1382-мĕш (2016.08.12) кăларăм:
литература стр
Димитровградра ĕçлесе пурăннă чăваш журналисчĕ, сăвăçи тата çыравçи Яков Рогачев вилсен ун тăванĕсем килти библиотекăри кĕнекисене «Канаш» редакцине кӳрсе пачĕç. Вĕсем хушшинче çыравçа ытти авторсем автографпа панисем те чылай. [...] |
вулакансен пултарулaхe
Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла шăвать. Промышленность этем валли лайăхран та лайăх япаласем шутласа кăларать. [...] |
юбилей
Августăн 19-мĕшĕнче Аслă Нагаткинта ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмăн – СССР Писательсен союзĕн членĕн (1994), Раççей Писательсен союзĕн членĕн (1995), Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн членĕн (2000) – Валентина Тараватăн юбилей! Тата творчество çулĕ çине тăни – 45 çул. [...] |
Таван тавралах
Çанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйнеевĕр илемлĕ, илĕртӳллĕ. Çак тапхăрсемпе çыхăннă йăла-йĕрке, ĕç-пуçпа хатĕр-хĕтĕр те пурнăçа капăрлатаççĕ. [...] |
Шевле çути
Кулăшла калав
Артистка арăм мар, шофер упăшка мар теççĕ халăхра.
Ваççук шăпах çав шоферĕ ĕнтĕ. [...] |
Тĕпел
Кабачок – корейла
Кирлĕ: 3 кг кабачок, 0,5 кг кишĕр, 0,5 кг сухан, 2 шăл ыхра, 9 процентлă 100 г уксус, 200 г типĕ çу, 2 апат кашăкĕ тăвар, 200 г сахăр, корей кишĕрĕ тумалли приправа – 2 пакет (пĕри йӳçĕ пăрăçли, тепри ахальли).
Кабачока тата кишĕре тасатса теркăпа хырмалла (пысăккипе), савăта ямалла. [...] |
спорт
Августăн 5-мĕшĕнче Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче çуллахи 31-мĕш Олимпиада пуçланчĕ.
Унта Раççей спортсменĕсем тулли командăпа кайман, мĕншĕн тесен допинг хирĕçĕвне пула çăмăл атлетсене ăмăртăва тухма ирĕк паман. [...] |