Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1357-мĕш (2016.02.25) кăларăм:


Хыпарсем

Президент пысăк хак панă

РФ Президенчĕ Владимир Путин пирĕн облаçра мечĕкпе хоккейла выляссипе иртнĕ тĕнче чемпионатне пысăк хак панă. Нарăсăн 18-мĕшĕнче патшалăх пуçлăхĕ Раççей сборнăйĕн çыннисемпе тĕл пулса чемпионатăн пĕтĕмлетĕвĕсене сӳтсе явнă, Ульяновскри спорт площадкисене çĕршыври чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. [...]

пeлсе тaма

ПĔЛтерӲсем

Мартăн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕнче чăваш халăх артисчĕн Вячеслав Христофоровăн концерчĕ пулать. Унпа пĕрле «Янра, юрă» ушкăн килет. [...]

Пирeн урамсем

Владимир Табакин урамĕ

Владимир Львович Табакин 1922 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Украинăри Донецк облаçĕнчи Славянск хулинче çуралнă. Еврей.   1932 çулта унăн çемйи Ленинграда пурăнма куçать. 1940 çулта Владимир хулин 14-мĕш шкулне Мухтав хучĕпе пĕтерсе Орелти танк училищине вĕренме кĕрет. [...]

культура cыннисем

Садкире – чăвашсен çĕнĕ юрă ушкăнĕ

Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче пурăнакан хастар чăвашсем çĕнĕ юрă ушкăнĕ йĕркелесе янă. Ăна илемлĕ ят панă – «Укăлча». [...]

таван самах

Шкула сыхласа хăвармаллах!

Тăван чĕлхе вунăкунлăхĕпе килĕшсе Чӳрекелĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхе кунĕ иртрĕ. Çак хăйнеевĕрлĕ уявра УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов тата журналистсем – Елена Мустаевапа Нина Еграшкина – пулчĕç. [...]

Вĕренÿ

Малти вырăнсене чăнлăсем илнĕ

Февраль уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче Димитровградри «Юность» лагерьте облаçри шкулсенче чăвашла, тутарла, мордвалла, нимĕçле вĕренекенсен тата таврапĕлӳпе кăсăкланакансен олимпиади иртнĕ.   Кăçал чăваш чĕлхипе литературин олимпиадине 15 шкул ачи хутшăннă, ытларахăшĕ Чăнлă районĕнчен. [...]

Шевле çути

ĂÇТА КАЯН, ЧĔКЕÇ/

(Малалли. Пуçламăшĕ 7-мĕш номерте. [...]

Конкурс

Конкурса хутшăнăр!

РФ наци политикипе килĕшсе облаçри вĕренӳ министерстви тата облаçри вĕренӳпе инноваци тытăмĕсен центрĕ шкул ачисен хушшинче «Этнокультурный калейдоскоп Поволжья» ятпа пултарулăх ĕçĕсен куçăмсăр конкурсне ирттерет. Конкурс тĕллевĕ – ачасенче тăван чĕлхене, культурăна, историе ăса хывас туртăма аталантарса таса чунлă, илемлĕхе пĕлекен-туякан çынна ӳстересси. [...]

истори

Пĕрремĕш вырăс историкĕ – Николай Карамзин

"Вырăс патшалăхĕн историйĕ" – паллă çыравçă ĕçĕ çеç мар, тӳрĕ кăмăллă çын паттăрлăхĕ те   Николай Михайлович Карамзин çыравçă тата историк Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Михайловка ялĕнче помещик çемйинче 1766 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе – 12-мĕшĕнче) çуралнă. Килте питĕ аван пĕлӳ илнĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1358(9)№ пичĕ
■ 9(1358)№, 2016, пуш, 03
«Сувар» хаçатăн 1356(7)№ пичĕ
■ 7(1356)№, 2016, нарăс, 18