Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1246-мĕш (2013.12.19) кăларăм:


Хыпарсем

Турципе область хушшинчи ĕçлĕ çыхăну

Икĕ турккă компанийĕ Ульяновск облаçĕнче хăйсен предприятийĕсене тума шутлаççĕ. Кунашкал килĕшĕве нумаях пулмасть пирĕн делегаци ĕçлĕ çулçӳревпе Стамбул хулине кайсан тунă. [...]

Eмeр сакки сарлака

Туслă çемье пуçлăхĕ

Кунтикавра çуралса ӳснĕ Л.С.Еленкина ачалăхĕ хăрушă вăрçă вăхăтне тӳрĕ килнĕ. Вунпĕр çулта чухнех вăл хирте вир çумлама пуçланă. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Пурнăçне спортпа çыхăнтарнăшăн нихăçан та ӳкĕнмен

Нина Владимировна Казакова (хĕр хушамачĕ Быкова) пĕчĕкле пит шухă ача пулнă. Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралнă хĕр ачаранпах тетĕшĕ, аппăшĕ футболла, волейболла вылянине, вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннине сăнанă. [...]

Икĕ ĕçтеш, икĕ тантăш

Ирçелĕнче клуб çуккипе халĕ ял столовăйĕ ялти культура центрне çаврăннă темелле. Туй-и, ял уявĕ-и, юбилей-и, вилнĕ çынна асăнмалла-и – столовăй алăкĕсем пурин валли те яри уçă. [...]

Аттен профессине малалла тăсатăп

Пётр Филиппов Павловка районĕнчи Ирçе Шăмалакра механизатор çемйинче çуралнă. Тăватă ачаран вăл чи асли. [...]

вулакансен пултарулaхe

Арççи

Курăк шăтсан урамра Çĕнĕ кас та улшăнать. Каç пулсан пирĕн умра Ял çамрăкĕ пухăнать. [...]

Сывлăх

Грипп çывхариччен

ПЫР ЫРАТСАН Пыр ыратнине çăмăллатма кунне темиçе хутчен пилĕкшер минут çак шĕвексемпе чӳхемелле: - ăшă шыв тата кишĕр сĕткенĕн хутăшĕпе (пĕр пек виçепе илмелле), 200 грамм шĕвеке 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла; - çур литр вĕретнĕ ăшă шыва çуршар чей кашăкĕ апат содипе тăвар ямалла, лайăх пăтратмалла, ун хыççăн 2-3 тумлам йод тумлатмалла; - пан улми уксусĕ тата вĕретнĕ ăшă шыв хутăшĕпе (пĕр пек виçепе илмелле); - шупка кĕрен тĕслĕ çĕр улмин тин хатĕрленĕ сĕткенĕпе; - лимон, шур çырли е кĕтмел сĕткенне шывпа хутăштармалла, ăшăтмалла, сыпкăмăн-сыпкăмăн ĕçмелле. Кашни икĕ сехетрен çак сĕткенсемпех пыра 3-шер минут чӳхемелле. [...]

Астăвăм

Ялти вĕрентӳçĕ

Чăваш Сайманри пуçламăш шкулта Евдокия Павловна Вахтурова 40 çула яхăн вăй хунă. Çак хушăра унăн чĕри витĕр миçе ача тухман пулĕ, миçе ачана çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ, миçе ачана мухтанă, киревсĕр ĕçшĕн асăрхаттарнă, ашшĕ-амăшне ырă канаш панă. [...]

Шевле çути

Кин сасси мар

("Телефон мыскари" ярăмран)   Ырлăх тинех çитрĕ. Кĕсье телефонне кăларма тытăнсан телевизорти рекламăсене пăхса тĕлĕнеттĕмĕр. [...]

Ял пурнace

Вулавăш çутисем

Тереньга районĕнчи Патуел вулавăшĕ пысăках мар, кивĕ çуртра вырнаçнă. Кунта общество аталанăвĕн паллă шайĕ – цивилизаци тени – çитеймен-ха. [...]

Паллa дата

Европа тăрăх – сиккипе

(Пуçламăшĕ 47-49-мĕш номерсенче.)   Бельги Ку çĕршыв 1831 çулта кăна ытти çĕршывсене пăхăнма пăрахнă. [...]

Çамрăк ăру

Кукăль пĕçерме юрататăп

Вăта Тимĕрçен вăтам шкулĕнче ачасен апатланăвне кирлĕ таран тимлĕх уйăраççĕ. Апат пĕçерекенсем пысăк çĕкленӳлĕхпе ĕçе килеççĕ. [...]

Кун хыççăн кун

Пуян та тивлетлĕ çĕршывшăн

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2013 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Федераллă Пухăва чĕнӳпе тухнă. Çĕршыв пуçлăхĕн чĕнсе каланинче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни куçкĕрет. [...]

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи çинчен

Мĕнрен пуçланать-ши чăвашăн çĕршывĕ? Паллах, пуçланать вăл тăван чĕлхерен. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1247(51)№ пичĕ
■ 51(1247)№, 2013, раштав, 26
«Сувар» хаçатăн 1245(49)№ пичĕ
■ 49(1245)№, 2013, раштав, 12