Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1243-мĕш (2013.11.28) кăларăм:


Хыпарсем

Облаçра 68 пин тонна тыр-пул пуçтарнă

Кăçалхи вырмара акнă мĕнпур тыр-пулăн 99,3 процентне 458,3 пин гектар çинче пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç – гектартан 21,1 центнер. [...]

ceнeлeх

Яла тирпейлеме нимене пухăннă

  Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Пухтелĕнчи фермер хуçалăхĕн ертӳçи, Улхаш ял тăрăхĕн депутачĕ Н.И.Салюкин ырă ĕç пуçарнă. Вăл яла тирпей-илем кĕртме шутланă. [...]

Шухашлаттаракан ыйту

Тĕрĕс вĕрентме кансĕрлеççĕ

Учитель профессийĕ чи йывăррисенчен пĕри. Вăл станок умĕнче тăрса пĕр-пĕр деталь кăлармасть, ачасен черчен чунĕпе, вĕсен ăс-тăнĕпе ĕçлет. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Сăр тăрăхĕнчи юрă ăстисем

Сăр районĕнчи юрă фестивалĕсемпе конкурссем Никитино ялĕнче пурăнакан Мария Николаевнапа Александр Васильевич Карзановсемсĕр иртмеççĕ. Вĕсем çак тăрăхри уявсене илем кӳрекенсем. [...]

Поэзи хумe cинче

Ю р ă

  Çиле майăн ылтăн çулçăсем вĕçеççĕ, Иртнĕ çамрăк вăхăта ас илтереççĕ.   Епле ырăччĕ, тӳлекчĕ çурхи каçĕ – Çепĕç туйăмсем çапла асран каймаççĕ. [...]

пeлсе тaма

«Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ»

Пенсие тухма тăватă çул юлчĕ. «Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ята камсене тата мĕнле йĕркепе параççĕ? [...]

Пирeн урамсем

Халтурин спускĕ

Степан Николаевич Халтурин 1856 çулхи декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вятка кĕпĕрнинчи Орёл уесне кĕрекен Халевинская ялĕнче пуян çемьере çуралнă. Уес училищинче вĕреннĕ чух нумай вуланă, патша правительстви чарнă литературăпа кăсăкланнă. [...]

вулакансен пултарулaхe

Пурнăç, пурнăç…

Яланах пуçра пĕр шухăш: Пурнăç, пурнăç… Калăн Уçлăх… Хăшĕ – тарçă, пуçлăх хăш, Хăшĕ – ачаранах тăлăх…   Пурнăç çулĕ вĕçсĕр вăрăм – Вăй пĕтет утсан-утсан… Чĕрене сыпçăнĕ хăрăм Ытлашши шухăшласан.   Тăвана – тунсăхласассăн – Ыткăнса кĕтсе илен. [...]

юбилей

Чĕмпĕрсем Ефремова саламларĕç

Халăх юратакан «Пусть говорят» телекăларăма Андрей Малахов ку хутĕнче Михаил Ефремов артист 50 çул тултарнине халалланă. Михаил Ефремовăн ăру пуçĕ – чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш çырулăхне пуçарса яракан, чăваш азбукине никĕслекен аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев. [...]

Облаçри журналистсен союзĕ – 55 çулта

  Чӳкĕн 22-мĕшĕнче Ульяновск патшалăх университетĕнче облаçри журналистсен союзĕ 55 çул тултарнине халалланă уяв иртрĕ. Ун умĕн ик сехет маларах Раççейри паллă публицист, Мускаври «Свобода» радио бюровĕн ертӳçи Леонид Велехов маçтăр-класс ирттернĕ. [...]

Кyршeсем патeнче

Шупашкар артисчĕсем хавхалантарчĕç

Шупашкарти филармонире чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн хăйĕн тăхăрвуннăмĕш сезонне уçрĕ. Савăнăçлă концерта артистсем Филипп Лукин композитор 100 çул тултарнине халалланă. [...]

Аннесем пирки çичĕ каларăш

Çак ятпа Чăваш Республикинчи Елчĕк ялĕнче Аннемĕр кунне ирттернĕ. Унта нумай ачаллă, çамрăк, ача амăшĕ пулма хатĕрлекен, йывăр лару-тăруран тивĕçлипе тухнă, ачи-пăчине çитĕнтер-се халĕ ывăл-кинĕпе килĕштерсе пурăнакан хĕрарăмсене чĕннĕ. [...]

Уяв

Сăри кăпăклă, ĕçме кăмăллă

Анат Террасăри Майăн 1-мĕш ячĕллĕ Культура керменĕнче Кĕр сăри уявĕ тăваттăмĕш хут кĕрлесе иртрĕ. Уява йĕркелекенсем – Ульяновск хули администраци çумĕнчи культура уйрăмĕ, Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ тата «Народный фронт «За Россию» организацийĕн регионти уйрăмĕ. [...]

Ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш пухăвĕ

Çĕнĕ Ульяновскри цемент кăларакан заводăн культура керменĕнче ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш анлă пухăвĕ иртнĕ. Ăна Çĕнĕ Ульяновск хула администрацийĕ йĕркеленĕ. [...]

Шевле çути

Т и в ĕ ç с ĕ р

  ("Телефон мыскари" ярăмран)   Каç пулас умĕн Сăпани инке кинĕ патне аран-аран мăштăртатса çитрĕ. -Мана кунта çити çӳреме çăмăл тесе шутлатăр пуль, - мăкăртатрĕ вăл картлашкаран пĕрин хыççăн тепĕр урине аллипе пулăшса хăпартнă май. [...]

Шăпăрлан

Янăраççĕ кĕвĕсем – ачалăх хĕлхемĕсем

Ай, юрлар-и юррине çамрăк чун юрланă чух! Ай, ташлар-и ташшине куракан ал çупнă чух! [...]

Çамрăк ăру

Пире туслăх пĕрлештерет

Светлана Ширтанова Чăнлă районĕнчи Пухтел вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренет. Кĕнеке вулама юратать. [...]

Кун хыççăн кун

Ял хуçалăх ĕçченĕсене чысланă

Чӳкĕн 20-мĕшĕнче Ленин мемориалĕнче Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕпе чĕр тавар ĕçлекен промышленность тытăмĕнче вăй хуракансене савăнăçлă ларура чысланă. — Мухтанмашкăн пирĕн сăлтавĕ чăнах та пур. [...]

Çулçӳрев

Европа тăрăх – сиккипе

Ирĕклĕ саманара пурă-натпăр халь – тĕнче тăрăх çӳре, хуть те мĕнле çĕршыва тухса кай. Укçу пултăр, çулçӳреве тухас кăмăлу пултăр. [...]

Пĕлме интереслĕ

Кӳршĕпе мĕнле пурăнатăр?

«Кӳршĕ-аршă аякри тăванран та паха»,- тенĕ ваттисем. Чăнах та, ялта пурăнатăн-и эсĕ е хулара-и — кӳршĕсемпе хутшăнмах тивет. [...]

спорт

Тĕнче ăмăртăвне хутшăнма ирĕк илнĕ

    Юпа уйăхĕн 13-28-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи ушу спорчĕпе йăлин федерацийĕнче тăракан 10 спортсмен Китайри Шаолинь мăнастирĕнче стажировка иртнĕ. Вĕсем хушшинче пирĕн ентеш, паллă спортсмен, Димитровградри ушу федерацийĕн президенчĕ Денис Сетнеров тата унăн мăшăрĕ – Димитровград хулинчи спорт комитечĕн пуçлăхĕн çумĕ Наталья. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхе, эс вĕçĕмсĕр тĕнче: Мĕн чухлĕ çăлтăр санăн тӳпӳнте! Сӳнми сăмахлă çăлтăр пуххинче: Тăван çĕршыв, Анне, Çĕр – чи çӳлте. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1244(48)№ пичĕ
■ 48(1244)№, 2013, раштав, 05
«Сувар» хаçатăн 1242(46)№ пичĕ
■ 46(1242)№, 2013, чӳк, 21