Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1318-мĕш (2015.05.28) кăларăм:


К.В.Иванов султалаке

Константин Иванов – тĕрĕслĕхпе ирĕклĕх йыхравçи

Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе – К.В.Иванов çулĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕм чăваш тĕнчи вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ, чăваш генийĕ çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тăвать.   Чăваш генийĔ Çурални Константин Васильевич Иванов Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1890 çулхи çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕнче (кивĕ стильпе 15-мĕшĕнче) çуралнă. [...]

Акатуй

Акрăмăр, сӳрерĕмĕр – уява пуçтарăнтăмăр

Мелекесс район чăвашĕсем çураки вĕçленнине чысласа ирттерекен ĕмĕрхи уява облаçра чи малтан пуçларĕç. Çăвăн 23-мĕшĕнче Тури Мелекесс ялĕнче Акатуй иртрĕ. [...]

Хыпарсем

Кирилл Патриарх – Ульяновскра

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сергей Морозов чĕннипе Ульяновск облаçне Мускавпа пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл килсе çитрĕ.   Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче чĕрĕлсе тăнă Иисус Христос çӳл тӳпене çĕкленнĕ кун уявĕнче Вырăс Православи Чиркĕвĕ тăратнă çынни, Сăваплă Патриарх Кирилл Спаспа Вознесени аслă соборне сăваплатнă, уяв кĕллине тунă, Ульяновскăн тин çутатнă чиркĕвĕнче тĕн литургине ирттернĕ. [...]

Сахăр чĕкĕнтĕрне акса пĕтернĕ

  Çурхи культурăсене акассипе пирĕн регион Атăлçи федераллă округра тăваттăмĕш вырăн йышăнать. Ульяновск облаçĕнче мĕнпур лаптăкăн 3 проценчĕ кăна акмасăр юлнă. [...]

Йăла-йĕрке

Ялти масарсен историйĕ

Ватăсем каласа панă тăрăх, ĕлĕк-авал тĕпленнĕ чăвашсем хушшинче Ылтăн урта çыннисенчен хура вилĕм чирĕ (чума) сарăлнă.   Çак хăрушă чирпе вилнĕ çынсене Сала (Чириково) вăрманĕ патнех кайса пытарнă, масар йĕри-тавра канав чавса çирĕп юман йывăçĕсене лартнă. [...]

Вăрçă ачисем

Икĕ сусăрпа пурăнать

Совет Союзĕн Геройне И.В. Ильгачева халалланă Чăваш чĕлхи кунĕ-нче Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнчи вăрçă тата тыл ветеранĕсене «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни» юбилей медалĕпе наградăларĕç. Çак пысăк хисепе тивĕçнисенчен пĕри Анна Васильевна Хурасева пулчĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1319(21)№ пичĕ
■ 21(1319)№, 2015, çĕртме, 04
«Сувар» хаçатăн 1317(19)№ пичĕ
■ 19(1317)№, 2015, çу, 21