Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1385-мĕш (2016.09.09) кăларăм:


Тĕлпулу

Иннăна чăвашсем хавхалантарчĕç

Ульяновскри 17-мĕш «Содружество» ятлă библиотекăра чăваш хастарĕсем – УОЧНКАпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пайташĕсем – хамăрăн ентешпе, Рио-де-Жанейрăри Олимпиадăна хутшăнса ирĕклĕ кĕрешӳпе 63 килограмлă хĕрарăмсем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăннă Инна Тражуковапа тĕл пулчĕç. Ашшĕне – пĕрремĕш тренерне – Вячеслав Александровича тата хăйне пысăк çитĕнӳпе саламларĕç. [...]

Таврапĕлӳ

Çĕнĕ Улхаш шкулĕн сумлă пурнăçĕ

(Вĕçĕ. П уçламăшĕ 35-мĕш номерте.) Ĕмĕрĕсене тăван ялта ирттерчĕç Николай Французов, Петр Ибетов, Николай Долгов. [...]

Уяв

Çăкăр ӳстерекенсене чысларĕç

Шăматкун Ульяновск облаçĕн Тутарстанпа тата Самар облаçĕпе чикĕленекен кăнтăр районĕнче «Çĕнĕ Малăкла çăкăрĕ» ятлă («Новомалыклинский каравай») виççĕмĕш фестиваль иртрĕ. Уява çанталăк ăмăр пулнине пăхмасăр районти пур ял тăрăхĕсем те пухăннăччĕ. [...]

Çулçӳрев

Ĕпхĕве – Миронов ячĕллĕ шкула

Кăçалхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче чăваш халăхĕн паллă çынни, халăхăмăра çутта кăларас ĕçре нумай вăй хунă П.М.Миронов ăсчах çуралнăранпа 155 çул çитет (1861 çулта çуралнă). Миронов ÇулĔпе Пирĕн ялта – хальхи Тутарстанри Çĕпрел районĕ нчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче (малтан вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ) – çуралса ӳссе Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче çунатланнă ентешĕмĕр хăйĕн пурнă- çĕнчи çулĕсене ытларах Пушкăртра ирттернĕ, Ĕпхӳ кĕпĕрнин халăх училищисен инспекторĕ пулнă. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1386(37)№ пичĕ
■ 37(1386)№, 2016, авăн, 16
«Сувар» хаçатăн 1384(35)№ пичĕ
■ 35(1384)№, 2016, авăн, 02