Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1384-мĕш (2016.09.02) кăларăм:


Тырçи

Хăват çитнĕрен тĕллевĕсем те пысăк

Çĕнĕ ĕçе епле пуçлатăн, çапла вĕçне тухатăн, тенешкел – «Родники» ялхуçалăхĕпе производство кооперативĕ комбайнсене хире районта пуринчен малтан кăларнисенчен пĕри пулнă. Вырмара та ыттисене кая хăварма пултарнă. [...]

пeлсе тaма

Инкекрен сыхласа хăварма пулать

Ашшĕ-амăшĕнчен никам та ачи ĕçке ернине е наркотика иленнине ан куртăрччĕ. Анчах пурнăçри чăнлăх хăш-пĕришĕн урăхларах килсе тухать. [...]

вулакансен пултарулaхe

Пĕлмесĕр ан айăплăр!

Шăписене пĕр тĕвве çыхнă çамрăксене юлашки вăхăтра уйрăмах çак çивĕч ыйту канăç памасть – ăçта пурăнмалла/ Вĕсенчен кам-тăр ашшĕ-амăшĕн кил-çуртĕнче юлать, хăшĕ ют хваттере куçать те уйăхсерен укçа тӳ-лесе пурăнать. Нухрачĕ пулсан çĕнĕ хваттер те туянма пулать-ха. [...]

Чaваш тeнчи

Чăвашсем тĕслĕх кăтартаççĕ

  Йăлана кĕнĕ тăрăх, август вĕçĕнче Мончегорск хулинче «Тыр-пул уявĕ» иртет. Унта Çурçĕрте пурăнакан халăхсем кунти çутçанталăкăн çăмăл мар условийĕсенче те аван тухăç илнине паллă тăваççĕ, ярмăркка ирттереççĕ. [...]

Тĕпел

Суханпа хатĕрленĕ помидор салачĕ

  Кирлĕ: 2 кг помидор, 1 кг сухан, лавр çулçи, техĕмлĕ пăрăç, гвоздика, тип çу, 9 процентлă уксус, сахăр, тăвар. Помидорсене çуса тасатмалла, шултра турамалла. [...]

спорт

Инна Бразилирен Ирçелне таврăнчĕ

Шăматкун Ульяновскри «Восточный» аэропорта Мускавран пирĕн йăхташ, Рио-де-Жанейрăри Олимпиадăра 63 килограмран çăмăлрах хĕрарăмсен категорийĕнче кĕрешĕве тухса тăваттăмĕш вырăн йышăннă Инна Тражукова вĕçсе килчĕ. Ăна кĕтсе илнĕ делегаци йышĕнче – спортсменкăн Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче пурăнакан амăшĕпе ашшĕ Светланăпа Вячеслав Тражуковсем, Аслă Нагаткинри ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн ертӳçи Евгений Краснов, Чăнлă районĕнчи ирĕклĕ кĕрешĕвĕн аслă тренерĕ Борис Чернов, Владимир Дедушкин таврапĕлӳçĕ тата фотохудожник, облаçри «Чемпион» хаçат корреспонденчĕ Михаил Россошанский тата ыттисем пулчĕç. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1385(36)№ пичĕ
■ 36(1385)№, 2016, авăн, 09
«Сувар» хаçатăн 1383(34)№ пичĕ
■ 34(1383)№, 2016, çурла, 26