Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1235-мĕш (2013.10.03) кăларăм:


Хыпарсем

Çĕнĕ министра суйланă

  Валентина Караулована Ульяновск область правительствин председателĕн çумне – Ульяновск облаçĕн сывлăх сыхлавĕн министрне çирĕплетнĕ. Вăл регионти сывлăх сыхлавĕн тытăмне, ĕçпе социаллă аталану министерствипе физкультурăпа спорт департаменчĕн тата çемьепе демографи политикин департаменчĕн ĕçĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене илсе пырĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Вырмана килнĕ те – çакăнтах тĕпленнĕ

Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕнче 600 ытла çын пурăнать. Икĕ çын кăна «Канаш» хаçат çырăнса илет. [...]

Чи аван платник

Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнче паян 300 яхăн пенсионер пурăнать. Тăрăхри строителе Константин Поликарпович Антонова ылтăн аллишĕн çеç мар, вашават та сăпайлă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ, ун канашне, кашни сăмахне шута хураççĕ. [...]

Афанасьев вăкăрсем ĕрчетме тытăннă

Н.В.Афанасьев — 2009 çултанапа хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ. Паян вăл тара илнĕ 700 гектарпа усă курать. [...]

Лару

Ĕçтăвком ларăвĕ иртрĕ

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче УОЧНКА черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн ертӳçи Владимир Сваев уçса ертсе пычĕ. [...]

Пирeн урамсем

Тузов тăкăрлăкĕ

  Вăл Заволжски районĕнче вырнаçнă. Ăна Аслă вăрçăра паттăрла çапăçса вилнĕ Василий Дмитриевич Тузов ячĕпе панă. [...]

Cырусем

Пурăнăç путёвки

1940 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче совет çĕршывĕнче «Патшалăх ĕç резервĕсем» ятарлă Хушу çирĕплетнĕ. Ку хушу тухиччен Иван Яковлевич Яковлев Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ĕç мастерскойне уçнă, ял хуçалăхĕнче çĕр ĕçне пурнăçлама, выльăхсем пăхма вĕрентнĕ. [...]

юбилей

Этнограф, историк тата педагог

Г.И. Комиссаров (Вантер) çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май   Гурий Иванович Комиссаров 1883 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Етĕрне уесĕнчи Чиркӳллĕ Патăрьелĕнче (халĕ Çĕрпӳ районне кĕрет) хресчен çемйинче çуралнă. 1893-1896 çулсенче вырăнти земство училищинче, каярахпа Элĕкри икĕ класлă училищĕре вĕреннĕ. [...]

Сывлăх

Хĕвел çаврăнăш пылĕ усăллă

Пылăн усси çинчен эпир пурте пĕлетпĕр. Анчах мĕнле пыл туянмаллине чухласах каймастпăр. [...]

чунри

Малашне те сирĕнпе пĕрле пурăнасчĕ

Пĕччен пурăнма çав тери йывăр: атте-аннесĕр, савнисĕр, юлташсемсĕр. Юлташсем… Курсан пырса ыталакансем, час курмасан шăнкăравлакансем, ĕçре пулăшмалла пулсан чĕнекенсем, савăнăçа пайлама чупса килекенсем… Вĕсем сана çилленмеççĕ, кӳренес вырăнне ахăлтатса кулаççĕ. [...]

Культура

Театр тата юрă тĕнчи илĕртнĕ

Кăмака çинче выртса хăна-вĕрле "концерчĕсене" курнă. Театр пĕлтерĕшне спектакльсене хутшăнса ăшне хывнă. [...]

Тĕпел

Кăмпаран – вăлча

  Уплюнккапа, шурă кăмпапа, ăвăс, масла кăмписемпе вăлча хатĕрлеме пулать. Çаплах пĕр йышши кăмпаран кăна та. [...]

Çулçӳрев

«Канаш» – «Хыпар» тĕпелĕнче хăнара

Пултарулăх анинче вăй хуракансен тĕл пулса калаçмалли тупăнатех. Чăваш чĕлхипе тухакан «Хыпар» хаçатпа унăн пуласлăхĕ çинчен шухăшласах Шупашкара çула тухрăмăр. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1236(40)№ пичĕ
■ 40(1236)№, 2013, юпа, 10
«Сувар» хаçатăн 1234(38)№ пичĕ
■ 38(1234)№, 2013, авăн, 26