Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1358-мĕш (2016.03.03) кăларăм:


Лару

Тăван чĕлхене сыхлар!

Ульяновскри «Содружество» ятлă 17-мĕш библиотекăна пухăнса библиотекарьсем, тăван чĕлхе вĕрентӳçисем, çыравçăсем, журналистсем çавра сĕтел ирттерчĕç. Унăн ячĕ – «Сохраняя родной язык – сохраняем идентичность региона». [...]

Çутĕç обществи пĕтĕмлетӳ турĕ

Ульяновск облаçĕнчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин черетлĕ ларăвĕ 17-мĕш библиотекăра иртрĕ. Ăна общество членĕ Галина Никитина ертсе пычĕ. [...]

Пирeн урамсем

Роза Люксембург урамĕ

Роза Люксембург – революционерка, Польша, Германи тата пĕтĕм тĕнчери рабочисен юхăмĕн хастарĕ, Германире компарти никĕ-слекенĕсенчен пĕри. Роза Люксембург (чăн ячĕ – Розалия Люксенбург) Польшăри Замосьц хулинче 1871 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче еврей çемйинче çуралнă. [...]

юбилей

«Савăнăç» халăх ушкăнĕ – çирĕмре!

Димитровградри «Восход» Культура керменĕнче Мелекесс тăрăхĕнчи чăвашсен пысăк уявĕ пулчĕ – «Савăнăç» халăх ушкăнĕ (ертӳçи И.Н. Иванюкова) 20 çул тултарнине паллă турĕç. Савăнăçсен савăнăçне пайлама УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев, эрменсен культура автономи ертӳçи Давид Саакян, украинсен вырăнти ентешлĕх ертӳçи – Майя Клокова тата вырăнти автономи ертӳçи Михаил Сенюта, азербайджансен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн Димитровградри уйрăмĕн председателĕ Ильхам Мусаев, еврейсен вырăнти община председателĕ Ольга Бочкова, мордвасен автономи ертӳçи Анна Нуянзина, тутарсен культура автономин çынни Мунира Джумаева, таджиксен обществин ертӳçи Лутфиддин Норматов, узбексен общинин çынни Алишер Сафаров тата тĕрлĕ çĕртен 15 юрă-ташă ушкăнĕ килсе çитнĕ. [...]

Шевле çути

ĂÇТА КАЯН, ЧĔКЕÇ/

Калав   (Малалли. Пуçламăшĕ 7-8-мĕш номерсенче. [...]

Тĕпел

тутлă пĔÇЕРЕТПĔР

Купăста кукăлĕ Ăна пĕçерме 400 г купăста, 250 г хăйма, 200 г çăнăх, 150 г майонез, 2 çăмарта, 1 кишĕр, петрушка, 2 кашăк томат пасти, тип çу, 1 чей кашăкĕ апат соди, вĕтетнĕ хура пăрăç кирлĕ. Вĕтĕ шăтăклă теркăпа хырнă кишĕ-ре, туранă купăстана типĕ çу янă çатмара хупласа ăшаламалла (15 минут). [...]

Шăпăрлан

Юррине амăшне халалланă

Юлия Ямщикова Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен вăтам шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренет. Аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма ăна килти ĕçсене вăхăтра пурнăçлани, яваплăх туйăмĕ, вĕренес килни, аслисене хисеплени пулăшать. [...]

истори

Бесермансем – чăвашран тухнă çынсем

  Удмурт Республикин çурçĕр енче, Чепца юханшывĕ тăрăхĕнчи Глазов хули таврашĕнче, хăйсене бесерман текен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем удмурт чĕлхипе калаçаççĕ. [...]

спорт

Михаил – шахмат ăмăртăвĕн çĕнтерӳçи

авловкăри пултарулăх çуртĕнче шахмат турнирĕ иртрĕ. Унта районти шкулсенче аслă классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç – 7-11-мĕш классем. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1359(10)№ пичĕ
■ 10(1359)№, 2016, пуш, 11
«Сувар» хаçатăн 1357(8)№ пичĕ
■ 8(1357)№, 2016, нарăс, 25