхи пуян хуçасен кивĕ çуртĕнче вырнаçнă пулнă. [...]

Тĕпел

Лечо – баклажанпа тата пăрăçпа

  3 кг помидор, 1 кг кишĕр, 1,5 кг пылак пăрăç, 0,5 кг сухан, 1 кг баклажан, 1 стакан сахăр песукĕ, 2 апат кашăкĕ тăвар, 1 апат кашăкĕ 70 процентлă уксус кирлĕ. Аш арманĕ витĕр кăларнă тата тёркăпа хырнă кишĕре 20 минут хупласа пĕçермелле. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Эй, аслă чĕлхеçĕм, Чун-чĕрери хĕлхемçĕм! Çакă синкер тĕнчери Кун çути астăван малтанхи самантрах Сан сипетлĕ ăшшуна кăкăрăмра усратăп, Çав ăшăпа пурăнатăп. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1235(39)№ пичĕ
■ 39(1235)№, 2013, юпа, 03
«Сувар» хаçатăн 1233(37)№ пичĕ
■ 37(1233)№, 2013, авăн, 19