Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1239-мĕш (2013.10.31) кăларăм:


Хыпарсем

Область малтисен шутне кĕнĕ

  2013 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче Раççейре 1 миллион ытла ача çуралнă, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,7 пин ытларах. РФ сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывăн 41 регионĕнче çуралакан ачасен шучĕ ӳснĕ. [...]

И.Я.Яковлев

Кăнна Кушкинчи часавая сăваплатрĕç

Юпан 23-мĕшĕ – чăваш халăхĕшĕн паллă та хурлăхлă кун. Çак кĕрхи кун Мускавра 82 çулхи Патриархăмăр И. [...]

Библия и «Духовное завещание чувашскому народу» И.Я.Яковлева

Христиане называют Библию духовным хлебом. Библия дает духовную пищу: Слово Божье. [...]

Курав

Мускавран çĕнтерӳпе

Ульяновск облаçĕ «Ылтăн кĕркунне–2013» ял хуçалăхĕпе промышленность XV куравĕнче 13 награда çĕнсе илнĕ. Пирĕн регион экспозицийĕпе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хăй паллаштарнă. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Сумлă ята тивĕçнĕ йăхташ

Кăçал Ульяновск облаçĕнче иртнĕ фермерсен конференцийĕнче регион правительствин председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин чи пултаруллисене ведомство наградисемпе чысланă. Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи çĕр ĕçченне Валерий Беспалова Раççей ял хуçалăхĕн аталанăвне вăй хывнăшăн «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ фермерĕ» ят панă. [...]

Лару

Угаслов – ЧНК президенчĕ

Октябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII отчётпа суйлав Аслă пухăвĕ иртрĕ. Унта Раççейĕн 26 регионĕнчен тата пилĕк ют çĕршывран килнĕ 265 делегат хутшăнчĕ. [...]

вулакансен пултарулaхe

Пăру тамаши

(Чăн пулни)   Шăпа тени çынна таçта та илсе çитерет. Микульпа Наçтук аппа, çамрăк çулĕсене ялта ирттернĕскерсем, ватăлас кунра Аксу ялĕнчен хула çывăхĕнчи яла куçса килчĕç. [...]

Cырусем

Аттерен пурăнма вĕренетпĕр

Пирĕн атте – Иван Романович Семерзин – 1938 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте çут тĕнчене килнĕ. Чухăн çемьере амăшĕпе кăна пурăннă. [...]

Пирeн урамсем

Александр Михайлович Аблуков

  Вăл юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Аçтăрхан хулинче çуралнă. Вырăс. Çара кайиччен ФЗУ шкулĕнче вĕреннĕ. Заводра ĕçленĕ. [...]

Пĕлтерӳ

Пĕлтерӳсем

К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ ноябрĕн 19-мĕшĕнче 18.00 сехетре Ульяновскри драма театрĕнче «КИЛЕХ КИЛЧĔ ТУР ÇЫРНИ» икĕ пайлă комеди кăтартать. [...]

Ырă тĕслĕх

Мадюков адвокат тĕслĕх кăтартрĕ

  «Канаш» хаçатăмăра вулакансен хушшинче пирĕн йывăрлăхсене чĕрепе туйса пулăшу паракансем пурри чăннипех савăнтарать. Хаçатăмăрăн 40-мĕш номерĕнче «Ульяновскмебель» комбинатăн директорĕсен канашĕн председателĕ Анатолий Еленкин пире шкапсем парнелени çинчен савăнса пĕлтернĕччĕ. [...]

Культура

«Илем» ушкăн пурнăçа илемлетрĕ

Ольга Дмитриевана Чăвашкасси шăпчăкĕ теес килет. Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралнăскер вунпĕр çул Ульяновскри Чăваш культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Илем» юрă ушкăнĕнче юрлать. [...]

Тутар халăхĕн культурипе вĕренĕвĕн музейĕ уçăлнă

  Ульяновскри Нариманов урамĕнчи Тутар культура центрĕн никĕсĕнче музей уçăлнă. Савăнăçлă лару-тăрăва Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Тутарстан Республикин культура министрĕн çумĕ Гузель Нигматуллина, хăнасем хутшăннă. [...]

Ял сыннисем

Ял пурнăçне кăмăллать

Владимир Филиппов Павловка районĕнчи Ирçе Шăмалакра 11 ачаллă çемьере çуралнă. Вăл — 9-мĕш. [...]

Тĕпел

Кавăн – ашпа

  Ăна валли: 750 г ĕне ашĕнчен гуляш, 350 г пуçлă сухан, 200 г кавăн, 3 апат кашăкĕ шăратнă услам çу, çур стакан шӳрпе, 4 апат кашăкĕ хĕрлĕ эрех, 4 апат кашăкĕ хăйма, вĕтетнĕ хура пăрăç, тăвар кирлĕ. Гуляш хатĕрлемелле. [...]

cемье

Çемьесем арканнипе ача сачĕсенче кĕрешмелле!

Çак пуçарупа мăшăрсем уйрăлнине епле чармаллине халалланă çавра сĕтелте тухса калаçнă. Ку ыйтупа ачасемпе хăйсемпе мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе ĕçлеме палăртаççĕ. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Чи çывăх та çепĕç тăван чĕлхене Мансассăн пулĕ манра айăп. Чăваш чĕлхипе килнĕ çак тĕнчене, Чăваш чĕлхипе кунтан кайăп. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1240(44)№ пичĕ
■ 44(1240)№, 2013, чӳк, 07
«Сувар» хаçатăн 1238(42)№ пичĕ
■ 42(1238)№, 2013, юпа, 24