Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1238-мĕш (2013.10.24) кăларăм:


Хыпарсем

Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Регионти хуçалăхсенчен чылайăшĕ техника культурисене, пахча çимĕçе тата çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ. Юпан 22-мĕш тĕлне чĕкĕнтĕре облаçри 8,7 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинчен (69 процент) 289 пин тонна кăларса илнĕ. [...]

Eмeр сакки сарлака

Чĕринче упранать тăван ен

Раиса Александровна Нефёдован ĕмĕрĕ ĕçпеле хавшанă. Ваттисене, мăшăрне итлесе вĕсенчен иртмен. [...]

самана cыннисем

Атте маншăн ĕçтеш те, юлташ та

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансемшĕн кăçал тĕрĕслев çулĕ пулчĕ. Çу-çĕртме уйăхĕсенче çумăр кирлĕччĕ – шăрăх пулчĕ, кĕр çитсен ĕççи вăхăтĕнче типĕ çанталăк кирлĕ, йĕпе-сапа йăлăхтарсах çитерчĕ – çумăр çăвать те çăвать. [...]

Поэзи хумe cинче

ÇĔНĔ ПУСĂМ

(П о э м а)   «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр». (И.Я. Яковлев)   «Чăваш пĕтсен – тĕнче пĕтет»,– Такам пĕлсе-ши сарнă ахрăм? «Анчах та пур-ха, пур кĕтрет»,– Тесе эп çĕнĕ вăрлăх акрăм. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Халăха савăнтармалли çĕнĕ майсем шырать

Ялта ĕç пулсан, культура учрежденийĕ кирлĕ пек ĕçлесен çынсене пурăнма кичем мар. Кун пек чухне çамрăксем те вырăнтах тĕпленеççĕ. [...]

Поэзи хумe cинче

Юлташла пуплев

Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Мария Ульяновапа Петĕр Хусанкай ячĕллĕ премисен лауреатне, чăваш поэзийĕн çăлтăрне - Анатолий Юмана халалласа   Пиччемĕм, вăхăту пулсассăн Пуплер-ха юнашар ларса. Ан хирĕçле, пулсамччĕ сапăр, Хурсамччĕ сехетне чарса. [...]

Таврапĕлӳ

Çил арманĕ – йывăç кайăк

Кивĕ Улхаш ялĕн хĕрринче, Пухтел çулĕ çинче ватăран та ватă çил арманĕ ларатчĕ. Хăнăхнăччĕ эпир ăна. [...]

Культура

"Шăпчăксем" Чăваш Енре те палăрнă

Юпа уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче Чăваш Енри Канаш хулинче «Солнечный круг-2013» ятпа регионсем хушшинчи ачасен пĕччен юрлакансемпе хорсен ассамблейи иртрĕ. Ăна экологие тата тавралăха сыхлассипе иртекен çулталăка халалланă. [...]

Cивeч ыйту

Иккĕмĕш чĕрĕке тăван шкултах тытăнмалла

«Канаш» хаçат редакцине телефонограмма килчĕ. Димитровградра пурăнакан хаçат тусĕ Геннадий Улюкин Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Курахви ялĕнчи шкулта юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланать. [...]

Кун хыççăн кун

Ульяновскра – Çĕнтерӳ мухтавĕн аркки

  Ульяновск облаçĕнче «Çĕнтерӳ мухтавĕн аркки» архитектура композицийĕн чи аван проекчĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Ульяновск, Мускав, Санкт-Петербург, Златоуст тата Химки хулисенчен скульпторсем хутшăннă. [...]

истори

Чăвашсен «Хурçă дивизийĕ»

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пирки совет саманинче пĕр енлĕ кăна вĕрентнĕ. Пирĕн ăру тата аслăраххисем çак хăрушă вăрçăн хаярлăхĕ, унăн паттăр салтакĕсем пирки сахал пĕлнĕ. [...]

Пĕлме интереслĕ

Чикан майри тĕрĕсне каларĕ

Ман юлташ Володя пĕр хĕре, чипер Верука, шутсăр юрататчĕ. Анчах лешĕ ун çине çаврăнса та пăхмастчĕ. [...]

ентешсем

Хурт ăсти

Михаил Филиппов 1954 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Павловка районĕнчи Шăмалак (Каменный Ключ) ялĕнче çуралнă. (Ку ял паян Ирçе Шăмалакĕн тăрăхне кĕрет, чăвашпа мăкшăсене Кадада юхан шывĕ çеç уйăрать. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Савăнатăп эпĕ чăваш пулнишĕн, Шăнкăр-шăнкăр юхакан юрришĕн, Тăпăл-тăпăл тăпăлти ташшишĕн, Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн, Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн, Савăнатăп эп вĕсем пурришĕн. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1239(43)№ пичĕ
■ 43(1239)№, 2013, юпа, 31
«Сувар» хаçатăн 1237(41)№ пичĕ
■ 41(1237)№, 2013, юпа, 17