Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1237-мĕш (2013.10.17) кăларăм:


Хыпарсем

«Ылтăн кĕркунне-2013»

Кашни çулах Мускавра иртекен «Ылтăн кĕркунне» ял хуçалăх куравне Сергей Морозов кĕпĕрнатттăр хутшăннă. Раççейри ял хуçалăх министерстви, ял хуçалăх академийĕ тата Мускав правительстви йĕркелекен куравра Ульяновск облаçне 72 тăваткал метрлă вырăн уйăрса панă. [...]

Eмeр сакки сарлака

60 çул алла-аллăн

Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче тĕлĕнмелле ĕçчен, хастар, лара-тăра пĕлмен çемье пурăнать. Александр Ильич тата Елена Филипповна Малофеевсем тăхăр ача çуратса ӳстернĕ. [...]

Ăна чӳречерен укçа парса илнĕ

Анатолия Степановна Лискова 85 çула яхăн арçын ячĕпе пурăнать. Ăçта кайсан та çынсем чи малтан унăн ячĕпе кăсăкланаççĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Ентешсене тимлĕх уйăрасси – пархатарлă ĕç

«Хуть мĕнле тивĕçе те пурнăçлама пултаракан ырă та яваплă çынсемпе юнашар ĕçлеме çăмăл, ман пурнăç çулĕ çинче яланах тӳрĕ кăмăллă хастарсем пулнă», - тет Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ял тăрăхĕнче социаллă ыйтусене пурнăçлакан специалист Раиса Узикова. Пухтел ялĕнче çуралнă пике шăпине районти чи пысăк чăваш ялĕнче – Кивĕ Улхашра – тĕл пулать. [...]

Таврапĕлӳ

Илемлĕ ту

Воронеж облаçĕнчи Лиски районĕнче Большие Дивы текен ял пур. Ку тăрăха эпĕ кăçалхи авăн уйăхĕнче кайса килтĕм. [...]

Ял сыннисем

Сывă пурнăç йĕркине саракансем

Сăр районĕнчи Неплёвка ялĕнче пурăнакан Нина Васильевнапа Константин Петрович Зубаревсем пурнăçра сывлăха упрассине, сывă йĕркене пăхăнассине малти вырăна хураççĕ. Апла пулмасан вĕсем Ульяновск тата Мускав хулисенчи хваттерĕсене пăрахса Сăр тăрăхĕнчи яла кайса вырнаçман пулĕччĕç. [...]

Кeнеке cyлeкe

Астăвăма упраса

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн типографийĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕн паллă таврапĕлӳçин – Пётр Яковлевич Долговăн – виççĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухнă. «Храня память» (Родословная Долговых, Моисеевых, Елимовых…) кăларăмра Ульяновск облаçне кĕрекен Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра тымар янă темиçе йăх-несĕлĕн историне çутатса панă. [...]

Çамрăк ăру

Патвар – пур ĕçре, хастар – вĕренӳре

«Шан мана, салтакăм, чун юратнă тусăм, эс сăмах парсаччĕ ĕмĕр манмасса. Çул çинчен каймасть халь тараватлă куçăм, пĕрмаях кĕтетĕп эс таврăнасса» («Праски инке хĕр парать» юрă-ташăллă камит валли Анатолий Чебанов поэтпа Юрий Кудаков композитор калăпланă «Шан мана, салтакăм» юрăран), - тесе юрлаççĕ пулĕ паян инженерипе техника çар институтĕнче пĕлӳ илекен Дмитрий Золиков курсанта куç хывнă Чĕмпĕр Ен пикисем. [...]

Конкурс

Димитровград çăлтăрĕсем — чи çуттисем

Димитровградри 1-мĕш ӳнер шкулĕн артисчĕсем (ертӳçи Светлана Кочнева) «Осенний листопад» ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хорпа вокалăн VII фестивальне хутшăнса лауреат ята тивĕçнĕ. Фестиваль авăн уйăхĕн 27-28-мĕшĕсенче Барăш хулинче иртнĕ. [...]

Пĕлме интереслĕ

Чăрсăр автан

Эпĕ чăх-чĕп таврашне çулсерен пасарта туянатăп. Инкубаторта кăларнăскерсем, килти чăх айĕнчен тухнисенчен самаях чăрсăр. [...]

истори

Ефремов — чăваш драматургине никĕслекенсенчен пĕри

Николай Сидорович Ефремов чăвашсен профессиллĕ театрне йĕркелесе яракансенчен пĕри, унăн хайлавĕсем шкулта тата аслă шкулта вĕренекенсен программине кĕнĕ. Унăн драмисем — «Пуян Карук» тата «Анисса» — чăваш драматургийĕн никĕсĕ пулса авторне классик туса хунă. [...]

спорт

Чăнлăсем палăрнă

Чартаклă районĕнчи «Чайка» канупа сиплев лагерĕнче çарпа спорт вăййисем иртнĕ. Ăна УлПУ çумĕнчи «Открытое пространство» çар-патриотла клуб йĕркеленĕ (ертӳçи – çамрăксене çара хатĕрлекен центрăн пуçлăхĕ — Валерий Почторев). [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи питех те çивĕч, Вăл вырăс чĕлхи пек паха. Пур тĕнчене пĕлтерĕр. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1238(42)№ пичĕ
■ 42(1238)№, 2013, юпа, 24
«Сувар» хаçатăн 1236(40)№ пичĕ
■ 40(1236)№, 2013, юпа, 10